Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Александр Кочетов 95 ҫул тултарӗччӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 10.03.2014 12:16 | 1190 хут пӑхнӑ
Республикӑра Александр Кочетов
Александр Кочетов

Кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи чарӑннӑранпа 69 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр. Ҫӗршывӑмӑра фашистсенчен хӑтарас ӗҫре Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Александр Кочетовӑн тӳпе пӗчӗк мар. Совет Союзӗн Геройӗ, летчик тӑшмансен 34 самолетне ҫапса ӳкернӗ, тӳпене 480 хут вӗҫсе хӑпарнӑ. Пушӑн 8-мӗшӗнче Александр Кочетов 95 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Унӑн кӗҫӗн мӑнукӗ Аделина Сотникова та ҫӗршывӑмӑршӑн сахал мар ҫитӗнӳ тунӑ.

Вӑрҫӑ паттӑрӗ Улатӑрта ҫуралнӑ, унтах вӗреннӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче хулара аэроклуб пулнӑ. 1938 ҫулта Александр Кочетов вӗҫев клубне ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтернӗ. Кун хыҫҫӑнах Энгельсри ҫар-авиаци клубне кайнӑ. 1940 ҫулта вӑл Киеври ҫар округӗнче ҫар службинче тӑнӑ.

Александр Кочетов вӑрҫӑ пуҫлансанах фронта кайнӑ. Ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл хӑйӗн пӗрремӗш ҫитӗнӗвне тунӑ: Гитлер бамбардировщикне персе антарнӑ. Икӗ кунрах каллех тӑшман самолетне аркатнӑ. 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа вӑл Сталинграда хӳтӗленӗ ҫӗре хутшӑннӑ. Унтан — Ҫурҫӗр Кавказ, Кубань ҫинчи ҫапӑҫусем, Крыма тӑшманран хӑтарни. 1943 ҫул тӗлне ентешӗмӗр нимӗҫсен 19 истребительне аркатнӑ. Тепӗр ҫулхине ҫулла Александр Кочетов кӗске отпуск вӑхӑтӗнче Улатӑрта пулнӑ. Ентешӗмӗрӗн паттӑрлӑхне кура Улатӑрти депо станцин ӗҫченӗсем Кочетов валли самолет туянмашкӑн укҫа пухма тытӑннӑ. Хулари леспромхоз ӗҫченӗсем, Елчӗк районӗнчи колхоз председателӗ Абдулла Гаязов та ҫак шухӑша ырланӑ. Ҫур ҫултан чӑваш делегацийӗ Кочетов чаҫне ҫитнӗ, ӑна икӗ самолет парнеленӗ.

Совет Союзӗн Геройӗ ҫуралнӑ ҫуртра халӗ урӑххисем пурӑнаҫҫӗ. Анчах кунта паттӑр ҫуралнине мемориал хӑма аса илтерет. Тӑванӗсем хӑш чухне кунта пухӑнма кӑмӑллаҫҫӗ, Александр Васильевича аса илеҫҫӗ.

Тахҫан Улатӑрта Геройӑн хӗрӗ Адель пурӑннӑ. Улатӑрти микрорайонӑн пӗр урамне Кочетов ячӗпе хисепленӗ. Шкул ачисем ӑна хисеплесе Ветерансен паркне килеҫҫӗ.

Александр Кочетова 1944 ҫулта Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ. Унӑн юлашки ҫитӗнӗвӗ — Кинегсбергра. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче Александр Кочетов Шупашкара пурӑнма куҫнӑ. Халӗ хулари пӗр урам унӑн ячӗпе хисепленет. 2010 ҫултанпа Шупашкарти кадет шкулӗ те унӑн ячӗпе хисепленет. Нумаях пулмасть унта музей уҫӑлнӑ: карап моделӗсем, офицерсен сӑнӳкерчӗкӗсем, наградӑсем. Александр Кочетов ячӗпе уйрӑм стенд пур. Кадетсем Герой пирки пӗлеҫҫӗ, унран тӗслӗх илме тӑрӑшаҫҫӗ.

#Елчӗк районӗ, #вӑрҫӑсем, #Улатӑр, #юбилейсем, #самолётсем

 

Комментари:

Agabazar // 2238.47.4740
2014.03.10 14:33
Agabazar
"Кĕçĕн мăнукĕ" мар ĕнтĕ..... :-)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем