Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Валери Туркай поэт вулавӑша кӗнеке парнеленӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 24.02.2024 02:01 | 1991 хут пӑхнӑ
Культура
Чӑваш Ен наци вулавӑшра сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Ен наци вулавӑшра сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай республикӑри вулавӑшсене тӗрлӗ кӗнеке парнеленӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ фонд пулӑшнипе кун ҫути кӑтартнӑ 3 кӑларӑма пурӗ 90 экземпляр.

Вӗсенчен пӗри – «Тилли кӑна, Тилли тееҫҫӗ…: асаилӳсем, халӑх юррисем, «Тилли юррисем» / П. Хусанкай. – Шупашкар : 7-мӗш типографи, 2022. – 68 с.». Унта поэтӑн тӑван тӑрӑхӗнче ҫырса илнӗ халӑх юррисем тата «Тилли юррисем» сӑвӑсен ярӑмӗ, тӗрлӗ асаилӳ кӗнӗ.

Иккӗмӗш кӗнеке — «Атя-ха, чунӑм, калаҫар! / З. Сурпан. - Шупашкар, 2023. - 147 с.». Унӑн авторӗ – Пушкӑртстанри Зинаида Семенова-Сурпан. Вӑл тӑван тӑрӑхӗнчи чӑваш юррипе ташшин халӑх ансамбльне ертсе пырать. Унӑн сӑввисемпе чӑваш композиторӗсем 200 ытла юрӑ кӗвӗленӗ.

Валери Туркай парнеленӗ виҫҫӗмӗш кӗнеке – «Вечный Державин : стихи и поэма / Г. Р. Державин. - Чебоксары : Типография №7, 2023. - 55 с.».

#чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #культура, #кӗнекесем, #вулавӑшсем, #парнесем, #поэтсем, #Пушкӑртстан

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-211725618_1548
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери ТУРКАЙ // 5886.3.6615
2024.02.24 05:45
Эп питĕ юрататăп Наци библиотекине, унăн коллективне, директорне!..
Юлашки парне ан пултăр!
Валери ТУРКАЙ. 24.02.24

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем