
Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче ҫуралнӑ Иван Ермолаев 106 ҫул тултарнӑ. Ҫак ятпа ӑна, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранне, Етӗрне округӗн пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов купӑс парнеленӗ.
Иван Ермолаев 1939 ҫулта салтак аттине тӑхӑннӑ, Гродно хулинче артиллери полкӗнче службӑра тӑнӑ. Ҫавӑнтах Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине кӗтсе илнӗ те фронта тухса кайнӑ.
Иван Васильевич Чехословакие ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. Паттӑрлӑх кӑтартса вӑл тӗрлӗ наградӑна тивӗҫнӗ.
Округ пуҫлӑхӗ ӑна купӑс ахальтен парнелемен, Иван Васильевич ҫамрӑк чухне ҫак музыка инструментне калама кӑмӑлланӑ. Халӗ вӑл Етӗрне тӑрӑхӗнче пурӑнать.

Етӗрнере пурӑнакан пер хӗрарӑм налук тӳлемен. Ӑна вырӑнти прокуратура РФ Пуҫиле кодексӗн 198-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ.
Хӗрарӑм 2022 ҫулшӑн налук тӳлемеллине пӗлнӗ пулин те тӳлеме васкаман. Унран та ытларах — пурлӑха сутса тунӑ тупӑша пӗчӗклетсе кӑтартнӑ. Ҫапла вара вӑл 3,5 миллион ытларах тенкӗ налук тӳлемен.
Суд ӑна 100 пин тенке штраф хурса панӑ. Налука вара тӳлемех тивӗ.

Паян каҫхине Сӑр юханшывӗнче 69 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вӑл ӳсӗр пулни паллӑ.
Арҫын Етӗрне округӗнчи Стрелецки ялӗнче пурӑннӑ. Вӑл Етӗрне хулине килсен Сӑр юханшывӗнче шыва кӗме шутланӑ. Анчах, шел те, ку инкекпе вӗҫленнӗ.
Унӑн виллине ҫӑлавҫӑсем тупса ҫыран хӗррине кӑларнӑ.

Республика кунӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Ирина Шоркина та килнӗ. Вӑл хальхи вӑхӑтра Мускавра пурӑнать.
Артистка ятарласа Мускавран уява Етӗрне хулине килнӗ. Вӑл ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ.
«Республика кунӗ Шупашкарта кӑна мар, тӑван Етӗрнере те иртрӗ. Унта вӑрттӑн, никама систермесӗр кайрӑм. Ҫапах ҫынсем палласа сӑн ӳкерӗнме пычӗҫ», - ҫапла ҫырнӑ юрӑҫ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Республика кунӗнче Етӗрнере Чӑваш хӑмлин музейӗ уҫӑлнӑ.
Унта ӑсталӑх лаҫҫисем, лекцисемпе семинарсем ирттерме хальхи вӑхӑтри конференц-зал уҫнӑ. Музея сӑра вӗретекен ӑстасене, хӑмлаҫӑсене, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсене йыхрвлама палӑртаҫҫӗ. Музейра пӗр-пӗрин опычӗпе паллашӗҫ, отрасле пулӑшас ыйтусене сӳтсе явӗҫ.
Унта сувенир продукцийӗ те пур.
Учреждение уҫма вырӑнти хыснаран 5 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.

Етӗрнере пӗрремӗш мурала ӳкерсе пӗтернӗ. Ӑна К.Маркс урамӗнчи 95-мӗш ҫурт фасачӗ ҫине ӳкернӗ. Унта Совет Союзӗн Геройӗн Федот Орловӑн портретне сӑнланӑ.
Проекта Культура пуҫарӑвӗсен Президент фончӗн гранчӗпе Раҫҫейри студентсен отрячӗсен регионти уйрӑмӗ пурнӑҫланӑ. Мурала ҫамрӑк ӳнерҫӗсем Ксения Кокель тата Дмитрий Чапай ӳкернӗ.

Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Работа России. Время возможностей» ярмӑрккӑ иртӗ.
Тӗп лапам ЧР Наци библиотекинче пулӗ. Кунсӑр пуҫне ярмӑрккӑ Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Ҫӗмӗрлери, Етӗрнери тата Кӳкеҫри «Раҫҫейри ӗҫ» кадр центрӗсенче ӗҫлӗ. Унта пыракансем ӗҫпе тивӗҫтерекенсемпе, пушӑ вакансисем пирки ыйтса пӗлме пултараҫҫӗ. Ҫавӑнтах ӑсталӑх класӗсемпе тренингсем иртӗҫ.
Ярмӑрккӑ 10 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен ӗҫлӗ. Унта опытлӑ специалистсем кӑна мар, аслӑ классенче вӗренекенсем, студентсем, тивӗҫлӗ канурисем, сусӑрсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Тӗплӗнрех «хӗрӳ линие» 8-800-350-80-58 (тӳлевсӗр) номерпе шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме пулать.

Шупашкарта пурӑнакан Нина Алексеева паян 100 ҫул тултарнӑ. Етерне хулинче ҫуралнӑскер тӑван хулинчи ватам шкултан 1944 ҫулта вӗренсе тухсан вырӑнти педагогика училищине веренме кӗнӗ. Унтан нимӗҫ чӗлхипе математика учителӗнче ӗҫленӗ, каярах вара — Шупашкарти электроаппаратура заводӗнче.
Нина Васильевнӑн чунне савӑнтараканни - икӗ ачи, икӗ мӑнукӗ тата мӑнукӗсен виҫӗ ачи. Паян кинемей Людмила хӗрӗпе пӗрле пурӑнать.

Шупашкарти тата Етӗрнери ҫуртсен стени ҫине муралсем ӳкерме палӑртнӑ. Унта ентешсен, Совет Союзӗн Геройӗсен сӑнӗсене ӳкерӗҫ. Ӗҫе Республика кунӗ тӗлне вӗҫлӗҫ. Етӗрнере Федот Орловпа Евсигний Пайгусов сӑнӗсене ӳкерӗҫ. Шупашкарти пӗр ҫурт стенине вара Александр Боголюбовӑн сӑнӗ илемлетӗ.
Ку - Анжелика Ивановӑн проекчӗ. Унӑн ӗҫӗ культура пуҫарӑвӗсен Президент фончӗн грантне ҫӗнсе илнӗ.
Муралсене ҫамрӑк мӑшӑр Ксения Кокель тата Дмитрий Чапай ӳкерӗ.

Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май республикӑри округсем тӑрӑх машинӑсен колонни ҫӳрет. Ку авточупу ака уйӑхӗн 21-27-мӗшӗсенче иртет. Вӑл «Ҫӗнтерӳ ҫулӗпе» ятлӑ. Маршрут Сӑр хӳтӗлев чикки пулнӑ вырӑнсен ҫывӑхӗпе иртет.
Колонна Шупашкартан Етӗрнене кайма тухнӑ. Кайран Хӗрлӗ Чутая, Ҫӗмӗрлене, Пӑрачкава, Улатӑра ҫитӗҫ.
Юлашкинчен Куславкка тӑрӑхӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» мемориал патӗнче чарӑнӗҫ.
