Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Александр Пӑрттан кӗнекисене хаклӗҫ. Харӑсах икӗ кӑларӑма.
Кӗнеке презентацийӗнче ҫыравҫӑн «Савнӑ тусӑм – кӑвак куҫӑм», «Ман пылак ҫырлам» ятлӑ кӑларӑмӗсене сӳтсе явӗҫ. «Ман пылак ҫырлам» ятлӑ кӗнекене автор 1997–2017 ҫулсенче ҫырнӑ пьесӑсем кӗнӗ. Унта пурнӑҫ тӗллевӗ пулса тӑракан таса та ҫутӑ юрату ҫинчен сӑмах пырать.
«Савнӑ тусӑм – кӑвак куҫӑм» тӗрлӗ жанрлӑ хайлавсем: комедисемпе мелодрамӑсем – кӗнӗ.
Автор, артист пулнӑ май та пулӗ, диалогсемпе ремаркӑсене ӑнӑҫлӑ усӑ курма пӗлет, унӑн чӗрӗ сӑнарӗсем сцена ҫинче килӗшӳллӗн курӑнаҫҫӗ. Ҫапларах хакланӑ Наци вулавӑшӗнче ҫыравҫӑн пултарулӑхне.
