Елчӗк районӗнчи «Волчье логово» (чӑв. Кашкӑр йӑви) сунарпа хӑна ҫуртӗнче сунар биатлонӗ енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Ку хыпара лаш-таяпасем «Контактра» ушкӑнра ҫӗркаҫ пӗлтернӗ.
Ӑмӑртӑва пӗр тӑван Князевсем пуҫарнӑ. Ҫанталӑк сиввине кура вӗсем пурне те вӗри чейпе, канихвет-пӗремӗкпе хӑналанӑ. Лаш Таяпара пурӑнакансемпе унта ҫуралса ӳснисем хӑнасене вырӑнти паллӑ вырӑнсемпе паллаштарнӑ. Ҫил кастарса хир тӑрӑх вӗҫтерме кӑмӑллакансене юр ҫийӗн ҫӳрекен машинӑпа — снегоходпа — ярӑнтарнӑ.
Сунар биатлонне вара тӗрлӗ тӑрӑхри: Мускаври, Шупашкарти, Канашри, Комсомольскипе Елчӗк районӗнчи — сунарҫӑсем хутшӑннӑ. Канашсен ушкӑнӗ пуринчен те маттуртарах пулнӑ. Ҫавӑнпа вӗсене пӑлан тата укҫа парса хавхалантарнӑ.
«Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» холдинг хӑвӑрт ҫӳрекен пуйӑспа инҫе ҫула тухакан пассажирсене какай ҫитерме пӑрахнӑ. Унсӑр пуҫне вӗсене пулӑпа ҫӑмарта та лекмӗ. Анчах ҫакӑ — вӑхӑтлӑха кӑна.
«Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» холдингӑн Чулхулари чукун ҫулӗн корпоратив ҫыхӑнӑвӗсен пайӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Алена Чернышева пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйне евӗр апат типӗ тытакансене ҫеҫ пырса тивет. Анчах вӗсене те ирӗксӗрлесе ҫитермӗҫ. Хӑйсене килӗшекен менюна пассажирсем билет туяннӑ чухнех суйлаҫҫӗ.
Типӗ тытакансен рационӗпе хӑвӑрт ҫӳрекен «Сапсан» пуйӑсри пӗрремӗш класлӑ тата услам-класлӑ вырӑнсене билет туяннисене ҫеҫ тивӗҫтереҫҫӗ. Ун пек пуйӑссем Шупашкара ҫӳремеҫҫӗ-ха. Вӗсем, сӑмахран, Мускавран Питӗре тата Чулхулана хутлаҫҫӗ.
Нумай пулмасть Мускавра Пӗтӗм тӗнчери «Продэкспо – 2018» куравпа килӗшӳллӗн «Чи лайӑх ҫимӗҫ» конкурс тупӑшӑвӗ иртнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: унта чӑваш кондитерӗсем Гран-при ҫӗнсе илнӗ. Тӳрех каламалла: вӗсем кунашкал сумлӑ наградӑна иккӗмӗш ҫул тивӗҫеҫҫӗ ӗнтӗ.
Экспертсем ҫак курава пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Эппин, вӑл сумлӑ мероприяти. Унта ҫулсерен тӗнчери 2 пин ытла усламҫӑ хӑйӗн ҫимӗҫӗсемпе паллаштарать. Вӗсен хушшинче Чӑваш Енри «Акконд» палӑрнӑ.
Кондитер хапрӑкӗ 7 тӗслӗ пылак ҫимӗҫӗпе паллаштарнӑ. Вӗсене жюри пысӑк хак панӑ. Палӑртмалла: хапрӑк ҫак курава ҫулсеренех хутшӑнать. Вӑл туса кӑларакан канихвет-печени тӗнчипех сарӑлнӑ. Курава хутшӑнни хапрӑка ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хутшӑнусем йӗркелеме май парать.
Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп суйлав комиссийӗ Чӑваш Енри суйлавҫӑсен списокне епле йӗркеленине тӗрӗслӗ. Аса илтерер, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Раҫҫей Президентне суйлӑпӑр. Суйлав кампанийӗ пуҫланчӗ ӗнтӗ. Ҫакӑ республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче те, федераци шайӗнчи МИХсенче те сисӗнет.
«РИА-Новости» пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ене РФ Тӗп суйлав комиссийӗн ревизорӗсем килмелле. Ҫакӑн пирки комисси ертӳҫин ҫумӗ Николай Булаев пӗлтернӗ иккен.
Аса илтерер, Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑҫалхи Президент суйлавӗн кунӗнче Мускавра тата Мускав облаҫӗнче пулассине йышлӑн пӗлтернине эпир хыпарланӑччӗ. Федераци МИХӗсенчен пӗри хыпарланӑ тӑрӑх, Мускав облаҫӗнче Чӑваш Енри 652 ҫын сасӑласшӑн. Ҫакна Николай Булаев шанмасӑртарах йышӑннӑ. «Лару-тӑру хӑмпӑлчӑланса тӑрать, ӑна тӗрӗслеме тивет», – тенӗ вӑл.
Шупашкарта Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Арт-Геграфи» курав проекчӗпе паллаштарнӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.
Проекта ӳнерҫӗсем, фотографсем, журналистсем, скульпторсем, мусӑкҫӑсем, тӗрӗ ӑстисем хутшӑннӑ. Вӗсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ: Питӗртен, Мускавран, Псковран, Чулхуларан тата ытти хуларан.
«Арт-Геграфи» проект пултарулӑх ҫыннисене пӗрлештернӗ. Пултарулӑх лапамӗнчи пур ӗҫ те конкурса хутшӑнӗ. Кашни ӗҫӗн – уйрӑм номинаци. Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир Васин ав хӑйӗн вӗренекенӗсен ӗҫӗсене – пукансемпе сӗтелсене - илсе килнӗ.
Шупашкарти скульптор Сергей Плешков чӗрчунсен кӳлеписене ҫеҫ ӑсталать. Вӑл керамикӑпа, кантӑкпа, тимӗрпе, йывӑҫпа ӗҫлет. Сергей конкурса чи лайӑх ӗҫӗсене илсе килнӗ.
Куравра ытларах картинӑсем пулнӑ. Килен-каян вӗсемпе кӑсӑклансах паллашнӑ.
Шупашкарти аэропорт техника енчен пуянлансах пырать. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче унта амбулифт туяннӑччӗ. Ҫак хатӗр урапапа ҫӳрекен сусӑрсене самолета лартма тата антарма кирлӗ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗлтӗр иртнӗ сусӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне килнӗ спортсменпа сиксе тухнӑ пӑтӑрмах хыҫҫӑн туянма йышӑннӑччӗ. Шупашкарти аэропорт пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче амбулифт туянассине иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗччӗ. Оборудовани Шупашкара раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче килсе ҫитнӗччӗ.
Шупашкарти аэропортра халӗ тата пассажир трапӗ туяннӑ. Ҫӗнӗ хыпара паян пӗлтернӗ. Ку оборудовани те — самолетпа вӗҫме кӑмӑллакансене меллӗ пултӑр тесе илнӗ япала.
Пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 10–15-мӗшӗсенче Муркаш районӗнче «Юман» илемлӗ фильм ӳкерме палӑртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Халӗ ӑна сасӑ, тӗс, кӗвӗ енӗпе якатса ҫитермелли юлнӑ. Фильм режиссерӗ тата сценарисчӗсенчен пӗри Елена Рябцева унпа тӗрлӗ кинофестивале хутшӑнасшӑн. Еленӑпа эпир Фейсбукра ҫыхӑнтӑмӑр, фильм пирки каласа кӑтартма ыйтрӑмӑр.
Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, халӗ Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан ӑстан киноӳнерти пултарулӑхӗпе пирӗн тӑрӑхрисем Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» II кинофестивалӗнче паллашрӗҫ.
«Юман» сценарине вӑл Мускаври ҫӗнӗ кино шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ Рикке Бринпа ҫырнӑ. Фильмра Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, чӑваш халӑх артистки Нина Яковлева, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗ Иосиф Дмитриев-Трер, Геннадий Айхи ҫыравҫӑн хӗрӗ Вероника тата ыттисем ӳкерӗннӗ.
Вероника «Ӑҫта каян, чӗкеҫ» юрра Нина Яковлевӑпа юрлать. Чӑвашла пӗлмен хӗре чӑваш сассисене кӑларма Мускавра пурӑнакан хреснашшӗ вӗрентнӗ. Вероника Мускаври театрсенчен пӗринче актерта ӗҫлет.
«Эревет» ансамбль иртнӗ шӑматкун Кремльти кермен сцени ҫине тухнӑ. Концерта Анастасия тата Захар Заволокинсем ертсе пынӑ. Мероприятине «Янра, хут купӑс!» телепроект йӗркелӳҫи, Раҫҫей халӑх артисчӗ Геннадий Заволокин ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Республикӑри ачасен халӑх инструменчӗсен кӑтартуллӑ «Эревет» ансамбльне 28 ача ҫӳрет. Мускава вӗсем тата пысӑкрах йышпа, 35-ӗн, кайнӑ. Йышра унччен ансамбле ҫӳренисем те пулнӑ.
Мускаври Кремльти сумлӑ сцена ҫинче Чӑваш Енри 11 хут купӑсҫӑ, 5 параппанҫӑ, 6 контрабас-балалайкӑҫӑ тухнӑ. Унсӑр пуҫне шӑпӑр, шӑхлич, ытти инструмент калакан пулнӑ.
1981 ҫулта йӗркеленнӗ «Эревет» чылай ҫӗршыва: Италие, Францие, Германие, Бельгие, Голландие, Австрие, Словение, Словакие, Венгрие, Дание, Швецие, Финляндие, Турцие тата ытти ҫӗре — ҫитсе курнӑ.
«Нордвинд» авиакомпани Шупашкартан Мускава тата каялла вӗҫекен самолётсен расписанине улшӑнусем кӗртессине пӗлтернӗ. «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ расписани пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ.
Чӑваш Енӗн транспорт министерстви хыпарланипе килӗшӳллӗн, республика тӗп хулинчен самолёт пӗр сехет маларах вӗҫӗ. Ҫапла вара хула ҫыннисем тата хӑнисем тӳпене 9:10 сехетре хӑпарӗҫ, Мускаври «Шереметьево» аэропорта 10:30 сехетре ҫитӗҫ.
Унсӑр пуҫне «сывлӑш карапӗ» ҫӗршывӑн тӗп хулинчен те урӑх вӑхӑтра вӗҫсе тухӗ. Пассажирсене, хальхипе танлаштарсан, 40 минут маларах лартса тӳпене 7.05 сехетре ҫӗкленӗ, Шупашкарти аэропорта 8.25 сехетре анса ларӗ.
Палӑртса хӑвармалла, «Нордвинд» авиакомпанийӗн самолёчӗсемсӗр пуҫне Шупашкартан Мускава тата каялла «Победа» фирмӑн «сывлӑш карапӗсем» те вӗҫеҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑҫалхи Президент суйлавӗн кунӗнче Мускавра тата Мускав облаҫӗнче пулассине йышлӑн пӗлтернӗ. Ку хыпара Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Булаев каланине «Московский комсомолец» хаҫатра нарӑсӑн 12-мӗшӗнче ҫырса кӑтартнӑ. Мускав облаҫӗнче Чӑваш Енри 652 ҫын сасӑласшӑн иккен.
Николай Булаев Чӑваш Ен ҫыннисем ҫав кун ҫӗршывӑн тӗп хулине тата облаҫне талпӑннине шанмасӑртарах йышӑнни сисӗнет. «Лару-тӑру хӑмпӑлчӑланса тӑрать, ӑна тӗрӗслеме тивет», – тенӗ иккен РФ Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ.
Палӑртар, кӑҫалхи суйлавра ҫын хӑй пропискӑра тӑман вырӑнта та сасӑлаять. Ку мелпе усӑ курас тесен территорири суйлав комиссине е патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсене кӳрекен нумай функциллӗ центра кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗччен паспортпа каймаллаччӗ. Ҫак уйӑхӑн 25-мӗшӗччен заявление участокри кирек хӑш суйлав комиссийӗнче йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса ҫырнине Патшалӑх пулӑшӑвӗсен пӗрлехи порталӗ урлӑ та ҫитерме юрать. Кун пеккине пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ильин Аврамий Ильич, чӑваш актёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш Республикин паянхи историйӗн патшалӑх архивне йӗркеленӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |