Хулара
![]() spb.doctorbormental.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти таксист патне саккас килнӗ: йӗрке хуралӗн ведомстви патне апат-ҫимӗҫ тата эрех-сӑра илсе килмелле-мӗн. Кунсӑр пуҫне ӑна телефон номерӗ ҫине 10 пин тенкӗ хума каланӑ. 23-ри таксист хушнине пурнӑҫланӑ. Анчах каланӑ адреспа ҫитнӗ, ҫав телефон номерӗпе шӑнкӑравланӑ та - ӑна вара сӳнтернӗ. Учреждени ӗҫченӗсем вара унашкал нимӗнле саккас та туманнине каланӑ. Ҫавнашкал саккасах 25-ри каччӑ йышӑннӑ, вӑл та ҫав телефон номерӗ ҫинех укҫа хунӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |