Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Европӗрлӗх

Тӗнчере
Зоран Заев — Македонин премьер-министрӗ
Зоран Заев — Македонин премьер-министрӗ

Ҫывӑх вӑхӑтра Македонире референдум иртмелле. Унта халӑх хӑйӗн патшалӑх валли ҫӗнӗ ят суйламалла пулӗ.

Патшалӑх ячӗпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах Греципе тавлашма тивнипе ҫыхӑннӑ. Македони ячӗпе кӑна юлсан юнашар вырнаҫнӑ Грецири пӗр ятлӑ тӑрӑхпа пӑтраштарасси патне илсе ҫитерме пултарать. Шӑп ҫакӑ Грецине хӑратать те. Ҫавна май вӑл Македонине Европӗрлӗхе те, НАТО-на та кӗме ирӗк парасшӑн мар. Ку пӑтӑрмахран хӑтӑлас тесе Македонире ҫӗнӗ ят йышӑнма шут тытнӑ.

Ҫӗнӗ ят мӗнле пулассине вырӑнтисем хальлӗхе пӗлтермеҫҫӗ. «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) шыраса тупнӑ тӑрӑх пурӗ пилӗк вариант пур иккен: Ҫӗнӗ Македони Республики, Ҫурҫӗр Македони Республики, Тури Македони Республики, Македонин Вардар Республики (Вардар — вӑл тӑрӑхра юхакан юханшыв), Македони Республики (Скопье).

Референдум кунӗ хӑҫан пуласси хальлӗхе паллӑ мар.

 

«РБК дейли» хаҫат хыпарӗсем Турцире ислам тӗнне ҫӗнетеҫҫӗ.

Анкара университечӗ ҫӗршывӑн премьер-министӑрӗ Реджеп Тайип Эрдоган пулӑшса пынипе исламӑн хӑшпӗр вырӑнӗсене пур енлӗ реформа тӑвассипе ӗҫлет. Тӗнӗн чылай шухӑшӗсене паянкунхи лару-тӑрӑва тата улшӑннӑ этеплӗхе шута илсе ҫӑмаллатма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем хадиссене (Мӑхамет пӳлӗх пурнӑҫ пирки каланисене, вӗрентнисене) ҫӗнӗрен ҫырса хурасшӑн, тӗн йӗркин хытӑ ҫирӗплӗхӗсене ҫӗмҫетес, ҫыннӑн правипе ирӗклӗхне уҫса парас тӗллеве пурнӑҫа кӗртесшӗн.

Ҫак ӗҫсене Турцин паллӑ тӗн ӗҫченӗсем Тӗн ӗҫӗсен Аслӑ канашӗ (Диянет) ертсе пынипе тимлеҫҫӗ, ҫавна пурнӑҫласа ҫитес пилӗк ҫул хушшинче исламӑн хальхи ыйтӑвӗсене татса памалли пилӗк томлӑ пуххине пичетлеме палӑртнӑ.

Ҫаплах, тӗслӗхрен, ҫӗршывра пыракан модернизаци 450 хӗрарӑма мӑсӑльман прави енӗпе ятарлӑ ӗҫтӗше хатӗрлеме хушу йышӑннӑ. Мӑсӑльман тӗнчишӗн ҫак вара халиччен пулман япала шутланать.

Мӑхамет тӗнӗн ҫакнашкал турккӑ версийӗ Европа хаклӑхӗсем еннелле туртӑннӑ ислам пулать темелле, вӑл Турцие анӑҫ тӗнчипе тӑтӑш ҫыхӑнуллӑ пурнӑҫ тытма мел уҫать. Пурӗ те пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, Анкара пӗтӗм вӑйӗпе Европӗрлӗхе кӗресшӗн тӑрмашать.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире сывлӑха тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Эндокрин тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Психосоматика симптомӗсем те палӑрӗҫ: стреса е ытлашши ӗҫленине пула мышцӑсем пӗрӗнме пултараҫҫӗ.

Нарӑс, 10

1892
134
Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ вилнӗ.
1914
112
Эсхель Аркадий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, критикӗ ҫуралнӑ.
1929
97
Кенеш Мучи, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1942
84
Фёдоров Георгий Иосифович, чӑваш литературин тӗпчевҫи, хаклавҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1943
83
Романова Зоя Васильевна, тӑлмач ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи