
Муркаш районӗнчи халӑх Китай ҫыннисем килнӗшӗн кӑмӑлсӑрланни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ку ыйту федераци кӑларӑмне те кӑсӑклантарнӑ.
Аса илтерер: Эхветкасси ялӗ ҫывӑхӗнче Китай ҫыннисем сӗт савучӗ хута ярасшӑн. Юпасем лартма пуҫласан кӑна вырӑнти халӑх кун пирки пӗлнӗ. Халӗ унта карта та туса лартнӑ.
Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче муркашсен ыйтӑвне «Настоящее время» (чӑв. «Хальхи вӑхӑт») ҫутатнӑ. «Неизвестная Россия» автор проектӗнче Китай ҫыннисем чӑваш ҫӗрне ярса илни пирки видеорепортаж кӑтартнӑ.
Китай ҫыннисем савут кӑна мар, 500 ҫын вырнаҫмалӑх общежити те тӑвасшӑн-мӗн. Республика влаҫӗ ирӗк панӑ. Халӗ колхозӑн чи лайӑх 40 гектарӗ Китай ҫыннисен аллинче.
Муркашсен шухӑшӗпе, савут вӗсен сывлӑхне япӑх витӗм кӳрӗ. Ҫывӑхри ял ҫыннисем те савут строительствине хирӗҫ. Вырӑнти халӑх вӗсен шухӑшне ыйтмасӑрах ҫӗре ют ҫӗршыв ҫыннисене панӑшӑн кӑмӑлсӑр.
Ҫынсем ҫӑлсенчи шыв тасамарланасран хӑрать. Кашнин тенӗ пекех пахча, выльӑх-чӗрлӗх пур. Эхветкассисем парӑнасшӑн мар, вӗсем пӑшӑрхантаракан ыйтӑвӗ пирки Мускава та ҫырса пӗлтересшӗн.

Паян Атнер Хусанкай филолог, литература критикӗ, публицист 70 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Хисеплӗ ҫынна хисеп туса Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн Геннадий Айхи залӗнче «Геннадий Айги тата Атнер Хузангай» пӗчӗк курав уҫӑлнӑ.
Вулавӑшра пӗлтернӗ тӑрӑх, Атнер Петровичпа Чӑваш халӑх поэчӗ Геннадий Айхи питӗ туслӑ пулнӑ. Вӗсене чӑваш чӗлхине, чӑваш, вырӑс, тӗнче поэзийӗпе культурине юратни питех те ҫывӑхлатнӑ. Ӑслӑ-тӑнлӑ икӗ ҫын 1970 ҫулхи ҫулла Мускаври В. Маяковский музейӗнче паллашнӑ. Ун хыҫҫӑн тӗлпулусемпе уйрӑлусем, аякри тата инҫетри калаҫусем пӗрре кӑна мар пулнӑ. Ҫирӗп туслӑх никӗсӗнче — Петӗр Хусанкай, Атнер Петровичӑн ашшӗ, Геннадий Лисинӑн (ун чух вӑл Айхи хушма ятпа ҫӳремен) хреснашшӗ пулни те.

Паян, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫанталӑк ӑшах пулмарӗ. Ҫапах ку «моржсене» пӗрре те хӑратмасть. Паян Шупашкарта сивӗ шывра ишме юратакан спортсменсен хушшинче ӑмӑрту иртнӗ.
Тупӑшӑва ӳт-пӗве пиҫӗхтермелли тата хӗллехи спорт федерацийӗ йӗркеленӗ. Спортсменсем Атӑлта ишнӗ.
Ӑмӑртӑва тӗрлӗ регионти спортсменсем ҫитнӗ. Шупашкара Мари Республикинчен, Чӗмпӗр облаҫӗнчен, Тутар Республикинчен, Мускавран килнӗ. Спортсменсем 100, 800 тата 1600 метрлӗ дистанцисене парӑнтарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене медальпе тата дипломпа чысланӑ.

Ача-пӑча батута питех те килӗштерет. Халӗ вара Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайон картишӗнче урамри батут пур иккен. Ҫакна Евгения Федорова Фейсбукра пӗлтернӗ. Вӑл хӑй те ун ҫинче сиксе пӑхнӑ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, строительсем те сикнӗ, анчах сӑпайлӑскерсем сӑн ӳкерӗнме килӗшмен.
Картишӗнчи батута хурлакансем те тупӑннӑ. Георгий Богуславский ятлӑ ҫын ун пек хатӗре никам пӑхса тӑмасан вӑл ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратасран шикленет. «Инструкцинче е паспортра мӗн ҫырнӑ?», — ҫамрӑк пулин те ват ҫынла тӗплӗн шухӑшлать вӑл. Темиҫе ача пӗр харӑс сиксе суранлансан мӗн пулӗ тесе те пӑлханнӑ май кирек епле пулӑшу та хӑрушсӑр пулмалла тесе пӗтӗмлетнӗ. Анна Первушина Мускавра ун пек батут пуррине пӗлтернӗ. Vera Yurokina вӑл батутран тухса ӳкме май ҫуккине ӗнентернӗ.

Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ пулнӑ Леонид Волкова кӑштах айӑпсӑр тесе йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ӑна икӗ эпизод тӗлӗшпе айӑпсӑр тесе йышӑннӑччӗ. Кун пирки эпир «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫата Леонид Волковӑн ваккачӗ Евгений Райков пӗлтерни тӑрӑх ҫырнӑччӗ.
Леонид Волковпа ҫыхӑннӑ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтӗмӗр. Ӑна Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Мускаври ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Суд Леонид Волкова хупса усрама йышӑннӑ. Ку хыпара «Ҫыхӑнура» форум журналисчӗсене Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗнче ҫирӗплетнӗ.
Леонид Волкова хыснаран 1,6 миллион вӑрланӑ тесе айӑпласшӑн.

Шупашкартан Мускава тата ҫӗршывӑн тӗп хулинчен Чӑваш Енӗн тӗп хулине вӗҫекен самолетсен расписанине хушма рейссем кӗртнӗ. Анчах халех мар. Улшӑну юпа уйӑхӗнче пулӗ.
Расписанипе Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви Шупашкарти аэропорт хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ.
Хушма авиарейс кӗртекенни — «Победа» авиакомпани. Рейссене вӑл авӑн уйӑхӗн 14, 21, 26-мӗшӗсем валли уҫнӑ. Ҫав кунсенче самолет Мускавран 10 сехетре хускалӗ, Шупашкара 11 сехет те 20 минутра ҫитӗ. Шупашкартан 11 сехет 45 минутра вӗҫсе кайӗ, ҫӗршывӑн тӗп хулине 13 сехет 5 минута ҫитӗ.
Ҫакна та шута илмелле: аэропорт хальлӗхе ҫуллахи расписанипе ӗҫлет. Хӗллехи ҫине авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче куҫӗ. Ун пек йӗрке пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗччен пырӗ.

Шӑп та лӑп 10 ҫул каялла ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, республикӑри самбо федерацийӗн президенчӗ Александр Трофимов сарӑмсӑр вилнӗ. 2008 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Перьм хулинче Боинг-737-500 самолет ӳкнӗ. Борт ҫинче 88 ҫын пулнӑ. Вӗсен йышӗнче – Александр Трофимов та. Вӑл Прикамье тӑрӑхне самбо турнирне вӗҫнӗ пулнӑ.
Самолет Мускаври Шереметьево аэропортӗнчен ҫур ҫӗр иртни 1 сехет 12 минутра вӗҫсе тухнӑ. 3 сехет те 10 минутра пилотпа ҫыхӑну татӑлнӑ. Авиалайнер Перьм хули ҫийӗн вӗҫнӗ чухне ӳкнӗ.
Паян Чӑваш Енре ҫав куна, Александр Трофимов депутата аса илеҫҫӗ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ премьера хатӗрлет. Ӑна авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче сцена ҫине кӑларма палӑртнӑ. Вӑл хайлав Валентин Катаевӑн «Миллион терзаний» (чӑв. Хӑлха ҫаккишӗн хӑлха чикки) пьеси тӑрӑх лартнӑ камит пулӗ.
Хайлавӑн тӗп сӑнарӗ, интеллигентлӑ, вӑтам ҫулсенчи ӗҫсӗр арҫын, вырӑс интеллигенцийӗн ялавне ҫӳлте йӑтма чӗнсе калать. Хӑйӗн ачисене ҫапла вӗрентет вӑл. Спектакле Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов лартнӑ, художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев.
Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла. Чӑваш Енри театрсем ҫак кунсенче черетлӗ сезона уҫрӗҫ. Сӑнавлӑ театрти чаршав авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлчӗ, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче — Вырӑс драма театрӗнче.

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн позицийӗ утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче чакнӑ. Ҫакӑн пирки «Рейтинг» информаци коммуникацийӗсен центрӗ пӗлтернӗ.
Кӗпӗрнаттӑрсен наци рейтингӗнче Михаил Игнатьев халӗ 42-мӗш вырӑн йышӑнать. Унчченхинчен ҫакӑ 5 йӗрке чакнине пӗлтерет. Пирӗн республика ертӳҫи — танлаштарӑмӑн иккӗмӗш ушкӑнӗнче.
Атӑлҫи тӑрӑхӗсенчи регионсен пуҫлӑхӗсен хушшинче Михаил Игнатьев саккӑрмӗш вырӑн йышӑнать. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн позицийӗ пӗр йӗрке чакнӑ.
Ҫӗршыри кӗпӗрнаттӑрсенчен танлаштарӑмра Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Тула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Алексей Дюмин татс Тӗмен облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Моор ҫӳлти йӗркесене йышӑнаҫҫӗ, Атӑлҫи тӑрӑхӗсенчинчен — Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов.
