Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Влаҫ органӗсен порталӗнче тӳре-шара ӗҫне хаклама пулать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 23.03.2014 11:09 | 1161 хут пӑхнӑ
Политика

Пушӑн 20-мӗшӗнче ЧР влаҫ органӗсен порталӗнче «вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗлне хакласси» сасӑлав хута кайнӑ. Тепӗр кун валли унта 60 ытла ҫын хутшӑннӑ.

Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Михаил Игнатьев ятарлӑ Хушӑва алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн кӑҫалтан пуҫласа халӑхра хӑйтытӑмлӑх ертӳҫем епле ӗҫленине хакламашкӑн ҫулталӑкра пӗр хут ыйтӑм ирттерме тытӑнӗҫ.

Ыйтӑма влаҫ органӗсен порталӗнчи интерактивлӑ хурмӑсем пулӑшнипе йӗркелӗҫ. Халӑх хаклавне экспертсен ятарлӑ комиссийӗ тишкерӗ. Пӗр-пӗр тытӑм ӗҫӗ сасӑланӑ халӑхӑн 30 процентне тивӗҫтермерӗ тӗк ӑна япӑххисен йышне кӗртӗҫ.

ЧР Информаципе массӑлла коммуникацисен министерстви ЧР влаҫ органӗсен порталӗнче тата муниципалитетсен официаллӑ сайчӗсенче информаципе телекоммуникаци тетелӗсемпе тата информаци технологийӗсемпе усӑ курса ыйтӑмӑн веб-хурмине шухӑшласа кӑларнӑ. Ыйтӑмра арҫын е хӗрарӑм пулнине, ӳсӗме, вӗренӗве, социаллӑ вырӑна палӑртмалла. Сасӑлавҫӑсене ЧР Элтеперӗн ӗҫне, муниципалитетсен администрацийӗсен ертӳҫисене, вырӑнти депутатсен пухӑвне хаклама сӗнеҫҫӗ.

#сайтсем, #тӳре-шара, #сасӑлавсем, #ыйтӑмсем

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.03.23 13:59
Влаç органĕсен порталĕнче тӳре-шара ĕçне мĕнле чĕлхепе хаклама юрать? Ку таранччен вĕсем çав сайта ют чĕлхепе çеç тунă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем