Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.0 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: астероидсем

Иртнӗ вырсарникун, авӑнӑн 29-мӗшӗнче, Ҫӗр чӑмӑрӗпе юнашар Челепи метеоричӗ пысӑкӑш астероид вӗҫсе иртнӗ иккен. Ҫуммӑнах теме пулать — хушши 11 пин ҫухрӑм кӑна пулнӑ.

Мускаври патшалӑх университечӗн астрофизикӑпа ҫӑлтӑр астрономийӗн кафедрин профессорӗ Владимир Липунов каласа панӑ тӑрӑх уҫлӑхри ӗскере Уйӑх орбитин хыҫӗнче асӑрханӑ имӗш. 17 метр пысӑкӑш, 10 пин тонна йывӑрӑш астероида «Мастер» системӑпа курма пултарнӑ.

 

Лагранж пӑнчисен ҫывӑхӗнчи юрӑхлӑ орбитӑсем
Лагранж пӑнчисен ҫывӑхӗнчи юрӑхлӑ орбитӑсем

Астероидсем ҫинче тимӗр-тӑмӑр, тата ытти паха пурлӑх нумаййи пирки эсир илтнех пулӗ. Вӗсемпе усӑ курассишӗн талпӑнни ҫинчен те сӑмах-юмах сирӗн хӑлхана ҫитнех ӗнтӗ. Шотландири астрономсем нумай пулмасть 12 астероида палӑртнӑ — вӗсен вӗҫев ҫулӗ иккен чи меллисем.

Мӗнле усӑ курасшӑн-ха вӗсемпе? Чи малтан тӗнче уҫлӑхӗнчи ӗскере ярса илмелле, кайран Ҫӗр чӑмӑрӗ енне илсе ҫитермелле. Шӑп ҫак 12 астероидӑн ҫулне ӗнтӗ, ӑсчахсен тӗпчевне ӗненсен, пӑрма ҫӑмӑл — вӗсен хӑвӑртлӑхне ҫекунтра 500 метр таран чарма пулать имӗш.

Астероида Ҫӗр чӑмӑрӗ патне илсе ҫитернӗ хыҫҫӑн ӑна орбитӑра хӑварасшӑн иккен. Анчах ку ӗҫ хӑвӑрт пулаканнисенчен мар — сӑмахран, 2006 RH120 (диаметрӗ 2–7 м.) ятлине ҫитерме 5 ҫул таран кирлӗ. Тепӗр чӑрмав та пур — ҫав астероид мӗнле минералсемпе пуяннине ӑсчахсем пӗлмеҫҫӗ.

Ҫапах та вӑхӑт пӗр вырӑнта тӑмасть, астероидсенчи пурлӑхпа усӑ курас текен компанисем йышлансах пыраҫҫӗ. Енчен те малтан ҫак ӗҫпе Planetary Resources компани ҫеҫ кӑсӑкланатчӗ (унта малтан NASA-ра вӑй хунӑ ӑстасем ӗҫлеҫҫӗ) пулсан, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче вӗсен речӗ нумайланчӗ — Deep Space Industries компани те астероидри пурлӑхпа усӑ курасшӑн.

Малалла...

 

Чӗлепи ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Чӑпаркӳлӗ ячӗ кӑҫал унта метеорит персе аннӑ хыҫҫӑн тӗнчипех сарӑлчӗ. Ак тепӗр хыпар те ҫитрӗ — ун ячӗпе астероида, е урӑхла каласан, пӗчӗк планетӑна ят панӑ иккен.

Унччен 1994 СМ 13 №37645 ятпа ҫӳренӗ тӗнче уҫлӑхӗнчи ӗскере 1994 ҫулта Бельги ӑсчахӗ Эрик Эльст шыраса тупнӑ иккен.

Марспа Юпитер хушшинче вырнаҫнӑ астероида ҫак ята парас шухӑш бельги ӑсчахӗн Чӑпракӳлӗ хулари конференцине кайса килнӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ имӗш. Вӑл ӑслӑлӑх канашлӑвӗнче шӑп та лӑп персе аннӑ метеорита сӳтсе янӑ та иккен.

Чӑпаркӳлӗ астероид пысӑках мар, диаметрӗ те унӑн 4 ҫухрӑм ҫеҫ. Ҫав таврашра унашкал космос ӗскерӗсене хальхи вӑхӑтра пурӗ 11 пине яхан тупнӑ. Ят парас умӗн вара астероидӑн орбитине палӑртмалла иккен, унсӑрӑн ку хисепе вӗсем тивӗҫеймеҫҫӗ.

 

Orphus

Баннерсем

2 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.02.2018 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

Ку хӗллехи кунсенче ӗҫре сирӗн хӗрӳ тавлашусем пулӗҫ. Анчах сирӗн айӑп унта пулмӗ. Пӗр-пӗрне ӑнланманни те питӗ хӑвӑрт иртӗ. Ҫӑвах та хӑвӑр планӑрсем пирки шанчӑклӑ ҫынсене кӑна пӗлтерӗр — ӗҫтешӗрсем хушшинче сирӗн ӗҫе хӑйне илме ӗмӗтленекенсем пур.

Нарӑс, 17

1903
115
Васянка Никифор Тарасович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1922
96
Владимиров Евстафий Владимирович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи, тӑлмач, философи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш Республикин тӗп хули:
Шупашкар
Канаш
Улатӑр
Ҫӗмӗрле
Ҫӗрпӳ
Чӗмпӗр
Хусан
Эпир Facebook-ра 1230+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org