Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен «Хусан – Мускав» пуйӑс ҫӳреме тытӑнӗ. Кун пирки Горькинчи чукун ҫулӗ пӗлтерет.
Вӑл кун урлӑ ҫула тухӗ. Хусантан 23:35 сехетре тапранӗ те Мускаври Ярославль вокзалӗнче тепӗр кунхине 16:00 сехетре чарӑнӑ. Ҫапла ҫул ҫинче 16 сехет те 25 минут иртӗ.
Каялла та Мускавран кун урлӑ килӗ. Пуйӑс унтан 21:05 сехетре тапранать те тепӗр кунхине 14:20 сехетре Хусана ҫитет. Ҫул ҫинче 17 сехет те 15 минут иртӗ.
Ҫула май пуйӑс 8 вырӑнта чарӑнӗ: Симӗс Дол, Канаш, Сергач, Арзамас-2, Чулхула (Стригино), Ковров-1, Владимир.
Плацкартри билет хакӗ – 2 881 тенкӗрен пуҫласа, купери – 3 521 тенкӗрен пуҫласа.
