Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Красноармейски тӑрӑхӗнчи Пӑрӑнтӑк ялӗ ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Кун пирки «Хыпар» издаьельство ҫурчӗн пабликӗнче хыпарланӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, «уява ял ҫыннисем кӑна мар, хулара тӗпленнисем те, кӳршӗ ялсенче пурӑнакансем те йышлӑ пухӑннӑ».
Пӑрӑнтӑксене саламлама тӳре-шара, депутат тавраш пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра Красноармейски тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов, Красноармейски районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн председателӗ Валерий Петров пулнӑ.
Ял кунне хатӗрленсе вырӑнти хастарсем урамсене илемлетсе капӑрлатнӑ. Сӑн ӳкерӗнмелли вырӑнсем те тунӑ. Ҫатан карта тытса ҫавӑрнӑ, ачасем валли каруҫҫел ӑсталанӑ, чуччу ҫакнӑ.
Ял уявӗнче пӑрӑнтӑксем туй йӑли-йӗркине тата салтака ӑсатнине кӑтартнӑ. Уява вӗҫлес умӗн вӑйӑ картине тӑнӑ.
