Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Вице-премьер диссертацийӗнче плагиат асӑрханӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 28.09.2014 10:01 | 1449 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем Светлана Енилина премьер-министр
Светлана Енилина премьер-министр

«Диссернет» пӗрлешӳ Чӑваш Енӗн вице-премьерӗн, финанс министрӗн Светлана Енилинан кандидат диссертацийӗнче плагиат сӗмне асӑрханӑ имӗш. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат маларах асӑннӑ пӗрлешӳ авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче хӑйӗн сайтӗнче пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать.

2008 ҫулта Енилина экономика енӗпе диссертаци хӳтӗленӗ. Унӑн ӑслӑлӑх ертӳҫи Лев Куракаов паллӑ экономист тата политик пулнӑ. Ун чухне вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗнче ӗҫленӗ. Енилина ҫав аслӑ шкулта ӑслӑлӑх ӗҫне ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ.

«Диссернет» тишкернӗ тӑрӑх, Енилина ӗҫӗнче ытти авторсен ӗҫӗсенчен илнӗ самантсем пур имӗш. Светлана Лобова ятлӑ ҫын Алтай енӗн экономикине халалласа диссертаци хӑй вӑхӑтӗнче ҫырнӑ иккен. Енилина унӑн ӗҫне уйрӑмах кӑмӑлланӑ пулать. Пӗр тӗлте 18 страницӑран 17-шӗнче вӑл «Алтай крайӗ» сӑмаха «Чӑваш Республики» тенипе ылмаштарса кӑна пынӑ-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах ыттине ҫаплипех хӑварнӑ пулать.

«Диссернет» пирки каласан, ку интернет-пӗрлешӗве пӗлтӗр йӗркеленӗ. Ӑна пуҫаракансем ӑслӑлӑх ӗҫӗсем ҫын ӗҫне вӑрланипе вӑрламаннине, ҫав вӑхӑтра паллӑ общество деятелӗсенне те, тӗрӗслеҫҫӗ. Асӑннӑ пӗрлешӳ Раҫҫейӗн культура министрӗ Владимир Мединский, Мускав мэрӗ Сергей Собянин тата ыттисем ҫын ӗҫӗсене вӑрланине тупса палӑртнӑ.

#ЧППУ, #Алтай енӗ, #тӳре-шара, #ӑслӑлӑх, #ултав

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1940.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем