Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта Чӑваш Енри чи вӑйлӑ биатлонистсен ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Ӑмӑрту уиӑ уйӑхӗн 20-22-мӗшӗсенче 2-мӗш Олимп резервӗн спорт шкулӗнче пулӗ. Вӑл хулари Станци ҫумӗнчи урамри 10-мӗш В ҫуртра вырнаҫнӑ.
Биатлон енӗпе Чӑваш Енӗн чемпионачӗпе ӑмӑртӑвне тӑватӑ категорири спортсменсем хутшӑнӗҫ:
— арҫынсемпе хӗрарӑмсем (2005 ҫулта тата унччен ҫуралнисем);
— 19-20 ҫулсенчи (2006–2007 ҫулсенче ҫуралнисем) юниор хӗрсемпе каччӑсем;
— 17-18 ҫулсенчи (2008–2009 ҫулсенче ҫуралнисем) яшсемпе пикесем;
— 15-16 ҫулсенчи (2010–2011 ҫулсенче ҫуралнисем) арҫын ачасемпе хӗрачасем.
Ӑмӑрту икӗ куна пырӗ. Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче спорстменсен роллер-спринта тухмалла. Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кросс-спринтра ӑмӑртӗҫ.
Ӑмӑрту 10 сехетре пуҫланӗ.
