Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫак шӑматкун, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Совхознӑй поселокра лаша ӑмӑртӑвӗ енӗпе Чӑваш Ен кубокӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн лаша завочӗн 100 ҫулхине халалланӑ.
Уяв программине тӗрлӗ енлӗ мероприятипе пуянлатнӑ, ҫавна май унта янаварсен ӑмӑртӑвӗ ҫеҫ мар, концерт та пулӗ.
Концерт курма юратакансем валли икӗ сцена хатӗрлӗҫ: рок-сцена тата поп-сцена.
Рок-сцена ҫине ҫак коллективсем тухӗҫ: «ДМЦ | Дороги Меняют Цвет», «TattooIN Band | Татуин ушкӑн», «ДОНЭРА», «Ё» ушкӑн, «Румба комикс», «Габарит», «ПРИЧИНА ПАДЕНИЯ», «Маньяна».
Тӗп сцена ҫинче ҫаксем пулӗҫ: «The Hatters», «Браво», «Газан», «Малов», «Беz Б».
Лаша ӑмӑртӑвне те, концерта та тӳлевсӗрех кӗрсе курма пулать. Уяв программи 14 сехетре пуҫланӗ.
