Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Экономика
![]() чувашинформ.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Юлашки темиҫе уйӑхра пирӗн ҫӗршыв тӗрлӗ санкцие парӑнмасӑр экономикӑна аталантарма ҫине тӑрса тӑрӑшать. Пирӗн патра ӗҫлеме пӑрахнӑ пысӑк усламҫӑсем вырӑнне вырӑнтисем йӑпӑр-япӑр йышӑнаҫҫӗ. Шупашкарта, ав, «Букет Чувашии» фирма «Кока-Кола» тата «Фанта» евӗр пылак шыв кӑларма тытӑннӑ. Газлӑ ҫав шыва авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӗленчене пуҫласа тултарнӑ. «Кока-Кола» тата «Фанта» евӗр тутиллӗ пылак шыва хальлӗхе Шупашкарти лавккасенче, «Дикий Лось» тата «Сахарок» суту-илӳ сечӗсен магазинӗсенче сутаҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра продукцие федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионӗсене ӑсатма палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |