Елчӗ районӗнчи Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхискер ӗҫ вырӑнпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх пулнӑ вӑхӑтра, 2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче, хайхи этем хӑйӗн паллаканнине ялта ҫурт тума е туянма хыснаран укҫа парасси ҫинчен йышӑну кӑларнӑ.
Хут, паллӑ ӗнтӗ, чӑтать. Кӗҫех хӗрарӑм кӗсйине 560 пин тенкӗ ытларах шӑкӑрт кӑна кӗрсе выртнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах хӗрарӑмӑн апла тӳлеве илме нимле ирӗк те пулман. Маларах вӑл хӑйне эткерлӗхе куҫнӑ ҫурта сутса янӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫурт-йӗр условине юри начарлатнӑ. Ун пеккисем патшалӑх пулӑшӑвне тепӗр пилӗк ҫултан ҫеҫ илейреҫҫӗ.
Суд хӗрарӑма укҫана тавӑрса памалла тунӑ. Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе вара тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Елчӗкре пӗр рабочи канализаци пӑрӑхӗсене улӑштарнӑ чухне тӑпра айне пулнӑ. Вӑл 3 метр тарӑнӑш траншейӑра пулнӑ чухне ун ҫине тӑпра йӑтӑнса аннӑ, хӗстерсе лартнӑ.
Арҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ-ха, анчах тепӗр икӗ эрнерен, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, унӑн чӗри тапма чарӑннӑ.
Следстви хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗслес тӗллевпе предприятирен документсене илнӗ, йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫапла майпа следстви органӗ предприяти директорне айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
«Килти ҫӳп-ҫапа та пӗлсе пуҫтарма пулать. Елчӗксем вара ку ӗҫе йӗркелесе ҫитереймен-ха. Пуҫтаракан организаципе килӗшӳ тунӑ ҫынсем тул ҫутӑлсанах ҫӳп-ҫап витрисене, хутаҫӗсене, миххисене урама кӑларса хураҫҫӗ, мӗншӗн тесен ятарлӑ урнӑсем, контейнерсем ҫук. Вӗсем вара ҫынсем пурӑнакан ҫуртсем, лавккасем умӗнче темиҫе сехет выртаҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра унта йытӑсем, чӑхсем чакаланаҫҫӗ, хутаҫсене тустараҫҫӗ, сапалаҫҫӗ, ҫӳп-ҫап урам тӑрӑх вӗҫет. Хӑш чух машина килменни те пулать. Ун чухне урамра хутаҫсемпе михӗсем 1-2 кун та выртаҫҫӗ», — пӗлтерчӗҫ паян Чӑваш халӑх сайтне вӑл тӑрӑхрисем.
«Ҫӳп-ҫап пуҫтаракан организаципе килӗшӳ туманнисенчен те укҫа сӑптӑрас тесе шутланӑ. Ҫак сӑлтавпа ял тӑрӑхӗнче список тунӑ: ҫуртра миҫе ҫын пропискӑра тӑрать, ҫавсенчен кашнинчен укҫа пуҫтармалла», — тенӗ ҫырура. Юлашкинчен калани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ҫакна уҫӑмлатмаллах тесе шухӑшлать. Ҫӳп-ҫапшӑн ҫын шутне кура укҫа пухасси ҫӗршывӗпех йӑлана кӗчӗ. Ку вӑл Елчӗкри йышӑну мар.
Ҫӳп-ҫап контейнерӗсем пулсан аванни каламасӑрах паллӑ. Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче те контейнерсем ҫук.
Юрий Плющев кинооператор тата фотохуджник ҫинчен Минск хулинче пурӑнакан Дмитрий Михелев кинорежиссер тата ҫыравҫӑ пӗр вунӑ ҫул каяллах ҫапла каласа панӑччӗ: «Беларусьфильмри» чӑваш юлташлӑхне кӗрет вӑл, сахал мар документлӑ тата илемлӗ фильм ӳкернӗ. Елчӗкре ҫуралнӑ, Шупашкарта ҫитӗннӗ, Николай Никитин чӑваш ҫыравҫин ывӑлӗ...» Анчах ун ҫинчен ҫийӗнчех ҫырса кӑтартасси пулмарӗ: Мускава, Раҫҫей ҫинчен ют ҫӗршыв ҫыннисене каласа паракан студие, чӗнсе илнӗ иккен ӑна, хӑҫан таврӑнассине каласа хӑварман. Вӑхӑт иртсе пырать, анчах куҫа-куҫӑн лараса калаҫма хӑҫан май килӗ? Тав Турра, «Фейсбук» урлӑ кӑштах сӑмахласа илме май килчӗ.
- Кинооператор – питӗ сайра тӗл пулакан професси. Алла кинокамера тытас ӗмӗт епле ҫуралчӗ?
- Шкулта вӗреннӗ чухне эпӗ фотографи енне туртӑннӑ. Ман «Смена-6» фотоаппарат пурччӗ, каярах «Зенит» ҫине куҫрӑм. Шупашкарти пионерсен Керменӗ ҫумӗнчи фотокружока ҫӳреттӗм. Ӑна Михаил Егоров ертсе пыратчӗ. Вӑл ҫав тапхӑрти паллӑ фотожурналистчӗ, ун сӑнӳкерчӗкӗсем хаҫат-журналта тӑтӑшах ҫапӑнса тухатчӗҫ.
Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнчи ачасен савӑнӑҫӗн чикки ҫук ахӑртнех. Нумаях пулмасть унти ача пахчинчи вылямалли лапама ҫӗнетнӗ.
Патреккелсем вӑйӑ лапамне хӑйсен укҫипе ҫӗнетмен. Вӗсем ҫак ӗҫе федераци гранчӗ пулӑшнипе пурнӑҫланӑ. Вӑйӑ лапамне хальхи йышши хатӗрсем вырнаҫтарнӑ: спорт комплексӗ, хӑйӑр купи, чуччу, каруҫҫель. Район пӗтӗмпе ҫак тӗллевпе 800 пин тенке тивӗҫнӗ. Ку укҫапа Патреккелти ача пахчине кӑна мар ҫӗнетнӗ. Грант пулӑшнипе Елчӗкре те вӑйӑ комплексӗсем «ӳссе» ларнӑ.
Кунпа кӑна ҫырлахасшӑн мар елчӗксем. Ҫывӑх вӑхӑтра «Пилеш» парка ҫӗнетме палӑртнӑ. Ачасем – пирӗн пуласлӑх, йӑлтах вӗсемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн пушара хирӗҫ кӗрешекен тытӑмӗ ҫӗнӗ транспортпа пуянланнӑ. Унта тӗрлӗ ҫулпа ҫӳреме пултаракан 17 автомобиль автоцистерна тата картлашкаллӑ пӗр пушар цистерни килсе ҫитнӗ. Вӗсене туянма 77 миллион та 200 пин тенкӗ тухса кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ транспорта маларах асӑннӑ учрежденин мӗнпур пушар пайне ӑсатӗҫ.
Автопарк ҫӗнӗ машинӑсемпе пуянланни инкек вырӑнне хӑвӑртрах ҫитме май парасса шанаҫҫӗ.
Машинӑсене Йӑлӑмри, Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнчи, Элӗкри, Патӑрьелти, Комсомольскинчи, Красноармейскинчи, Хӗрлӗ Чутайри, Муркашри, Пӑрачкаври, Шӑмӑршӑри, Елчӗкри, Тӑвайри уйрӑмсене парӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра шыва кӗме ятарлӑ вырӑнсене 45 хатӗрленӗ.
Кун пирки вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура каланӑ. Шыва кӗмелли вырӑнсене хатӗрлессипе пирӗн республикӑра Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Сӗнтӗрвӑрринче, Муркашра, Шӑмӑршӑра, Етӗрнере, Елчӗкре тивӗҫлӗ хатӗрленӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр шыва путнисенчен 75 проценчӗ ӳсӗр пулнӑ. Пӗлтӗр хӑшӗсем Атӑл урлӑ ишсе каҫма хӑтланса чутах шар курман. Юрать, ҫӑлавҫӑсем вӑхӑтра асӑрхаса вӗсене пулӑшнӑ. Хӗрӗнкӗ пуҫпа шыва кӗме тӑхтамалла. Пӗчӗк ачасемпе те питех сыхӑ тӑмалла, вӗсене куҫран вӗҫертме юрамасть.
Елчӗк районӗнче суд приставӗсем «Юрга» тулли мар яваплӑ общество ӗҫӗ-хӗлне чарса лартнӑ. Предприяти ҫӳп-ҫап пуҫтарать, ӑна тирпейлет.
«Юргара» йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл 60 кун ӗҫлемӗ. Йӗрке пӑснине Роспотребнадзор ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Предприятин 4-мӗш класлӑ каяша пуҫтарма санитарипе эпидемиологи пӗтӗмлетӗвӗ тата лицензи пулман.
Предприяти ӗҫченӗсем Елчӗк таврашӗнче 1,5 ҫухрӑмри ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ. Ҫитменнине, вӗсем ҫак ӗҫе алӑпа, ятарлӑ тумсӑр, хӳтӗлев тум-тирӗсӗр пурнӑҫланӑ. Ӗҫченсен хӑш чухне медтӗрӗслев витӗр тухмалла, анчах вӗсем ҫакна туман. Предприяти территорийӗнче ҫӳп-ҫап купаланса выртнӑ.
«Юрга» ӗҫне суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн чарса лартнӑ.
Андрей Малахов ертсе пыракан «Тӳрӗ эфир» кӑларӑма Чӑваш Енрен тухнӑ журналистка хутшӑннӑ. Вӑл паллӑ актертан Александр Абдуловран ача ҫуратни пирки каласа кӑтартнӑ.
Лариса Штейнман Елчӗкре ҫуралса ӳснӗ. Халӗ вӑл Францире пурӑнать. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн пӗр вӑхӑт Александр Абдуловпа юрату пулнӑ. Актер 10 ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Лариса Штейнман хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне халь тин уҫнӑ. Вӑл 12 ҫул каялла унран хӗр ача ҫуратнӑ-мӗн.
Хӗрӗ Мари-Изабель амӑшӗн тӑван тӑрӑхӗнче пурӑнать. Лариса Штейман хӗрне ашшӗ пирки нумаях пулмасть каласа кӑтартнӑ. Александр Абдулова вара тахҫан кун пирки урӑхла пӗлтернӗ: ачине Франци дипломатӗнчен ҫуратнӑ. Вӑрттӑнлӑхне мӗншӗн халь тин уҫнӑ? Журналистка ҫакна ӑнлантарман.
Анчах актерӑн тусӗсем, экспертсем журналисткӑна ӗненмен. Хӑшӗ-пӗри вӑл Абдуловпа туслӑ пулни пирки те иккӗленет. Психологсем те Лариса суйма пултарнине палӑртнӑ.
Юлашкинчен детекторпа тӗрӗсленӗ. Вӑл вара Лариса суйнине палӑртнӑ. Хӗрарӑм лӑпланасшӑн мар: ДНК-тест туса хӗрӗ Абдуловран пулнине ӗнентересшӗн.
Елчӗк районӗнчи ҫавӑн ятлӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ҫын ҫырӑвне вӑхӑтра хуравламаннипе ята кӗнӗ. Кӑлтӑка вырӑнти прокуратура тупса палӑртнӑ.
Тӳре-шара патне шӑрҫалакан ҫырусем темле килӗшмесен те вӗсене 30 кунта хуравламалла. Пуҫлӑхсем ячӗшӗн ҫырса яни те час-часах пулкалать-ха, Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ вара алран кайтӑр тесе те алла ручка илме васкаман курӑнать.
Пуҫлӑх патне Елчӗк ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансенчен пӗри хӑй тӗпленнӗ нумай хваттерлӗ ҫурта юсас ыйтупа ҫыру янӑ. Пӗр кун иртнӗ, ик кун, эрне, уйӑх. Капла пулмасть тенӗ курӑнать, надзор органне вӗҫтернӗ.
Хурав кӗтсе ывӑннӑ ҫынна прокуратура майлӑ пулнӑ, васкаман пуҫлӑха административлӑ майпа явап тыттарса 5 пин тенкӗ штраф шаплаттарса та панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.