Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» проекта пурнӑҫласа класс сехечӗсен валли чӑвашла сценарийӗсене малалла хатӗрлет.
Хальхинче унта 1-2 классенче ирттермелли «Атом ледоколӗсен флочӗ. Ҫурҫӗр тинӗс флочӗн аталанӑвӗ» темӑпа чӑвашла материал хатӗрленӗ.
Институтра пӗлтернӗ тӑрӑх, класс тулашӗнче ирттермелли заняти тӗллевӗ — кӗҫӗн класс ачисене Раҫҫей Арктикин уйрӑмлӑхӗсемпе тата Ҫурҫӗр тинӗс ҫулӗпе паллаштарасси, ҫӗршывӑмӑрпа тата ун ҫыннисемпе мухтанма хӑнӑхтарасси.
Agabazar // 2363.44.6716
2022.10.27 21:06 | |

Чăвашла çавăн пек.
Мĕншĕн тесен мухтанас сăмахăн кунашкал контекстра — негативлă коннотаци.
«Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» тени — ытлашши вăрăм. Кĕскетес тесен, юлашки сăмахне кăларса пăрахмалла.
«Чи пӗлтерӗшли ҫинчен»