Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкара пилостӑр вӗҫекен аппаратсем тапӑннӑран ҫынсене вӑхӑтлӑх тӗпленме ятарлӑ пунктсем уҫнӑ.
Явапла службасем паян ирхине пӗр пункт уҫнине пӗлтернӗччӗ-ха, халӗ вара вара ун пеккисене виҫӗ ҫӗрте уҫни паллӑ.
Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Станислав Трфоимов МАХри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑхӑтлӑх тӗпленмелли вырӑнсене ҫак адрессемпе уҫнӑ:
✅ Шупашкарти 57-мӗш шкулта,
✅ Шупашкарти 1-мӗш шкулта,
✅ Шупашкарти 38-меш шкулта.
Хӗрӳ лини телефонӗ: 23-50-76.
Станислав Трофимов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав вырӑнсенче администраци ӗҫченӗсем тӑрӑшаҫҫӗ, психологсемпе тухтӑрсем ӗҫлеҫҫӗ. Хула пуҫлӑхӗ ҫынсене васкавлӑ службӑсен ӗҫне ӑнланса йышӑнма ыйтса тата официаллӑ ҫӑлкуҫсене ҫеҫ шанма чӗнсе каланӑ.
