Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Килес ҫул пирӗн ҫӗршывра ҫынсене ӗҫрен ытларах кӑларса ярӗс, халӑх тупӑшӗ ӳсесси вара чарӑнса ларӗ.
МАХри «PRO Деньги» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, штата кӗскетнӗ чухне ӗҫрен кӑларса ямаллисен списокне айтишниксем, эйчарсем тата бухгалтерсем лекме пултарӗҫ. Кун пирки темле экспертсем пӗлтернӗ иккен.
Раҫҫейри компанисенчен ҫурри ытла персонал валли уйӑракан укҫана чакарма тата штата ҫӗнӗрен пӑхса тухма палӑртать иккен. Ку вӑл тӗрлӗ сӑлтавпа ҫыхӑннӑ. Ҫав шутра тӑкак ӳссе кайни те пур. Кунсӑр пуҫне ӗҫре искусство ӑс-тӑнӗпе усӑ курма тытӑнни те витӗм кӳрет.
Маларах асӑннӑ сӑлкуҫ пӗлтернине ӗненсен, аналитиксем шухӑшланӑ тӑрӑх, килес ҫул инфляцие пула шалу 1 процентран сахалрах ӳсӗ. Кун пекки юлашки хутчен 2022 ҫулта пулнӑ.
