Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Пуканкассисем ял уявне паллӑ тунӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 04.06.2014 10:37 | 1559 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Ӗлӗкрех ял уявӗсене ирттересси йӑлараччӗ. Шел те, юлашки вӑхатра ку чылай ҫӗрте манӑҫа тухса пырать. Вӑрнар районӗнчи Пуканкасси ялӗнче вара ак йӑлана тытсах пыраҫҫӗ.

Пуканкасси ял уявӗ нумаях пулмасть иртнӗ. Халӑх тӗплӗн хатӗрленнӗ. Ун умӗн тавралӑха тирпей-илем кӗртнӗ. Уяв кунӗнче чӑваш тумӗ тӑхӑнса клуб еннелле утнӑ. Унта тӗрлӗ тӗслӗ хӑюсем ҫакнӑ, хӑма ҫапса сцена тунӑ, шӳрпе ҫиме сӗтел хатӗрленӗ. Унтах алӑ ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ.

Икӗ урамра пурӑнакансем юрласа утса ял варринче тӗл пулнӑ, вӑйӑ картине тӑрса «Тутӑр ҫук, тутӑр ҫук» вӑйӑ вылянӑ. Уява ял тӑрӑхӗн депутачӗ Виктор Анисимов уҫнӑ. Унтан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров пурне те уяв ячӗпе саламланӑ.

Уявра Пуканкассинчи «Чашма» фольклор ушкӑнӗ, ветерансен «Утмӑлтурат» ушкӑнӗ, Кушар Юнтапари юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ, Ярмушка ялӗнчи шулта вӗренекенсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.

Алӑ ӗҫӗсен куравӗ пите пуян пулнӑ. Пуканкассинчи Елена Васильева ав турӑшсене вӗтӗ шӑрҫаран ӑсталанӑ, Любовь Анисимова вак укҫасенчен шкатулка тунӑ, Мария Павлова ҫекӗлпе тата йӗппе тутӑрсем, салфеткӑсем ҫыхнӑ, тӗрленӗ. Валентина Маркова вара тӗрлӗ ҫипрен кавир ҫыхнӑ, Любовь Павлова пукан ҫиттисем хатӗрленӗ. Ярмушка ялӗнчи Раиса Перепелкина вӗтӗ шӑрҫапа турӑшсем тӗрленӗ. Алӑ ӗҫӗсен шучӗ те ҫук — кашниех хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ.

Спорт ӑмӑртӑвӗсем хӗрӳ иртнӗ. Чи маттуррисене «Эльмен» пӗрлешӳ членӗн Хисеп хутне панӑ.

Пӗр сӑмахпа, Пуканкасси халӑхӗ пӗрле пухӑнса савӑннӑ, ӗлӗкхи йӑлана упраса хӑварассишӗн тӑрӑшнӑ.

Сӑнсем (86)

#ял уявӗсем, #Пуканкасси, #Вӑрнар районӗ, #уявсем, #КУшар Юнтапа, #Ярмушка

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем