Елчӗк районӗнче ЧР Элтеперӗн «Чӑваш Республикинче нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси ҫинчен» хушӑвне пурнӑҫлас енӗпе чылай мероприяти ирттереҫҫӗ. Акӑ Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче районта нумай ачаллӑ пӗр ҫемьене тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ.
Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Елчӗкри Красновсен ҫемйине 798 тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗн сертификатне тыттарнӑ.
Паянхи кун тӗлне тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ илмелли списока 122 ҫемьене кӗртнӗ. Ҫӗр лаптӑкӗ илес кӑмӑллисенчен чылайӑшӗ Елчӗк тӑрӑхӗнче пурӑнать. Унта — 40 ҫемье. Аслӑ Пӑла Тимеш тӑрӑхӗнче — 27 ҫемье.
Районта 85 лаптӑка ҫемьесене пама хатӗрленӗ. Хальлӗхе 74 ҫемье ҫӗр лаптӑкӗллӗ пулнӑ.
Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Елчӗк районӗ те Акатуйра савӑннӑ. Ӑна вӗсем Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 70 ҫул ҫитнине, Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 95 ҫул ҫитнине тата Раҫҫей кунне халалланӑ. Уяв Елчӗкри «Ырсамай» паркӗнче кӗрленӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Акатуйра районти кашни ял тӑрӑхӗ хӑйӗн кӗтесне йӗркеленӗ, илемлетсе капӑрлатнӑ. Кашни кӗтес хӑнасене ҫӑкӑр тӑварпа кӗтсе илнӗ, шӑрттанпа хуплу тутанса пӑхма сӗннӗ. Унсӑр пуҫне кашни ял тӑрӑхӗ хӑйсен уйрӑмлӑхне, мӗнпе чапа тухнине палӑртма тӑрӑшнӑ.
Акатуйра тӗрлӗ мероприятисем пулнӑ: «Вула, Елчӗк ен!», «Кӗнеке урлӑ халӑхсен килӗшӗвӗ патне» курав, «Елчӗксем литература тӗпелӗнче» литература хӑна кӗтесӗ, «Елчӗк районӗн литература картти» тата ыттисем.
Уяв, паллах, тивӗҫлисене чысланисӗр, тӗрлӗ тӳре-шара тухса сӑмах каланисӗр, чаплӑ концертсӑр иртмен. Елчӗк районӗн официаллӑ сайчӗ Акатуй вӗтти-ваттине те кӑмӑла кайни пирки пӗлтерет.
Сӑнсем: 1 пай (57), 2 пай (28), 3 пай (74), 4 пай (53), 5 пай (83), 6 пай (31)
Ҫак кунсенче Елчӗкре саванӑҫлӑ лару-тӑрура палӑк уҫнӑ. Ӑна пушарнӑйсене халалланӑ.
Пушарнӑйсен палӑкӗ XIX-XX ӗмӗрсенчи лава аса илтерет. Урапа ҫинче ала насосӗ тата саппас шыв тултармалли пичке пур.
РФ МЧСӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «пушар композицийӗ» 44-мӗш пушар чаҫӗпе юнашар вырнаҫнӑ.
РФ МЧСӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов палӑк вырӑнӗ пушар хуралӗн ветеранӗсене, ҫамрӑк ӑрӑва килӗшессе шанать. Пресс-релизра палӑртнӑ тӑрӑх вара «Ку палӑк паттӑрлӑха мухтать, ҫынсен пурнӑҫӗсене ҫӑлакансен хӑюлӑхне палӑртать».
Нумаях пулматсь Елчӗкри Спорт ҫуртӗнче шкул ачисем хушшинче йывӑр атлетсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва йывӑр атлетика енӗпе республика чемпионӗ пулнӑ Александр Кедрова халалланӑ. Район чысне вӑл 1990–1996-мӗш ҫулсенче ӑнӑҫлӑ хỹтӗленӗ, ҫавӑн чухне республика чемпионӗн ятне ҫӗнсе илнӗ. Спорт мастерӗн кандидачӗ. 1996 ҫулта автоаварие пула унӑн кунҫулӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Юлташӗсем Александр Кедрова асӑнса ҫулсерен ака уйӑхӗнче шкул ачисем хушшинче ӑмӑрту ирттереҫҫӗ. Хальхинче турнир ирттерме Альметьевск хулинче тухтӑр пулса тӑрӑшакан С. Карамаликов (вӑл А. Кедровпа пӗр класра вӗреннӗ) укҫа-тенкӗпе пулӑшнӑ.
Командӑсем хушшинче Ҫӗнӗ Пӑвари спортсменсем пуринчен нумай очко пуҫтарса пӗрремӗш приза ҫӗнсе илнӗ. Кивӗ Эйпеҫсем иккӗмӗш, Елчӗкри вӑтам шкул ачисем виҫҫӗмӗш вырӑнсенче.
Елчӗкри пӗр лавккара контрафактлӑ эрехпе суту-илӳ тунӑ. Ку тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Лавккана полици ӗҫченӗсем, район прокурорӗсем ҫитнӗ. 400 ытла кӗленчене лицензисӗр, продукци пахалӑхне ҫирӗплтекен документсемсӗр сутнӑ. Акциз маркисем йӗркеллӗ пулман.
Тӗлӗнмелле те, контрафактлӑ эрехпе сутӑ тӑвакан лавкка полици участокӗпе, автовокзалпа юнашар вырнаҫнӑ. Анчах ку усламҫа нихӑш енчен те пӑшӑрхантарман. Ахӑртнех, вӑл эрех хӑвӑрт сутӑнса пӗтессе, ҫакна никам та асӑрхамасса шаннӑ.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн эрехӗн партине экспертиза тумашкӑн ӑсатнӑ. Вӑл ГОСТпа килӗшсе тӑрать-и? Ҫын сывлӑхӗшӗн хӑрушӑ мар-и? Экспертиза палӑртӗ.
Елчӗк районӗн прокуратури усламҫӑ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки Елчӗк районӗн прокурорӗ Василий Николаев хыпарланӑ.
Елчӗксем те ыттисемпе танах Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа мероприятисем ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Елчӗкри историпе таврапӗлӳ музейӗ акци йӗркелет. «Музее — парне» ятлӑскере пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Культура тытӑмӗнчи ӗҫченсем Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май халӑха тӗрлӗ мероприятие явӑҫтарасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ ҫав.
Акци пушӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен иртӗ. Ҫак тапхӑрта музей ҫынсенчен район историйӗпе культурине ҫутатакан иллюстрацисем, япаласем хаваспах йышӑнать. Ҫав экспонатсем музей фондӗнче тивӗҫлӗ вырӑн тупӗҫ.
Музейшӑн ҫемье реликвийӗ, кивӗ сӑнӳкерчӗксем, документсем ҫеҫ мар, халӑх костюмӗсем, йӑлара усӑ курмалли хатӗрсем, алӗҫӗсем те хаклӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӳпе, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ япаласене вара хӗпӗртесех йышӑнӗҫ. Тӗслӗхрен, салтак тумӗ, чашӑк-тирӗк, фронтран килнӗ ҫырусем, сӑнӳкерчӗксем…
Акцие чи пӗрремӗш Галина Витальевна Чернова хутшӑннӑ. Вӑл музее килте усӑ курмалли 30 ытла япала парнеленӗ.
Шупашкарта чукун ҫул айӗнчен кивӗ вокзалтан ҫӗнӗ вокзала каҫнӑ чух таксистсем сӑвӑс пекех ҫыпӑҫнине пурте пӗлетпӗр. Чукун ҫул айӗпе каҫмалли ҫул патне мар, унта вырнаҫнӑ лавкка патӗнчен иртен-каяна та вӗсем Канаша, Шӑмӑршӑна, Патӑрьеле, Елчӗке тата ытти ҫӗре илсе кайма хатӗррине пӗлтереҫҫӗ. Такси пулӑшӑвӗ кӳме те ирӗк пуррипех тӑраҫҫӗ-ши вӗсем — калама хӗн. Хӑш чух ҫав водительсем: «Ӑҫта сӗкӗнетӗн?» — тесе пӗр-пӗринпе урлӑ-пирлӗ сӑмахсемпе перкелешнине те илтме тӳр килет.
Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енӗн Транспорт тата суту-илӳ министерстви ҫул-йӗр инспекцийӗн, Ространснадзорӑн ӗҫченӗсемпе тата ытти яваплӑ службӑпа тӗрӗслев ӗҫӗ ирттерни пирки хыпарлать. Вӗсем пассажирсене турттаракансен ӗҫне хакланӑ иккен. Тӗрӗслевре хайхисем 36 автомашинӑпа, ҫав шутра 22 автобуспа 14 таксине, тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑсакансем пирки административлӑ 4 материал шӑраҫаланӑ иккен. Сӑмах май каласан, маларах эп каланӑ Канашпа Патӑрьеле йыхравлакансем те ҫакланнӑ-ши?..
Паян Елчӗкри тӗп вулавӑшра Афганистан тата Ҫурҫӗр Кавказ ҫӗрӗсенче ҫапӑҫса паттӑрлӑх кӑтартнӑ ентешсем ҫинчен Николай Малышкин ҫырнӑ «Чыслӑх салтакӗсем» кӗнекен тишкерӗвӗ иртнӗ.
Тӗлпулӑва Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Миллин, Афган вӑрҫин инваличӗсен районти пӗрлӗхӗн ертӳҫи, «Раҫҫей ветеранӗсен союзӗн» Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи П.И. Анисимов, Афганистан вӑрҫин ветеранӗсемпе инваличӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫин ҫумӗ В.П. Назаров, «Афганистан ветеранӗсен Раҫҫейри союзӗ» организацин республикӑри уйрӑмӗн членӗ В.А. Павлов, республикӑри «Доблесть» обществӑлла организаци ертӳҫи В.Н. Яковлев, «Раҫҫейри ветерансен союзӗ» организацин республикӑри уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ В.А. Тры тата ытти чӗннӗ хӑна пуҫтарӑннӑ.
Арҫынсен ушкӑнӗ юрланӑ патриотла юрӑсене, Н.А. Левая вуланӑ сӑвва пуҫтарӑннӑ халӑх тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ пирки пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем.
Тӗл пулӑва Афганистан ҫӗрӗнче пуҫ хунӑ ҫамрӑксене тата мирлӗ пурнӑҫра тӗрлӗ сӑлтава пула пиртен уйрӑлнисене асӑнса шӑплӑх минучӗпе уҫнӑ.
Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне хирӗҫле пуҫиле тата тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫулла ун тӗлӗшпе суд ларӑвӗ пулса иртнӗччӗ. Ун чух ӑна ҫынсене ишӗлекен ҫуртран куҫарнӑ чух хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн айӑпланӑччӗ. Лару-тӑрӑвӗ ҫапларах пулса тухнӑччӗ ун чух. Ҫынсене ишӗлекен ҫуртран куҫарнӑ чух, 2008 ҫулта, вӗсене пуҫлӑх хваттер хакне хӑйсене тӳлеттермелле тунӑ. Тӗрӗссипе, уншӑн ял тӑрӑхӗн тӑкакланмалла пулнӑ. ҫапла «правурланнӑшӑн» суд 100 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Муниципалитет харпӑрӑлӑхӗнчи кивӗ хваттерсене юсанӑшӑн ҫынсене хӑйсене тӳлеттерес йӑла Елчӗк ялӗнче унчченех пуҫланнӑ-мӗн. Юсама укҫа кӑларса хумасан хваттерсене приватизацилеме ирӗк памассипе хӑратнӑ имӗш. Унчченхи пуҫлӑх тӗлӗшпе ӗҫ пӗлтӗр суда ҫитнӗччӗ, анчах пуҫлӑх пулнӑ ҫын вилнӗ май пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ.
Ял тӑрӑхне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑнсан та унчченхи йӑлана пӑрахӑҫламан. Халӗ ҫавна май паянхи пуҫлӑх тӗлӗшпе суда ӗҫ ҫитернӗ. Хальхи пуҫлӑхӑн айӑпне ҫирӗплетсен ӑна 7 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма саккун ирӗк парать-мӗн.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиркӳллӗ Ямаш ял тӑрӑхӗнче чӑваш фольклорӗн «Туслӑх кӑшӑлӗ» республикӑри фестивалӗ иртнӗ. Ӑна кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркеленӗ.
Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине упраса хӑварас, культурӑна пуянлатма, районсен туслӑ ҫыхӑнӑвне йӗркелеме пулӑшас тӗллев лартнӑ мероприяти театрализациленӗ май утса иртнинчен пуҫланнӑ. Вӗсене ял халӑхӗ тӑвӑллӑн ял ҫупса йышӑннӑ.
Фестивале республикӑн 8 районӗнчи тата Мари Элти 11 ушкӑн пынӑ. Юрӑ-ташша юратакансене вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Тимофеев, районти ытти тӳре-шара саламланӑ. Ытти районтан пынисем те сцена ҫине тухнӑ. Уява Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Зинаида Козлова хутшӑннӑ.
Уяв вырӑнти «Ямаш» фольклор ушкӑнӗн концертӗнчен пуҫланнӑ. Унтан Мари Элтан ҫитнӗ «Чӑваш утар», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ял тӑрӑхӗнчи «Илем», Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнчи «Кунер», Хуракассинчи «Шӳлкеме», Муркаш районӗнчи Чиркӳллӗ Тутараньти «Сурпан», Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗнчи «Шурӑмпуҫ», Вӑрнар районӗнчи «Шурӑмпуҫ», Комсомольски районӗнчи Тукайри «Шурӑмпуҫ», Куславкка районӗнчи Елчӗкри «Эткер» фольклор ушкӑнӗсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкассинчи «Тӑваньен» вокал ушкӑнӗ сцена ҫине тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.