Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑвашла сӑвӑ илемлӗ вулакансем тупӑшнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 31.03.2023 16:52 | 1288 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Паян "Хыпар" Издательство ҫуртӗнче тухса тӑракан "Ҫамрӑксен хаҫачӗ" чӑваш поэзине кӑмӑллакансен конкурсне, "Поэзи баттлне", ирттернӗ. Кӑҫал ӑна ЧР профессионал писательсен союзӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта хутшӑнакансем чӑвашла сӑвӑсене илемлӗ вуласа тупӑшнӑ.

Конкурсҫӑсен пултарулӑхне "Хыпар" ИҪ директорӗ-тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина, ЧР профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи Ольга Куликова (Улькка Элмен), Альбина Юрату сӑвӑҫ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн артистки Ирина Архипова хакланӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗ дипломне И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студентки Анастасия Сидорова тивӗҫнӗ. Писательсен союзӗн пайташӗ Мая Селендеева (Салампи) ятарлӑ парнене, "Поэзи баттлӗ" тесе ҫырнӑ торта, ҫӗнсе илнӗ.

#чӑвашлӑх, #конкурссем, #МИХсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_10220
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

ялтан // 3014.08.7320
2023.04.01 10:10
"Поэзи баттлĕ", айван сăмахпа пекркелешсе курăр, эпир мĕнле ăслă тесшĕн ĕнтĕ.
Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2023.04.03 05:56
Ялтан: "Поэзи баттлĕ", айван сăмахпа перкелешсе курăр, эпир мĕнле ăслă тесшĕн ĕнтĕ".
Килӗшетӗп! Тӑван чӗлхемӗре ЮРАТНӐ ПЕК туни - тӑван чӗлхене юратни мар!
"Баттл" сӑмаха пӗлеҫҫӗ иккен вӗсем!..
"Поэзи баттлӗ" тени мӗн тери тискер янӑранине- ӑнланмаҫҫӗ!..
Намӑс!!!
Ăслă çын // 7060.5.2022
2023.04.10 10:58
Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, баттл вăл - тупăшу, кĕрешÿ. Йĕркеллĕ сăмах-иç. Тепĕр тесен, тургай та чăваш сăмахĕ мар. Валери Тăри илемлĕрех пек

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем