Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Республикӑн агропромышленность комплексӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ 11 процент ӳснӗ. Ҫакӑн пек пӗлтерет Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви. Ведомство Чӑвашстат цифрисене тӗпе хурса ӗнентернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче асӑннӑ отрасльте ӗс укҫи уйӑхсерен вӑтамран 66 пин те 903 тенке ларнӑ. Пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен ку цифра 11 процент пысӑкрах.
Ял хуҫалӑх отраслӗнче тӑрӑшакансем уйӑхсерен вӑтамран 63 пин те 314 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, апат-ҫимӗҫ отраслӗнче вӑй хуракансен ӗҫ укҫийе вара уйӑхсерен вӑтамран 69 пин те 159 тенке ларнӑ.
Чӑваш Енӗн агропромышленность комплексӗнче кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче 19 пин те 157 ҫын ӗҫленӗ, ку вӑл пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 1,9 процент (е 325 ҫын) нумайрах.
