Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Пӑлхарсен анӑҫри сӑваплӑ вырӑнӗсем» темӑпа автоэкскурси ирттерме шутлать, вӑл пӗр куна тӑсӑлӗ. Ҫула 18 вырӑнлӑ «Ford» автобуспа тухма шутлаҫҫӗ.
Пӗтӗмӗшле маршрут: Шупашкар — Москакасси — Хораҫырма — Вратин (выр. Воротынец) — Чӗпӗл (выр. Васильсурск) — Чалӑмсола — Йолашша — Чалӑмхола — Шупашкар. Автоэкскурси вӑхӑтӗнче музейсемпе, паллӑ вырӑнсемпе, археологи палӑкӗсемпе паллашма май пулӗ.
Ҫула гуманитари институтӗнчен ирхи 6 сехетре тухса кайма палӑртаҫҫӗ. Автоэкскурси хакӗ — 1000 тенкӗ.
Ҫӗрпӳ хулине шӑратса тунӑ кӳлепесем илем кӳреҫҫӗ. Вӗсем хулари парка тата ача пахчинче вырӑн тупнӑ. Хулари ҫул ҫавринчен инҫех мар вырӑнта тимӗртен ӑсталанӑ урам шӑлакан тӑрать. Вӑл, аллине шӑпӑр тытнӑскер, иртен-ҫӳрене тирпейлӗ пулма ыйтать. Кун пирки тимӗртен шӑратса ҫырса хунӑ. Хулара Эдуард Успенский ача-пӑча ҫыравҫин хайлавӗнчи Печкин сӑнарӗ те вырӑн тупнӑ. Тимӗр скульптурӑсене юсанмалли 9-мӗш колонире айӑплава ирттерекен тимӗрҫӗсем хатӗрленӗ.
Кӑҫалхи Ҫӗрпӳ ярмӑркки вӑхӑтӗнче Печкин патне Матроскин кушак аҫипе Шарик йытӑ хушӑннӑ.
Колонире айӑплава ирттерекенсем халӗ II Екатерина статуйине ӑсталассипе тимлеҫҫӗ. Ӑна хулари Александровски паркра вырнаҫтарӗҫ. Патша майри валли карета та тӑвӗҫ.
Аса илтерер: II Екатерина вӑхӑтӗнче чӑвашсене вӑйпа тӗне кӗртес ӗҫе ҫӗнӗрен пуҫланӑ. Шӑп та лӑп ҫак вӑхӑтра ӗнтӗ чӑвашсем тӗне кӗрес мар тесе инҫетри ҫӗрсене туха-туха кайнӑ. Катемпи сӑмах этимологийӗ те ҫак патша майрипех ҫыхӑннӑ — чӑвашсем ӑна питӗ курайман.
Сӑнсем (3)
«Коммерсантъ» пӗлтернӗ тӑрӑх Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗ пӗрлехи вӗренӳ кӗнекисем хатӗрлеме сӗнекен саккуна хирӗҫ ҫыру хатӗрлет иккен. Тутарстанӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Илтар Мухаметов каланӑ тӑрӑх вӗренӳ кӗнекисен ӑшлӑхне пӗрешкел хатӗрлесен Раҫҫейри 190 тӗрлӗ халӑхӑн уйрӑмлӑхӗсене шута илме йывӑр.
Министр ҫумӗ палӑртнӑ тӑрӑх Раҫҫейри ачасем хальхи вӑхӑтра 59 тӑван чӗлхепе вӗренеҫҫӗ, анчах Патшалӑх Думине тӑратнӑ саккунра вӗренӳ планне вырӑнти чӗлхесемпе хатӗрлеме ирӗк паракан право ҫук имӗш. Тутарстанри тӳре-шара шухӑшӗпе тӗрлӗ халӑхсемпе тӗнсен уйрӑмлӑхӗсемпе историе, географие, музыкӑна тата обществопӗлӗве вӗрентнӗ чухне хатӗрлекен программӑсене кӗртме манмалла мар.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерстви вара ку тӗлӗшпе Раҫҫейӗн Патшалах Думин депутачӗсемпе килӗшет пулас. Хирӗҫле нимӗнле хут та хатӗрлени пирки хальлӗхе пӗлтермен.
Математика, вырӑс чӗлхипе литература тата Раҫҫей историне пӗрлехи вӗренӳ кӗнекесемпе вӗрентме хушакан саккуна Патшалӑх Думине кӑҫал ҫу уйӑхӗнче кӗртнӗ. Ӑна Ирина Яровая депутат хатӗрленӗ пулать. Пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче депутатсем пӗрлехи вӗренӳ кӗнекисене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме кӗртесшӗн пулнӑччӗ.
Чӑваш хастарӗсем паян патшапа улпутсен пусмӑрне хирӗҫ тухнӑ паттӑрсене асӑнчӗҫ. Ку пулӑм чӑвашсен кун-ҫулӗнче Шурча вӑрҫи пек ҫырӑнса юлнӑ. Чи юнлӑ саманчӗсем кивӗ стильпе шутласан ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ, ҫапла май ҫак вӑрҫа чӑвашсем ҫӗртмен пӗрремӗш кунӗсенче асӑнаҫҫӗ. Кӑҫал Шурча тӑрӑхне асӑнма кайманран ку ҫитменлӗхе паян пӗтерес терӗҫ.
Шурча вӑрҫине хутшӑннӑ паттӑрсене ҫӑмартапа-ҫӑкӑрпа асӑнчӗҫ. Ҫавӑн пекех вӑл кунсенчи историе аса илчӗҫ, унӑн пӗлтерӗшне палӑртрӗҫ.
Шурча вӑрҫи 1842 ҫулта тухнӑ, унта ҫӗр ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Пӑлхавра чӑвашсемпе пӗрлех ҫармӑҫсем те пулнӑ. Халӑха ҫак кӗрешӗве темиҫе ҫул выҫӑ ҫулсем пулни, 1837–1838 ҫулсенче ирттернӗ Кисилев реформи кӑларнӑ. Асӑннӑ реформа тӑрӑх ятарласа лаптӑксем уйӑрмалла пулнӑ, унти ӗҫе хресченсем халӑх вӑйӗпе тӳлевсӗр тума хушнӑ. Ҫынсем хӑй ирӗкӗпе ҫак реформӑна ырламанран выранти тӳре-шара вӗсене хӗненӗ, хӑратнӑ. Уйрӑммӑн асӑнса хӑварас пулать: пӑлхав крепостла йӗркене пӗтеричченех иртнӗ.
Хальхи палӑка 1962 ҫулта туса лартнӑ, ӑна Шурча вӑрҫи иртнӗренпе 120 ҫул ҫитнине халалласа вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш наци музейӗнче тӑм савӑт-сапа куравӗ уҫӑлнӑ. Унта неолит тапхӑрӗнченӖ пирӗн эрӑчченхи 5-мӗш ӗмӗртен, тытӑнса паянччен ӑсталанӑ япаласене курма пулать.
Щынсем авал пурӑннӑ вырӑнсенче археологсем тӑм сават-сапа катӑккине вӗҫӗмех тупнине пӗлтереҫҫӗ аваллӑх управҫинче тӑрӑшакансем. Археологи палӑкӗн кун-ҫулне палӑртма тӑмран хатӗрленӗ япаласем хӑш чухне пулӑшаҫҫӗ те иккен.
Аваллӑха тӗпченкенсем тӑмпа усӑ курма ҫынсем пирӗн эрӑчченхи 5-3-мӗш ӗмӗрсенче хӑнӑхнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Музейри «Тӑм савӑт-сапа лаҫҫи» курава тӑратнӑ Шупашкарта тупнӑ тӑм япаласем те кӑсӑклӑ.
Экспонатсем хушшинче хальхи вӑхӑтри ӑстасен ӗҫӗсем те пур.
Курава хатӗрлеме Чӑваш наци музейӗн фондӗнчи япаласене кӑна мар, Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗнне те усӑ курнӑ.
Сӑнсем (6)
Вӑрнарти историпе таврапӗлӳ музейӗнче «Чӑвашсем» фотокурав уҫӑлнӑ. Ӑна I Петӗр ячӗллӗ Антропологипе этнографи музейӗн фондӗнчи материалсем тӑрӑх йӗркеленӗ. Курав материалӗсемпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ уйӑрса панӑ.
Фотокуравра Питӗрти Антропологипе энографи музейӗн япала тата иллюстраци коллекцийӗсен фотоӳкерчӗкӗсенчен тӑрать. Вӗсенче 18-ӗмӗр вӗҫӗнчен тытӑнса 20-мӗш ӗмӗрӗн ҫурричченхи тапхӑр вырӑн тупнӑ. Маларах асӑннӑ музейра пурӗ 323 япала упранать, вӗсене 12 коллекцие пухнӑ. Ҫав шутра — япаласем, фотоӳкерчӗксем, кантӑк ҫинчи негативсем. Курава Н.И.Гаген-Торис, А.А. Ходосов, П.Озеров этнограф-тӗпчевҫӗсен коллекцийӗнчи фотоматериалсем пуянлатаҫҫӗ. Ӳкерчӗксенче тӗрлӗ хуралтӑ, хресчен хуҫалӑхӗче усӑ курнӑ япаласем, халӑх ҫипуҫӗ, музыка инструменчӗ, чӑвашсен туррисем сӑнланнӑ. Вӑрнарсем Н.И. Гаген-Торис Вӑрнар районӗнчи Уравӑш ялӗнчи экспедицире пухнӑ япаласене пысӑка хурса хакланине пӗлтереҫҫӗ.
Сӑнсем (11)
Паян Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ятарлӑ лекци иртрӗ. «Чӑваш чӗлхи — чӑваш халӑх кун-ҫулӗн ялтӑрми» ятлӑскерне Мускавра пурӑнакан тӗпчевҫӗ Александр Савельев ирттерчӗ.
Лекци чӑваш чӗлхин кун-ҫулӗпе ҫыхӑнчӗ. Александр пирӗн чӗлхе тӗрӗк чӗлхи шутне кӗнине ҫирӗплетсе каларӗ, кӑна вӑл пирӗн чӗлхери базис сӑмахӗсем тӗпрен илсен тӗрӗк чӗлхи пулнипе ӗнентерчӗ. Ҫамрӑк тӗпчевҫӗ пирӗн чӗлхе ыттисемпе мӗнле ҫыхӑнура пулни ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Этимологи урлӑ халӑхсен историне мӗнле тӗпчеме пуласси пирки чарӑнса тӑчӗ. Тӗслӗх пек вырӑс чӗлхине пӑлхар сӑмахӗсем ӑҫтан кӗнине ӑнлантарса пачӗ — хӑшне Танай пӑлхарӗсенчен илнине мӗнле пӗлмелле, хӑшне вара Атӑлҫи пӑлхарӗсенчен. Унсӑр пуҫне Александр Атӑлҫи Пӑлхарстанра мӗншӗн тутарсем ӗнентернӗ пек кӑпчак чӗлхи пулма пултарайманни пирки те асӑнчӗ. Сӑлтавӗ кӑпчаксем вӑл вӑхӑтра пачах урӑх вырӑнта тӗпленсе пурӑннинче тата кӳршӗлле халӑхсен лексикине ҫав тапхӑрта кӗнӗ сӑмахсем ҫуккинче.
Лекцин пӗр пайӗ хӑш-пӗр чӗлхесенчи сӑмахсем чӑваш чӗлхинчи пек пулни ҫинчен пулчӗ, Александр ӑнлантарнӑ тӑрӑх ҫав сӑмахсен чылай пайӗ пӗрешкел илтӗнет кӑна, пирӗн чӗлхесем хушшинчи ҫыхӑнӑва кӑтартмасть.
Шупашкарта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн «Чӑвашсем хальхи тӗнчере: истори тата культура» кӗнеке серин иккӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. Ӑна «Чуваши Присвияжья: история и культура» ят панӑ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекере Сӗве тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсен историпе культурине ҫутатса панӑ. Унта Тутарстан, Чӗмпӗр облаҫӗ, Чӑваш Республики кӗнӗ. Унта уявсене, ҫемье йӑлисене, пултарулӑхне, фольклорти тӗрлӗ жанра тишкернӗ.
Ӗҫе ушкӑн пурнӑҫланӑ. Ун йышне этнографсем, музыковедсем, социологсем, фольклористсем, чӗлхеҫӗсем кӗнӗ.
Кӑларӑм 1 пин тиражпа тухнӑ. Вӑл этнографи, истори, гуманитари енӗпе ӗҫлекенсемшӗн, студентсемшӗн, шкулта вӗренекенсемшӗн усӑллӑ.
Сӑмах май, кӗнеке серинчи пӗрремӗш кӗнеке «Симбирско-саратовские чуваши» ятлӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе ҫул хыҫҫӑн ҫул шунӑ май ҫамрӑк ӑру ҫӗршывӑн историйӗнче ҫырӑнса юлӑн ҫав кунсен пӗлтерӗшне, тен, ӑнлансах та каймасть-тӗр. 1812 ҫулхи вӑрҫӑ манӑҫнӑ евӗрех ҫав кунсен чапӗ те асран тухать тесе шухӑшлаҫҫӗ Ҫӗмӗрлери 3-мӗш вӑтам шкулта. Икӗ-виҫӗ ҫар ертӳҫине асӑннипех, пӗр-ик ҫапӑҫу пирки каланипех ан ҫырлахчӑр тесе вӗренӳ учрежденийӗ радиолинейкӑсен ярӑмне пуҫарнӑ.
Ярӑма паттӑр пионерсене халалланӑ. 1941–1945 ҫулсенчи аслӑ вӑрҫӑра ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн вӗсем те тӳпе хывнӑ-ҫке. Шкул музейӗн ертӳҫи Л.И. Лермонтова паллӑ пионерсем пирки куллен каласа кӑтартӗ.
Паян Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче эпир хатӗрлесе кӑларнӑ Чӑваш Енӗн чӑвашла схемине хӑтларӑмӑр. Мероприятие пӗр 20 яхӑн ҫын пухӑнчӗ. Хӑтлава (презентацие) Николай Егорович Лукианов ертсе пычӗ, тухса калаҫакансем йышӗнче схемӑна хатӗрленӗ Николай (Аҫтахар) Плотников, Праски Витти ӳнерҫӗ, Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ, Владимир Милютин хореограф тата ыттисем пулчӗҫ. Вӗсем схемӑна кӑларнине ырларӗҫ, ӑна халӑх патне епле ҫитермеллине сӳтсе яврӗҫ, сӗнӳсемпе канашсем пачӗҫ.
Хӑтлавӑн иккӗмӗш пайӗнче Сергей Щербаков историк пухӑннисем умӗнче 1918 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче иртнӗ чӑваш ҫарӗн пӗрремӗш пухӑвӗ ҫинчен каласа пачӗ. Хӑй сӑмахӗнче вӑл ҫак пуху хӑй вӑхӑтӗнче самай пысӑк йӗр хӑварни пирки, унта тунӑ йышӑнусемпе кайран автономи йӗркеленӗ чухне те усӑ курни ҫинчен пӗлтерчӗ. Итлекенсемшӗн ку доклад питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ — ыйтусем умлӑн-хыҫлӑн пулчӗҫ, Щербаков историк вара вӗсене хуравсӑр хӑвармарӗ.
Аса илтеретпӗр, Чӑваш Енӗн чӑвашла схеми иртнӗ ҫулталӑкӑн раштав уйӑхӗ пуҫламӑшӗнче А1 форматпа пичетленсе тухрӗ.
