Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Фестиваль сӑвӑ ҫыракан тӳре-шарана пухнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 15.12.2013 02:49 | 1613 хут пӑхнӑ
Культура

Вӗсене кӑна мар, ытти ӗҫре тӑрӑшакана та, тивӗҫлӗ канурисене те. Ара, Вӑрнар районӗнче хӑй тӗллӗн вӗреннӗ авторсен «Виҫ Ҫавал ҫаврисем» районти фестивалӗ иртнӗ-ҫке. Ӑна кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ. Фестивале пуҫаракансем ун чухлӗ ҫын хутшӑнасса малтанласа шутламаннине пытармаҫҫӗ.

Конкурса хӑй тӗллӗн вӗреннӗ 24 поэтпа композитор пухӑннӑ. Маларах вӗсенчен чылайӑшӗн хайлавӗ район хаҫатӗнче пичетленнӗ иккен. Культура ҫурчӗсемпе вулавӑшсенче вӗсен пултарулӑх каҫӗсем иртнӗ. Ҫапах та пурне те пухса район шайӗнче унччен йӗркелемен.

Конкурса хутшӑннисен хушшинче Вӑрнар район администрацийӗ тӗслӗх вырӑнне Ярмушкӑри ял тӑрӑхӗн специалистне Лиана Григорьевӑна илсе кӑтартнӑ. Вӑл кӑҫал пуҫласа сӑвӑ ҫырма тытӑннӑ. Упнер ял тӑрӑхӗн специалисчӗ Нина Тикинева вара хӑй сӑввисене юрра хывать иккен. Вӑрнар почтамчӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче чылай ҫул тӑрӑшнӑ Раиса Малышева та сӑвӑсем ҫырать, хитре юрлать теҫҫӗ.

Санарпуҫӗнчи выльӑх тухтӑрӗ Борис Леонтьев та сӑвӑ ҫырать.

Кайри Тукай ялӗнче пурӑнакан, кӑҫал «Вӑранр пики» ята тивӗҫнӗ 20 ҫулти Татьяна Степанова республикӑри «Кӗмӗл сасӑ» фестивальте куракансене килӗшнӗ. Хӑй ҫырнӑ юрра фестивальте вӑл шӑрантарнине жюри лайӑх номрсенчен пӗри тесе йышӑннӑ.

«Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ поэт» номинацире Раиса Малышева пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ, Лиана Григорьева — иккӗмӗш, Василий Семенов — виҫҫӗмӗш. «Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композитор» номинацире вара Олег Семенов мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Александр Кузьмин, виҫҫӗмӗшӗнче — Василий Семенов. Хӑй ҫырнӑ юрра шӑрантаракансенчен малти виҫӗ вырӑна Татьяна Степанова, Альбина Максимова тата Виктор Волков пайланӑ.

Сӑнсем (37)

#Вӑрнар, #Упнер, #Ярмушка, #Вӑрнар районӗ, #фестивальсем, #тӳре-шара, #Кайри Тукай, #Санарпуҫ, #Виҫ Ҫавал ҫаврисем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем