Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан Зинаида Кузьмина 102 ҫул тултарнӑ.
Зинаида Сергеевна Ҫӗрпӳ районӗнчи Туҫа ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ялти ачалӑхӗ танташӗнчен нимпех те уйрӑлса тӑман. Пӗчӗклех ӗҫе хӑнӑхтарнӑ, яшлӑхӗ вӑрҫӑ ҫулӗсемпе пӗр килнӗ.
Шкулта вӗренсе тухсан вӑл Ҫӗрпури училищӗне вӗренме кайса кӗнӗ, ҫӗвӗҫ профессине алла илсен районти ҫӗвӗ фабрикинче ӗҫленӗ. Ку професси пӗр вырӑнта хускалмасӑр ларса ӗҫлеме, тимлеме пулма хӑнахтарать.
1963 ҫулта вара вӑл упӑшкипе Шупашкара куҫса килнӗ. Хулара ҫамрӑк хӗрарӑм ача пахчинчи кӗҫӗн воспитателе вырнаҫнӑ.
Шел те, пурнӑҫӗ ҫӑмӑлах пулман унӑн. Тӑватӑ ачаллӑ хӗрарӑм упӑшкисӗр тӑрса юлнӑ, халӗ унӑн ачисем те вилсе пӗтнӗ ӗнтӗ. Кинемей паян мӑнукӗн ывӑлӗпе Борис Михайловичпа пурӑнать.
