Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: «Литература вулавӗ» вӗренӳ пособине сӳтсе явма ыйтаҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 10.04.2022 08:46 | 672 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ тӑван чӑваш литературине 4-мӗш класра вӗрентмелли «Литература вулавӗ» вӗренӳ пособине хатӗрлесе ҫитернине пӗлтернӗ. Унӑн авторӗсем – В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова, Л.В. Николаева.

Республикӑн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Литература вулавӗ» 5 пайран тӑрать, унта «Асран кайми ҫу кунӗсем», «Ачалӑх», «Чӑваш ҫӗр-шывӗ – тӑван ҫӗр-шыв», «Ҫут ҫанталӑк тӗнчи», «Сив хӗл ҫитрӗ», «Манӑн ҫемье», «Эпир – туслӑ ачасем» темӑсене кӗртнӗ».

Кӗнекере маларах тата хальтерех ҫырнӑ авторсен ӗҫӗсене кӗртнӗ. Ачасем, сӑмахран, Елен Нарпи, Альбина Юрату, Нина Пӑрчӑкан, Лидия Сарине, Ольга Туркай пултарулӑхӗпе паллашайӗҫ.

Ачасен ашшӗ-амӑшне, вӗрентекенсене ал ҫырӑвӗпе паллашма, сӗнӳсем пама ыйтнӑ. Ыйтусемпе сӗнӳсем пулсассӑн chrio4@rchuv.ru электрон адреспа ҫырса, 8 (8352) 45-99-96 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме май пур.

#чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #ашшӗ-амӑшӗ, #ачасем, #кӗнекесем, #хайлавсем, #вӗренӳ, #вӗрентекенсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4836.9.3932
2022.04.11 16:54
Agabazar
Ма вара кунта сăмахсене пĕрле çырма хăранă?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем