Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак эрнере пирӗн республикӑна Мускаври театр критикӗсем килнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Вӗсем пӑхнӑ спектакльсем хушшинче Чӑваш академи драма театрӗн «Шуйттан чури» драми те пулнӑ. Раҫҫейри Театр ӗҫченӗсен союзӗн театр эткерлӗхӗн комиссийӗн председателӗ Дмитрий Родионов Ухсай Яккӑвӗн хайлавӗ тӑрӑх Наталия Сергеева режиссёр лартнӑ ӗҫе пысӑка хурса хакланӑ май «юлашки ҫулсенче курнӑ чи лайӑх этнос постановки» тесе каланӑ. Ӗҫ паянхи кунпа килӗшсе тӑнине те вӑл палӑртса хӑварнӑ. Этнокультура – тӗнче бренчӗ-ҫке. Ҫӗршыври паллӑ театроведсене декораци те, артистсен тумӗ те килӗшнӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем Наталия Сергеева режиссёр массӑллӑ сценӑсемпе ӗҫлеме пултарнине, асра юлмалла сӑнарсем хатӗрленине асӑрханӑ. Спектакльте вылянӑ артистсенчен Елизавета Хрисанфовӑпа (Эрнук) Алексей Герасимова (шуйттан) уйрӑмах ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Çак япалана мĕнле ăнланмалла-ши?