Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Йӑлӑм

Ҫутҫанталӑк

2010 ҫулта ҫуннӑ вӑрман вырӑнне хунавсем лартас ӗҫ ҫӗнӗрен пуҫланнӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак акцие организацисем, ҫынсем хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Нумаях пулмасть Ҫурҫӗр поселокӗнче ҫынсем Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле 180 ҫӗпӗр кедрӗ лартнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем ҫӑка, вӗрене лартнӑ.

ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла майпа кӑҫал пуҫӑннӑ ӗҫе малалла тӑснӑ. Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче те ҫуннӑ вӑрман вырӑнӗнче хунавсем лартнӑ. Ҫавӑн пекех Пӗтӗм Раҫҫейри йывӑҫ лартмалли кун Атӑл леш енче кедр аллейи чӗрӗлнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Иртнӗ шӑматкун ҫӗршыв шӑматкунлӑха тухнӑ. Регионсенче ҫурлан юлашки шӑматкунӗнче «Симӗс Раҫҫей» экологи шӑматкунлӑхне иккӗмӗш ҫул ирттереҫҫӗ.

Республикӑра акцие 20 ытла ҫын хутшӑннӑ. Йӗркелӳҫӗсем вара унта хутшӑнакансен йышӗ икӗ хут нумайрах пуласса шаннӑ. Анчах ҫанталӑк ура хунӑ-мӗн. Ҫавӑнпа чи хастаррисем килнӗ. Вӗсем икӗ ушкӑна пайланнӑ. Пӗрисем «Чӑваш Ен» санаторире пуҫтарнӑ, теприсем Изъяр кӳлӗ патне кайнӑ.

Кӑҫалхи шӑматкунлӑха ют ҫӗршыв ҫыннисем хутшӑннӑ. Акӑ Таня Фраундорфер Австрире пурӑнать. Вӑл Чӑваш Ене волонтерсен «Содружество» ценрӗ пулӑшнипе килнӗ.

Акцие Францирен, Италирен те килнӗ. ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн ҫумӗ Владимир Курчин пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем умӗнче пите хӗретме тивнӗ. Ара, вӗсем патӗнче кунашкал шӑматкунлӑхсем ирттермеҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫынсем ҫӳпӗлемеҫҫӗ-мӗн.

 

Спорт

Ӗнер пирӗн республикӑра ҫӑлавҫӑсен шывра тупӑшассипе ӑмӑрту пуҫланнӑ. Унта Атӑлҫи федераци округӗсенчи ушкӑнсем килсе ҫитнӗ. Спорт мероприятийӗ Йӑлӑмри «Солнышко» турист базинче иртнӗ.

Инспекторсем парта хушшине ларса хӑйсен кулленхи ӗҫне епле пӗлнине хут тӑрӑх тӗрӗсленӗ. Хуравлама вӗсене сехет ҫурӑ вӑхӑт панӑ. Теори пайӗ хыҫҫӑн инспекторсен шывра 5 километр тӑршшӗ инҫӗше хӑвӑрт ҫӗнессипе тупӑшма тивнӗ. Ӑмӑртура мотор кимӗсемпе те, катерсемпе гидроциклсемпе те ярӑннӑ.

Ӑмӑртӑвӑн пилӗк тапхӑрӗ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫӗ-ушкӑна палӑртӗҫ. Унӑн вара Атӑлҫи тӑрӑхне Раҫҫейри ӑмӑртура хӳтӗлемелле пулать.

 

Юнкун, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Раҫҫей вӑрман лартса-ӳстерес кунне уявлать. Шӑпах ҫак кун ҫунҫанталӑка, ҫӗршыв илемне юратакансене пурне те Йӑлӑм енчи вӑрмана пушарпа сиенленнӗ вырӑнсене сыватма — йывӑҫсем лартма, тирпейлӗх кӳме — чӗнеҫҫӗ.

Акцине хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансен Республика тӳремне 7:45–8:00 сехете пухӑнмалла. Йӗркелӳҫӗсем пурне те автобуспа Йӑлӑм енне илсе кайӗҫ.

Хутшӑнакансене вӗри апатпа сӑйлӗҫ. Йывӑҫ лартас ӗҫ тулли кӑмӑлпа, кӑсӑклӑ иртессе шантараҫҫӗ. Ушкӑнпа килекенсене парнесемпе чыслама паллӑртнӑ.

Акцие хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансем ҫак адреспа регестрациленме пултараҫҫӗ: http://vk.com/topic-53444776_28109752

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62691.html
 

Йӑлӑм енчи пушар. ИӖМ сӑнӗ
Йӑлӑм енчи пушар. ИӖМ сӑнӗ

Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх йӑлӑм енчи пушара тытса чарнӑ, вӑл малалла сарӑлассин хӑрушлӑх ҫук. Северный посёлок ҫыннисем (ҫав шутра Первомайскинче, Пролетарскинче пурӑнаканнисем те) хӑйсен килӗсене те таврӑна пуҫланӑ.

ИӖМ информацийӗ тӑрӑх ҫулӑм хальхи вӑхӑтра 10 гектарта алхасать. Ку вырӑн 53 тата 55 №-лӗ шурлӑ кварталсенче, Лебединое кӳлӗрен ҫӳрҫӗререх вырнаҫнӑ. Пушарпа 412 ҫын, 100 ытла техника кӗрешет. Лабораторисенчи тӗрӗслев тӑрӑх сывлӑшри углерод йӳҫекӗпе озот диоксид шайӗ юракан концентрацинчен иртмест.

«Сӑрҫум» заповедникри тата Улатӑр районӗнчи Кире вӑрман хуҫалахӗнчи пушарсене те тытса чарнӑ.

Ҫитес вӑхӑтра пушарпа кӗрешекенсен йышӗ майӗпен чакӗ. Пушарсене пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти сывлӑш та тасаласса шанмалла.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне пур сферӑра та ӑнӑҫлӑ пулма тивӗҫ. Ансат мар ӗҫлӗ ыйтусене татса пама май килӗ, ӗҫлӗ тӗлпулусем те ӑнӑҫлӑ иртӗҫ. Ҫуркунне ҫитнӗ май хӑвӑра та пӑхмалла: сывлӑха тимлӗ, сисчӗвлентерекен симптомсене курмӑш ан пулӑр.

Пуш, 14

1900
126
Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1911
115
Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ.
1923
103
Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ.
1926
100
Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1933
93
Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ.
1956
70
Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1998
28
«Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем