ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Канашра 18 ҫулти каччӑна шыраҫҫӗ. Вӑл 11 кун каялла килтен тухса кайнӑ. Унӑн хӑйӗнпе пӗрле ҫула тухмалли сумка пулнӑ.
Семенов Владимир Вячеславович – 2003 ҫулта ҫуралнӑскер. Вӑл килтен ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Каччӑ 169 сантиметр ҫӳллӗш, ырхан кӗлеткеллӗ.
Хӑйӗнпе пӗрле вӑл сумка йӑтнӑ. Владимир хӗрлӗ футболка, тӗттӗм кӑвак шорты, хура сандали тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курсан 8 800 700 54 52 е 112 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Чӑваш Енре 65 яш-хӗр Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче 100 балл пухнӑ. Вӗсенчен улттӑшӗ икӗ экзаменра 200 балл илнӗ.
Пӗр ҫамрӑк аппеляцире хушма 1 балл илнӗ. Аса илтерер, икӗ предметпа 200 балл пухакансем ҫак шкулсенче вӗреннӗ ҫамрӑксем пулнӑ: Шупашкарти 3-мӗш лицей (физика тата математика), Шупашкарти 5-мӗш гимнази (хими тата вырӑс чӗлхи), Шупашкарти 2-мӗш гимнази (вырӑс чӗлхи тата обществознани), Шупашкарти 61-мӗш шкул (вырӑс чӗлхи тата информатика), Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкул (вырӑс чӗлхи тата обществознани), Канашри 8-мӗш шкул (истори тата обществознани).
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Канаш хулинче пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. 47 ҫулти вӑй питтие ҫынна вӗлерме тӑнӑшӑн айӑплӗҫ.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 25 минутра хайхи этем пӗр общежитире пурӑнакан кӳршипе харкашма тытӑннӑ. 25 ҫулхи ҫамрӑка асли унччен те килӗштермен, унпа хирӗҫсе пурӑннӑ иккен. Сӑмахпа кӑна харкашни ҫитмен — 47-ри арҫын хальхинче алла ҫӗҫӗ ярса илсе ҫамрӑка чикнӗ. Каччӑн чӗри тата ӳпки аманнӑ.
Юрать, каччӑ инкек вырӑнӗнчен тарса ӳкнӗ тата пӑтӑрмаха курнисем хушша-хуппа кӗни те вырӑнлӑ пулнӑ. Тухтӑрсем вӑхӑтра пулӑшнипе ҫамрӑк чӗрӗ тӑрса юлнӑ.
47-ри усал этем кӗҫех суд тенкелӗ ҫине ларнӑ.
Шкутан вӗренсе тухакансен экзаменсем вӗҫленнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: тӑватӑ ҫамрӑк икӗ предметпа 100-шер балл пухнӑ.
Ҫак маттур яш-хӗр Шупашкарти 3-мӗш лицейра, 5-мӗш гимназире вӗреннӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑк обществознанипе тата вырӑс чӗлхипе 100-шер балл пухнӑ. Канашри 8-мӗш шкулта ӑс пухнӑ ҫамрӑк та маттур: вӑл обществознанипе тата историпе чи нумай балл пухнӑ.
Сӑмах май, патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсен хушма тапхӑрӗ утӑ уйӑхӗн 12-17-мӗшӗсенче иртӗ.
Чӑваш Енри чи пысӑк хуласенчен пӗри, Ҫӗнӗ Шупашкар (Шупашкар хыҫҫӑн калӑпӑшӗпе вӑл иккӗмӗш) каллех ертӳҫӗсӗр тӑрса юлнине «Regnum» информаци агентстви пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Алексей Ермолаев хулан сити-менеджерӗн Павел Семёновӑн полномочийӗ вӑхӑт ҫитичченех вӗҫленни ҫинчен калакан хушӑва ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ӗҫрен кайма ыйтса Павел Семёнов ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех заявлени ҫырнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл икӗ эрнелӗх отпуска кайнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама сити-менеджерӑн ҫумне Дмитрий Пулатова шаннӑ.
Канашра 1976 ҫулта ҫуралнӑ Павел Семёнов Ҫӗнӗ Шупашкарӑн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче 7 уйӑхран та сахалрах ӗҫленӗ. Вӑл должноҫе ӑна пӗлтӗрхи раштавӑн 2-мӗшӗнче шанса панӑччӗ.
2000 ҫултанпа сити-менеджер должноҫне Ҫӗнӗ Шупашкарта тӑхӑр ҫын йышӑнса пӑхма ӗлкӗрнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем 100 ҫултан иртнӗ 10 пациента пулӑшнӑ. Вӗсенчен 9-шӗ – хӗрарӑмсем, пӗри – арҫын.
Пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнӑскерсене мӗн канӑҫсӑрлантарнӑ? Вӗсен юн пусӑмӗ ӳснӗ, ӳт температури хӑпарнӑ, сывлама йывӑрланнӑ.
100 ҫултан иртнисем Шупашкарта, Канашра, Етӗрнере, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Муркаш районӗсенче пурӑнакансерсем. Чи асли – 107 ҫулта. Вӑл вӑй ҫуккине, пуҫ ҫаврӑннине туйнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канашра нумай хутлӑ ҫуртран ача ӳкнӗ. Телее, вӑл чӗрех юлнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ача Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалланӑ урамра 85-мӗш ҫуртӑн 4-мӗш хутӗнчен ӳкнӗ. Инкек пирки васкавлӑ медпулӑшӑва 16 сехет те 3 минутра пӗлтернӗ. Тухтӑрсем 7 минутран ҫитнӗ. Ачана Шупашкара илсе ҫитернӗ.
Шӑпӑрлана Республикӑри ача-пӑча клиникине вырттарнӑ.
Республикӑн патшалӑх истори архивӗн сайтӗнче Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Эрнст Мокеева халалласа страница хатӗрленӗ.
Мускавра пурӑнакан, Канашра 1936 ҫулта ҫуралнӑ пултаруллӑ кинорежиссёр, литератор тата художник-график ҫӗртме уйӑхн 12-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл чылай ҫул Чӑваш телекуравӗнче ӗҫленӗ. Мускава куҫса кайсан та Чӑваш Енпе ҫыхӑнӑва татман. Истори архивӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑван тӑрӑха кашни килмессерен художество музейӗнче курав йӗркелет е пӗр-пӗр культура форумне хутшӑнать. Патшалӑх архивӗпе Эрнст Мокеев 2010 ҫултанпа туслӑ ҫыхӑну тытать.
Чӑваш Енре кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗччен республикӑра 4489 ача ҫуралнӑ. Вӗсенчен 2298-шӗ – арҫын ача, 2191-шӗ – хӗрача.
Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 100 йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 8 мӑшӑр нумайрах.
Ытларах йӗкӗрешсем Шупашкарта ҫуралнӑ: 58 мӑшӑр. Ҫӗнӗ Шупашкарта 12 йӗкӗреш ҫуралнӑ. Канаш, Улатӑр хулисенче 6-шар йӗкӗреш, Муркаш тата Шупашкар районӗсенче 4-шар йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Патӑрьел, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне районӗсенче, Ҫӗмӗрлере 2-ше йӗкӗреш ҫуралнӑ.
Регион управленийӗн центрӗ Канашри пысӑк кӳлленчӗке пӗтернине пӗлтернӗ. Асӑннӑ органа пӗлтӗр, ҫулталӑк вӗҫӗнче йӗркеленӗччӗ. Вӑл кӑлтӑксем пирки ҫынсем тӗнче тетелӗнче хыпарланине сӑнаса тӑрать, яваплӑ органсене евитлет.
Маларах «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи пабликсенчен пӗринче Канашри пӗр хастар Пушкин урамӗнчи 46-мӗш ҫурт тӗлӗнче шыв кӳлленчӗкӗ тӑнине хыпарланӑ. Ҫав вырӑна шапасем килӗштернӗ, унта васкаса иленнӗ.
Регион управленийӗн центрӗ кӳлленчӗк пирки Канаш хула администрацине систернӗ, ыйтӑва татса памалли пирки асӑрхаттарнӑ. Унтисем вӑрах кӗттермен — кӑлтӑка пӗтернӗ.
Регион управленийӗн центрӗ Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, Канашри шапасен урӑх вырӑн шырама тивӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Курак Иван Игнатьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Константин Геннадьевич, Тутарстанри ЧНКА ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |