Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Елчӗк ял тӑрӑхӗнчи юрӑ-ташӑ ӑстисем Мария Матвеева патӗнче пулнӑ. Чӑвашла тумланса, купӑс йӑтсах кайнӑ унта вӗсем. Сӑлтавӗ те пулнӑ. Мария Александровна 90 ҫул тултарнӑ.
Мария Матвеева ӗмӗрӗпех тӑван совхозра ӗҫленӗ. Малтан вӑл фермӑра дояркӑра тӑрӑшнӑ, кайран хӑмла пахчинче тар тӑкнӑ. Пур ӗҫре те вӑл тивӗҫе чунтан пурнӑҫланӑ, йывӑр е ҫӑмӑл ӗҫ тесе тиркесе тӑман.
Тӑхӑр вунӑ ҫула ҫитнӗ пулин те кинемей хӑйне аван туять. Вӑр-варлӑхӗ те унӑн чакман, пурнӑҫа та вӑл малтанхиллех юратать.
Мария Матвеевӑна культура ӗҫченӗсем ҫуралнӑ кунпа саламласа нумай-нумай ҫул пурӑнма сывлӑх, вӑй-хал суннӑ, юрӑ-ташӑпа савӑнтарса хӑварнӑ. Хӑйне хисеп тунӑшӑн кинемей вӗсене тав тунӑ.
РФ Следстви комитечӗн Патӑрьелти районсен пӗрлехи следстви пайӗ Елчӗк районӗнчи Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе службӑри ултавшӑн айӑпласшӑн.
Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ коммерци организацийӗпе Тӳскел ялӗнче нумай ӗҫ тӑвакан культура центрне туса пӗтерме килӗшӳ алӑ пуснӑ. Подряд организацийӗ пуҫлӑхне вӑл ӗҫе 930 пин тенкӗлӗх тунӑ тесе алӑ пусма ыйтнӑ. Тӗрӗссипе 430 пин тенкӗлӗх кӑна пурнӑҫланӑ. Тепӗр икӗ кунтан коммерци организацине ҫав суммӑна куҫарса панӑ. Ҫур миллион тенкӗ ытларах тӳлесе хыснана шар кӑтартнӑ пуҫлӑх ӗҫӗпе халӗ тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ.
Сӑмах май, ӗҫе подрядчик кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ҫеҫ вӗҫленӗ.
Раҫҫейре Экологи ҫулталӑкӗ пулнӑ май Чӑваш Енре унпа ҫыхӑннӑ мероприятисем иртеҫҫӗ. Нумаях пулмасть Елчӗк районӗнче тӳре-шара ҫӑлкуҫ шӑпи пирки калаҫнӑ.
Вӑл Елчӗкре апат-ҫимӗҫ лавкки ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ҫӑлкуҫа тӗрӗсленӗ ҫӗре район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин та хутшӑннӑ. Тӳре-шара япӑххине те, лайӑххине те тупса палӑртнӑ. Елчӗк ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Левая ҫитменлӗхсене кӗске вӑхӑтра пӗтерме шантарнӑ.
Ку ҫӑлкуҫ ҫывӑхӗнче шӑматкунлӑхсем пӗрре кӑна мар иртнине палӑртмалла. Ҫитес вӑхӑтра специалистсем ҫӑлкуҫа сӑрласа илемлетесшӗн. Николай Миллин ҫӑлкуҫа администраци ӗҫченӗсен кӑна мар, ахаль ҫынсене те пӑхса тӑмаллине асӑрхаттарнӑ.
Куславкка районӗнчи Елчӗк ялӗнчи шкулта ӗҫлекенсем прокуратурӑна заявлени ҫырнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, ӗҫ прависене пӑснӑ-мӗн.
Ӗҫ кодексне чӑнах та пӑснӑ-мӗн. Вӗрентекенсене хушма тӳлеве пырса тивекен ӗҫ условийӗсем пирки тулли тата тӗрӗс информаци паман иккен.
Кунсӑр пуҫне Ӗҫ кодексӗн 331-мӗш статйине пӑснине тупса палӑртнӑ. ОБЖ, технологи тата вӑй-хал культурин урокне судра явап тытнӑ ҫын ертсе пынӑ. Ӑна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫ вырӑнӗпе ытлашшипех усӑ курнӑшӑн явап тыттарнӑ.
Куншӑн шкул директорне тата унӑн ҫумне дисциплинарлӑ явап тыттарнӑ.
Елчӗк районӗ 90 ҫул тултарнине халалласа «Улӑп» спорт керменӗнче профессилле панкратион енӗпе тӗнчери ӑмӑрту иртнӗ. Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, унта пухӑннӑ Раҫҫей, Азербайджан, Кӑркӑс спортсменӗсем Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, самбо, каратэ, джиу-джитсу енӗпе Мускав тата Азипе Еврази чемпионӗ ята тивӗҫнӗ Олег Захаров кубокӗшӗн тупӑшнӑ. Пухӑннисене Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ Олег Мустаев тата ыттисем ӑнӑҫу суннӑ.
Ун пек ӑмӑрту Елчӗк районӗнче пӗрремӗш хут иртнӗ. Спортсменсем валли 8 кӗтеслӗ ринг йӗркеленӗ. Турнирта тӗрлӗ ҫӗршыври 77 кило таякан 14 спортсмен вӑй виҫнӗ. Пӗрремӗш вырӑна Мускав облаҫӗнчи Шамиль Рамазанов йышӑннӑ. Кӑркӑс спортсменӗ Алманбет Жаныбеков 2-мӗшне тухнӑ. Чечен Республикин спорт мастерӗн кандидачӗ Ислам Дадаев — 3-мӗш. Куракансем Елчӗк районӗнчи Лащ Таяпара ҫуралса ӳснӗ Геннадий Дмитриев (вӑл — ветерансем хушшинчи самбо енӗпе тӗнче чемпионӗ) тата Кӑркӑстанри Калдарбек Касимов раундне те кӑсӑкланса йышӑннӑ. Пилӗкшер минут пыракан 2 раундра та пӗр пек паллӑ пухса иккӗшӗ те ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Куславкка районӗнче урана ҫӑматӑ тӑхӑнса пӑр ҫине тухаҫҫӗ. Район администрацийӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, конькисӗр хоккей выляс йӑла вӗсем патӗнче аталанса пырать. Ҫӑматӑ ал-урана, кӗлеткен ытти пайне сиен кӳменрен спортсменсем хӳтӗленмелли тӗрлӗ хатӗр тӑхӑнмаҫҫӗ. Спорт ӑмӑртӑвне хутшӑнакансем — Куславкка районӗнчи шкулсенче вӗренекенсем.
Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Кунерти вӑтам шкулта зонӑри вӑйӑ иртнӗ. Унта Кӗнерти ачасемсӗр пуҫне Ҫӗнӗ Тӗрлемесри, Кармӑшри шкулсенчен пухӑннисем вылянӑ. Ҫӗнӗ тӗрлемессем пуринчен маттур пулнӑ.
Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче зонӑри икӗ вӑйӑ иртмелле. Ун чух Энтри Пасар, Куснар, Кӗҫӗн Карач, Елчӗк шкулӗсенче вӗренекенсем пӑр ҫине тухӗҫ. Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче район центрӗнчи «Атӑл» комплексра вӑйӑн иккӗмӗш тапхӑрне пухӑнӗҫ: унта тӗп кубокшӑн кӗрешӗҫ.
Елчӗк районӗнче вырнаҫнӑ «Яльчикское РТП» организаци район центрӗнче ҫынсене паха шывпа тивӗҫтерессипе кирлӗ пек ӗҫлемен. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче палӑртнӑ тарӑх, хайхисем шыв пахалӑхне тӗрӗслесе тӑман. Ун пек кӑлтӑка «Спутник-1» обществӑра та асӑрханӑ.
Кӑлтӑка курнӑ район прокуратури асӑннӑ икӗ предприяти пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе те административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ. Вӑл ӗҫе Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн Патӑрьел районӗнчи пайӗ пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн яваплисене 2-шер пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Маларах асӑннӑ РТПра тӗрӗслевҫӗсем ытти кӑлтӑка та самай асӑрханӑ: ӗҫлӗ хутсене кирлӗ пек йӗркелесе пыманнинчен пуҫласа территорире карта тытманни таранах асӑрханӑ. Уншӑн предприятие 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Елчӗкре пурӑнакан София Павловӑн Ҫӗнӗ ҫулхи ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ. Сусӑр хӗрача, ДЦПпа чирлӗскер, синтезатор пирки ӗмӗтленнӗ.
«Хӗл Мучи, Кӑҫал эпӗ хама лайӑх тытрӑм. Эпӗ чирлӗ, ҫавӑнпа хам ҫыраймастӑп, маншӑн анне ҫыру шӑрҫалать. Кӑҫал эпӗ хам тӗллӗн ларма тата кӑштах тӑма хӑнӑхрӑм. Мана синтезатор кирлӗ, вӑл пӳрнесене аталантарма пулӑшӗ. Тен, ҫитес ҫул вара хамах сан патна ҫыру ҫырӑп», — тенӗ София ҫырура.
Хӗрачан ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ. «АВТОРЕГИОН» компани ун валли синтезатор туяннӑ. Антон Ким Хӗл Мучин парнине Софийӑна тыттарнӑ. Халӗ хӗрача сентезатор каласа пӳрнисене аталантарӗ.
Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Елчӗкри «Улӑп» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче арҫынсен хушшинче мини-футбол енӗпе ӑмӑрту иртнӗ.Турнира 12 ушкӑн пуҫтарӑннӑ: «Большие Яльчики» (чӑв. Аслӑ Елчӗк), «Яльчики» (Елчӗк), «Сабанчино» (Тӑрӑм), «Новое Байбатырево» (Ҫӗнӗ Пӑва), «Лащ-Таяба» (Лащ Таяпа), «Малая Таяба» (Кӗҫӗн Таяпа), «Кушкӑ», «Тимеш», «Прогресс», «ДЮСШ – Яльчики», «Эмметево» (Элпуҫ), «Юман».
Командӑсем виҫӗ ушкӑна пайланса вылянӑ. Хӑйсен ушкӑнӗнче ҫӗнтернисем малти виҫӗ вырӑншӑн ӑмӑртнӑ.
Пӗр-пӗрне парӑнас мар тесе кашниех чунтан вылянӑ пулин те пӗрремӗш вырӑна «Яльчики» (Елчӗксем) ушкӑна ҫитекен пулман. Иккӗмӗш вырӑна лащ-таяпасем йышӑннӑ. Елчӗкри ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнчисем виҫҫӗмӗш вырӑна никама та паман.
Ӗнер Елчӗк район администрацийӗнче ӗҫлекен тӳре-шарапа терроризм хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ инструктаж ирттернӗ. Кун пирки асӑннӑ район администрацийӗн сайтӗнче ҫырса пӗлтернӗ.
Шанчӑксӑр япаласем курсан мӗнле тытмаллине ӗҫтешӗсене ятарлӑ программӑсен пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Клементьев тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый администрацине пропускпа кӑна кӗрсе тухмаллине палӑртса хӑварнӑ. Ҫакна вӑл терроризмран ҫирӗп асӑрханмаллипе сӑлтавланӑ.
Мероприятие вара иккӗмӗш хутра ларакан тӳре-шарана администраци ҫуртӗнчен епле тухса тармаллине вӗрентнипе вӗҫленӗ. Калани асра юлтӑр тесе вӗсене саппас алӑкран ертсе тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.