Шупашкарта пурӑнакан 53 ҫулти хӗрарӑм-бухгалтер ултавҫӑсен капкӑнне лекнӗ.
Кассирта ӗҫлекенскер патне мессенджерсенчен пӗринче такамсем шӑнкӑравласа смсри кода ыйтнӑ, ку вӑл энергосбыт компанийӗпе ҫыхӑннине пӗлтернӗ.
Кӑштахран ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе финанс мониторингӗн специалисчӗ тесе паллаштарнӑ, маларах хӗрарӑм ултавҫӑсемпе калаҫнӑ, халӗ ун ячӗпе вӗсем кредит илесшӗн тесе пӗлтернӗ. Укҫана упраса хӑварас тесен хӑрушсӑр счет ҫине куҫармаллине ӗнентернӗ. Миллион ҫурӑ ытла тенке такамсене куҫарса панӑ хыҫҫӑн тин хӗрарам хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ.