
Йӗпреҫ районӗн сучӗ 33 ҫулти арҫын тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Арҫын ҫул ҫинче пӑтӑрмаха ҫакланнӑ та тарнӑ, машинине вара вӑрласа тарнӑ тесе евитленӗ.
Пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫак арҫын ВАЗ-210930 рулӗ умӗнче пулнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» ҫул ҫинче вӑл руле итлеттереймен, кювета чӑмнӑ.
Арҫын яваплӑхран пӑрӑнас тесе машинӑран тухнӑ та тарнӑ, полицие пырса машинӑна вӑрланӑ тесе пӗлтернӗ.
Суд арҫынна 200 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Приговор вӑя кӗмен-ха.

Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Игорь Моляков ӗҫлӗ визитпа пулнӑ. Вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Андрей Тихоновпа, поселокри хастарсемпе тата вырӑнти депутатсемпе тӗл пулнӑ.
Енсем муниципалитетри ҫивӗч ыйтусене тишкернӗ. Сӑмахран, ҫул-йӗр тӑвассине. Республика пӗлтерӗшлӗ икӗ ҫула (Мӑн Явӑш енне каяканнине тата «Нурӑс – Шӑхасан») тӗплӗн юсамалла. Вӑрнар поселокӗнчи ҫулсене те япӑхнӑ. Хальхи вӑхӑтра вырӑнтисем Советски Ашмаров, Жорж Илюкин, Пионерски, Комсомольски, Матросов урамӗсене юсамалла документсем хатӗрлеҫҫӗ. Ӗҫе пурнӑҫлама 90 миллион тенкӗ таран кирлӗ. Пурнӑҫлама палӑртса хунӑ ытти ӗҫ те самай.

Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри психоневрологи интернатӗнче пурӑнакансем кӑшӑлвируспа чирлеме пултарнӑ. Кун пирки сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ.
Юпан 10-мӗшӗнче икӗ пациентка пуҫ ыратнине пӗлтернӗ, ӳт температури те хӑпарнӑ. Вӗсене изоляцие хупнӑ, ыттисене вара тӗрӗсленӗ. Кун хыҫҫӑн тепӗр икӗ пациента изоляцие лартнӑ.
Пӗрне компьютер томографийӗ тунӑ, унӑн ӳпки пӗр енчен 5 процент сиенленни палӑрнӑ. Унӑн ытти чир пуррипе шута илсе ӑна инфекци уйрӑмне вырттарнӑ. Ҫав каҫах тепӗр 8 пацентӑн сывлӑхӗ япӑхланнӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев мерӑсем йышӑнма хушнӑ. Паян интернатра ӗҫлекен ҫынсенчен тата пациентсенчен анализ илнӗ.

Йӗпреҫ районӗнчи «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» ҫула юсама палӑртнӑ. Чӑвашупрдор автоҫула тӗпрен юсаса ҫӗнетес тӗллевпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.
Ҫула юсама 366 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку укҫапа 7,38 ҫухрӑма ҫӗнетӗҫ. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, шыв юхтаракан сооруженисене юсамалла е ҫӗнетмелле, кювета ҫирӗплетмелле, тата ытти ӗҫе пурнӑҫламалла. Кунсӑр пуҫне подрядчикӑн ҫул ҫине паллӑсем вырнаҫтармалла, разметка тумалла, хӳтӗлев картисем тытмалла тата ҫуран ҫӳремелли ҫула лайӑхлатмалла.
Асфальтӑн гарантийӗ 7 ҫулпа танлашӗ. Ҫул маларах арканма тытӑнсан подрядчик ӑна хӑйӗн укҫипе юсӗ. Ҫула ҫитес ҫул ҫӗртме-авӑн уйӑхӗнче ҫӗнетӗҫ, унтан подрядчик канӗ. 2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче каллех ӗҫе пуҫӑнӗ те юпан 31-мӗшӗнче вӗҫлӗ.

Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере арҫын виллине тупнӑ. Ку авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулнӑ.
Пӗвен юхса тухмалли пӑрӑхӗнче арҫын виллине курсан ҫынсем шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑ гидротум тӑхӑнса пӑрӑха 10 метр шала кӗнӗ те арҫын виллине илсе тухнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе полици ӗҫлет, мӗн пулса иртнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнчи нурӑс ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере те арҫын виллине тупнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Никольски – Етӗрне – Нурӑс» ҫул ҫинче чарӑнуран инҫех мар ҫын виллине тупнӑ. Полицейскисем вырӑна тӗрӗслесен «Шкода» машинӑн пайӗсене тупнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, ҫав машина шӑпах ҫак ҫынна ҫапса хӑварнӑ та. Полицейскисем «перехват» планпа ӗҫленӗ, видеокамерӑсене пӑхнӑ.
Ҫул ҫинче тупнӑ хӗрарӑм 84 ҫулти кинемей пулнӑ. Вӑл – Элӗк районӗнчен, ҫав кун хӗрӗ патӗнчен тухса киле кайма тухнӑ.
Ҫак кинемее ҫапса хӑварма пултарнӑ водителе те тупнӑ. Вӑл – Йӗпреҫре пурӑнакан 44 ҫулти арҫын. Унӑн «Шкода» машини ҫинче сиенленнӗ йӗрсем пулнӑ. Анчах хальлӗхе ҫак арҫын айӑпне йышӑнмасть. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Вӑрнар районӗнчи Нурӑс сали ҫывӑхӗнчи пӗвере пулӑҫ путса вилнӗ. Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре пурӑнакан арҫынна шырава панӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл пулла кайсан ҫухалнӑ.
Авӑнӑн 22-мӗшӗнче унӑн виллине Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере, масартан инҫех мар, тупнӑ. Арҫыннӑн кӗлетки ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр ҫук.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет, ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртнине уҫӑмлатаҫҫӗ.

Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 18 сехет те 10 минутра «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» автоҫулӑн 82-мӗш ҫухрӑмӗнче «десятка» водителӗ руле итлеттереймесӗр ҫаврӑнса ӳкнӗ. ҪҪХПИ ҫапла хыпарлать: аварире виҫӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пассажирсем машинӑран тухса ӳкнӗ. Пурте, виҫҫӗ пассажирӗ те, вилнӗ. 21 ҫулти каччӑн, 48 ҫулти арҫыннӑн тата 81-ри хӗрарӑмӑн чӗри тапма пӑрахнӑ.
Руль умӗнче 21 ҫулти каччӑ ларнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл урӑ е ӳсӗр пулнине анализсем кӑтартӗҫ.

Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 12 сехет те 30 минутра Вӑрнар районӗнче, «Никольски-Етӗрне-Нурӑс» ҫул ҫинче, «Киа-Спектра» автомашина хирӗҫ килмелли ҫул ҫине сиксе тухнӑ. Руль умӗнче Нурӑс ялӗнче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пулнӑ.
Ҫулпа ҫав тӑрӑхра пурӑнакан хӗрарӑм «Калина» машинӑпа пынӑ. Вӑл кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ транспортран пӑрӑнас тесе руле пӑрнӑ, анчах ӗлкӗреймен. Нурӑс арҫыннин автомобилӗ ӑна пырса ҫапнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилнӗ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн водителӗпе машинӑри 51 ҫулти хӗрарӑм суранланнӑ. Вӗсене районти пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «Киа» машина ҫумӑр ҫунине пӑхмасӑрах хӑвӑрт кайнӑ тата унӑн урапин резини икӗ тӗрлӗ пулнӑ.

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 21 сехет те 20 минутра «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» ҫул ҫинче, 12-мӗш ҫухрӑмӗнче, авари пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта виҫӗ ача тата аслӑ ӳсӗмри икӗ ҫын шар курнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр машина транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Пӗр машина водителӗ, унӑн салонӗнче пулна виҫӗ ача тата тепӗр машина водителӗ аманнӑ. Ачасем 3-ре, 8 ҫулта тата 12-ре.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Прокуратура ҫакна тӗрӗслесе тӑрӗ.
