Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Атрать ялӗ хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 02.09.2013 15:18 | 1620 хут пӑхнӑ

Ҫурлан 30-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗ хӑйӗн 389 ҫулхи ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Паянхи куна ял 122 гектар лаптӑкра вырнаҫнӑ. Транспорт ҫыхӑнӑвӗ енчен ял тупӑшлӑ вырӑн йышӑнса тӑрать. Сали витӗр чукун ҫул магистралӗ выртать, инҫех мар республика пӗлтерӗшлӗ «Йӗпреҫ–Улатӑр» урапа ҫулӗ вырнаҫнӑ.

Ялӑн ҫуралнӑ кунӗ нумай хӑнасене пуҫтарнӑ. Вӗсем валли ятарласа халӑх пултарулӑхӗн ал ӗҫӗсенчен ятарлӑ куравне йӗркеленӗ, харпӑр килте пеҫӗрне апат-ҫимӗҫен дигустацине ирттернӗ, суту-илӳ вырӑнӗсене йӗркеленӗ.

Савӑнӑҫлӑ уява Атрать ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Михеева Надежда Михайловна уҫнӑ. Улатӑр районӗн администраци пуҫлӑхӗ Романов Николай Григорьевич, Чӑваш Республикинчи патшалӑх канашлӑвӗн депутачӗ Ефремов Николай Николаевич, Улатӑр районӗн мухтавлӑ ҫынни, Гудов ялта пурӑнакан Виктор Михайлович ял ҫуралнӑ кунне паллӑ тума пуҫтарӑннӑ ҫынсене уяв ячӗпе саламланӑ.

Ҫирӗпленнӗ йӗркепе ял тӑрӑхӗн администрацийӗ чи лайӑх вӗренекен шкул ачисене, спортсменсене, уйрӑм хуҫалӑхӑн пуҫлӑхӗсене, организаци тата учреждени коллективӗсене чысланӑ. Улатӑр районӗнчи культура пайӗн администрацийӗ хатӗрленӗ концерт пуҫтарӑннӑ халӑха самай савӑнтарнӑ.

Сӑнсем (14)

#Улатӑр районӗ, #Атрать, #Атрать ял тӑрӑхӗ, #ял уявӗсем, #уявсем

 

Комментари:

2013.09.02 17:04
Аçтахар Плотников
Вăл кун çумăр çуманччĕ пулас — кăсем вара ял уявне клубра ирттернĕ... Чăвашсемпе вырăссем уйрăлса тăраççĕ çав... Клубра ларса ирттернин мĕн савăнăçĕ ĕнтĕ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем