Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: IT

Раҫҫейре

Паян пирӗн ҫӗршыври экономикӑна ИТ-специалистсем питех те кирлӗ. Ҫавна шута илсе патшалӑх вӗсене ҫӑмӑллӑхлӑ ипотекӑпа пулӑшма йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. ИТ-специалистсене паракан ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека вӑхӑтне 2023 ҫулччен тӑснӑ. Ӑна ҫӗнӗ условипе ҫитес ҫулхи ҫуола уйӑхӗнчен пама тытӑнӗҫ.

Ҫӑмӑллӑхлӑ ипотекӑн чи пысӑк ставки ҫулталӑкра 6 процент таран пулӗ. Кредитӑн чи пысӑк виҫи – 9 миллион тенкӗ таран. Регионсенчи тата банксенчи программӑсемпе килӗшӳллӗн ҫав ставкӑна татах пӗчӗклетме пултарӗҫ.

Программа 18 ҫултан пуҫласа 50 ҫулчченхисене пырса тивӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-146212915_3867
 

Культура
 Газета.Ru сӑнӳкерчӗкӗ
 Газета.Ru сӑнӳкерчӗкӗ

IT-специалистсене ӳлӗмрен цифра йӗрӗпе шырама тытӑнӗҫ. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем ҫав майпа 2026 ҫултан шырама тытӑнӗҫ.

Цифра йӗрӗ шутне вӗенӳ ӗҫӗсем, ӑслӑлӑх публикацийӗсем, даннӑйсен базисем кӗреҫҫӗ. Цифра йӗрӗ вакансие пулас ӗҫченӗн профилӗпе танлаштарма май парӗ.

Ҫӗнӗ сервис ҫӗршыври университетсемшӗн, IT-сферишӗн, строительствӑшӑн, юриспруденципе медицинӑшӑн тата HR-компанисемшӗн усӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ. Ҫӗнӗлӗх опытсӑр специалистсене ӗҫе ҫӑмӑллӑн вырнаҫма май парасса шанаҫҫӗ.

Сӑмах май каласан, 2023 ҫулта Раҫҫейри IT-специалистсенчен ҫурри, тӗрӗсрех каласан, 49 проценчӗ, пӗтӗм тӗнчери компанисене вырнаҫма ӑнтӑлнӑ.

 

Республикӑра
 Яндекс.Дзенри "Авангард IT-индустрии" сӑнӳкерчӗкӗпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж
Яндекс.Дзенри "Авангард IT-индустрии" сӑнӳкерчӗкӗпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче чӑвашла пӗлекен программист кирлӗ.

Институтӑн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, чӑваш чӗлхине (калаҫма тата ҫырма) тата программӑлас ӗҫе пӗлекен специалист кирлӗ. Ӗҫе официаллӑ майпа илӗҫ. Резюмене human2000@yandex.ru электрон почтӑпа ярса пама ыйтнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/5219.html
 

Вӗренӳ
digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри ҫамрӑксем, ҫав шутра чӑвашсем те, IT-специалиста вӗренсе тухсан Мускавра ӗҫлеме ӗмӗтленеҫҫӗ. Пурте мар-ха. Кашни тӑваттӑмӗш.

Ыйтӑма шкул ачисем хушшинче ирттернӗ. Яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ пысӑк тупӑш пирки ӗмӗтленет. Ҫулталӑк каяллахипе танлаштарсан ӳсекен ӑрӑвӑн ҫав енӗпе ыйтӑмӗ 1,5 хут ӳснӗ.

Ачасен шухӑшӗпе «Кейсистемс» компани ҫу уйӑхӗнче кӑсӑкланнӑ. Ыйтӑма вӑл Чӑваш Енри 48 шкулти (ҫав шутра Кӳкеҫри, Муркаш районӗсенчи вӗренӳ учрежденийӗсенче) 8-11 классенче вӗренекенсем хушшинче ирттернӗ. Унта 4 пин те 795 шкул ачи хутшӑннӑ.

 

Республикӑра
cap.ru порталти сӑнӳкерчӗк
cap.ru порталти сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти 5-мӗш гимназире ҫуллахи ИТ-лагерь уҫӑлнӑ. Вӗсемпе ӗнер республикӑн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина тӗл пулнӑ. Унпа калаҫӑва ирхи апат евӗр йӗркеленӗ.

13-17 ҫулсенчи ҫамрӑксем икӗ эрне хушшинче опытлӑ педагогсем пулӑшнипе программӑлама вӗренӗҫ. Вӗсем Python программа чӗлхине ӑша хывӗҫ.

Пултаруллӑ ҫамрӑк яш-кӗрӗмпе тата хӗр-упраҫпа паллашма «Лидер софт – внедренческий центр» обществӑн директорӗ, «Чӑваш Енӗн IT-кластерӗ» ассоциацин ӗҫ тӑвакан директорӗ Марина Мандракова, ҫавӑн пекех «ISERV» тата «Экспа софтвар» компанисенче ӗҫлекенсем хутшӑннӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри шкулсене хамӑр ҫӗршыври офис программи ҫине куҫӗҫ.

«МойОфис Образование» преподавательсемпе шкул ачисемшӗн питӗ меллӗ, вӑл текстсем наборласа редакцилеме, электрон таблицӑсемпе презентацисем хатӗрлеме меллӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗнӗ продукт йышӗнче — XO_Fonts шрифтсен пуххи. Вӑл — ют ҫӗршыв шрифчӗсен метрика аналогӗ.

«МойОфис Образование» документсен кивӗ тата хальхи вӑхӑтри формачӗсене те ӑнланать, анлӑ сарӑлнӑ мӗнпур операци тытӑмӗпе ӗҫлет.

Вӗрентекенсем валли ҫӗнӗ офис программине ӑша хывма вебинарсем ирттерӗҫ.

 

Вӗренӳ
cheb.ru cӑнӳкерчӗкӗ
cheb.ru cӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта Мускаври цифра технологийӗсен «Академия ТОР» пӗтӗм тӗнчери колледжӗн филиалӗ уҫӑлнӑ. Вӑл пысӑк квалификациллӗ IT-специалистсене уйрӑмах кирлӗ тата малашлӑхлӑ енсемпе вӗрентсе кӑларӗ.

Колледжра ҫак направленисемпе вӗренме пулать: программа хатӗрлесси; компьютер графики тата дизайнӗ.

Программӑра кирлӗ мар ытлашши программӑсем ҫук тесе ӗнентереҫҫӗ. Ҫамрӑксем хӑйсене ӗҫре кирлӗ пулакан предметсене ҫеҫ ӑша хывӗҫ. Курссене хатӗрлекенсем ӗҫ рынокне кура актуаллӑ пӗлӳ пама шантараҫҫӗ.

Преподавательсем — IT-индустрири профессионалсем. Вӗсем практика задачисене хӑнӑхтарӗҫ.

Колледж Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 52-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш корпусӗнче (348-мӗш офис) вырнаҫнӑ. Телефон: 8 (8352) 566–077.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ru/news/?shownews=271548
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире сывлӑха тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Эндокрин тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Психосоматика симптомӗсем те палӑрӗҫ: стреса е ытлашши ӗҫленине пула мышцӑсем пӗрӗнме пултараҫҫӗ.

Нарӑс, 11

1880
146
Егоров Василий Георгиевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1907
119
Чемей пӑлхавӗ пуҫланнӑ.
1908
118
Чурпай Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи, кулӑш ӑсти ҫуралнӑ.
1939
87
Николаев Василий Васильевич, техника ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ газ промышленоҫӗн ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1939
87
Николаев Василий Васильевич, техника ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ газ промышленоҫӗн ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ