Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Елаур

Персона Алексей Ургалкин роле калӑпланӑ самант
Алексей Ургалкин роле калӑпланӑ самант

Пушӑн 17-мӗшӗнче, 1910 ҫулта, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Елаур ялӗнче Алексей Ургалкин ҫут тӗнчене килнӗ. Вӑл — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, РСФСР халӑх артисчӗ, СССР халӑх артисчӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа 105 ҫул хыҫа юлнӑ. Анчах унӑн пултарулӑхӗ халӗ те халӑх асӗнче.

Алексей Ургалкин артист пулма ӗмӗтленнӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вӑл 1936 ҫултанпа ӗҫленӗ. Унта вӑл мӗн виличченех тӑрӑшнӑ. 45 ҫулта вӑл 200 ытла роле калӑпланӑ. Халӑх пурнӑҫне, ҫын психологине пӗлни сӑнара туллин уҫса пама май панӑ. Хухрай («Как закалялась сталь»), Сетнер («Нарспи»), Степан («Ялта»), Сентиер («Айдар») тата вӑл калӑпланӑ ытти рольсем халӑх асӗнче яланлӑхах ҫырӑнса юлнӑ.

Алексей Ургалкин ӗҫне чунпа парӑннӑ. 1946 ҫулта «1941–1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ. Алексей Ургалкина ӗҫне кура тӗрлӗ ҫулсенче ытти наградӑна та панӑ.

Сӑнсем (19)

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне карьерӑра ӳсмелли майсем туса парӗ, анчах ниме пӑхмасӑр йӑлт пӗлме тӑрашни, хӑвӑрӑн позицие ҫине тӑрса ӗнентерни ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарӗ. Тӑрук вӑй пӗтни тупӑша тума чӑрмантарӗ.

Чӳк, 19

1942
84
Бараев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1951
75
Ромашкин Валериан Фёдорович, «Канаш» (Чӗмпӗр) хаҫатӑн пӗрремӗш редакторӗ ҫуралнӑ.
1988
38
Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ вилнӗ.
1993
33
Упамса вӑрман хуҫалӑхне йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ