Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Алмачнӑ

Вӗренӳ Тутар Сӑкӑтри вӑтам шкул
Тутар Сӑкӑтри вӑтам шкул

Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑтри вӑтам шкул авӑнӑн 7-мӗшӗнче ҫивиттисӗр юлни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, вӗренӳ учрежденине вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл шар кӑтартнӑ. Яваплисем шкул ҫивиттине икӗ эрнере юсаса пӗтерме шантарни, строительсем ӗҫе кӳлӗнни пирки пӗлтернӗччӗ эпир пӗлтернӗччӗ. Шкула йӗркене кӗртиччен ачасене Сӑкӑтри тата Алманчӑри шкулсенче вӗрентеҫҫӗ. Тутар Сӑкӑтри шкулта 167 ача тата шкул ҫулне ҫитмен 47 шӑпӑрлан пӗлӳ пухать.

Авӑнӑн 11-мӗшӗнче асӑннӑ шкула республикӑн резерв фондӗнчен 1 миллион та 500 пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Вӑл – шкулӑн ҫивиттине юсама каякан тупра.

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ шкула юсанӑ ҫӗрте халӗ икӗ бригада тӑрӑшни пирки хыпарлать.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 23

1931
95
Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть