
ЧР Наци вулавӑшӗн директорне Роза Лизаковӑна отставкӑна янӑ. Хушӑва республика премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Роза Лизаковӑна должноҫрен паян, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен, кӑларнӑ. Палӑртса хӑварар: вӑл ЧР Наци вулавӑшне виҫӗ хутчен ертсе пынӑ – 2001-2002 ҫулсенче, 2012-2013 ҫулсенче тата халӗ, юлашкинчен, 2020-2026 ҫулсенче.
Ҫавӑн пекех вӑл тӗрлӗ ҫулта ЧР Культура министерствинче ӗҫленӗ: 2002-2003 ҫулсенче культура министрӗн ҫумӗ,2004-2007 ҫулсенче культура тата ӳнер управленийӗн пуҫлӑхӗ, 2007-2008 ҫулсенче культура министрӗн ҫумӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех Роза Лизакова ЧР Культура министерствине икӗ хутчен ертсе пынӑ: 2008-2012 ҫулсенче, 2020 ҫулхи нарӑс-авӑн уйӑхӗсенче.

ЧР экономика министрӗн ҫумне Елена Кудановӑна должноҫрен кӑларнӑ. Хушӑва ЧР правительство председателӗ Сергей Артамонов авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документа тепӗр кунхине, авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, пичетленӗ.
Палӑртса хӑварар: Елена Куданова экономика министрӗн ҫумӗнче 2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унччен вӑл Чӑваш Респубикинчи Тӗрӗслевпе шутлав палатин сектор заведующийӗ пулнӑ.
Сӑмах май, халӗ ЧР экономика министрӗн Лариса Рафиковӑн виҫӗ ҫум тӑрса юлнӑ: Дмитрий Бельцов, Сергей Федоров тата Александр Башков.

Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн Станислав Трофимовӑн ячӗпе «Макс» мессенджерта суя аккаунт уҫнӑ. Кун пирки вӑл паян хӑй пӗлтернӗ.
Станислав Трофимов тӗнче тетелӗнче унӑн ячӗпе суя аккаунт тытса тӑнине, вӑл унӑн маррине хыпарланӑ. Вӑл хула ҫыннисене халӑх тетелӗсенче асӑрхануллӑ пулма ыйтнӑ. Ҫавӑн пекех мэр унӑн официаллӑ страницинчи хыпарсене кӑна ӗненме чӗнсе каланӑ.
Сӑмах май, «Макс» мессенджерта унччен унӑн каналӗ ҫухалнӑччӗ. Кун хыҫҫӑн унӑн ҫӗннине уҫма тивнӗ.
Ҫакна та палӑртса хӑварар: республика Элтеперӗ Олег Николаев та хушӑран кунашкал хыпарсем пӗлтерет. Унӑн ячӗпе те аккаунтсем уҫаҫҫӗ-мӗн.
Ҫавӑнпа чӑнах та асӑрханӑр, официаллӑ ҫӑлкуҫсенчи информацисене кӑна ӗненӗр!

Вячеслав Канищева Чӑваш Енӗн строительство министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
Вячеслав Юрьевич 1980 ҫулта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Юрист пӗлӗвӗллӗскер Хусанти федераци университетӗнче «Промышленность тата граждан строительстви» енӗпе вӗреннӗ.
Ку ҫын промышленность тата капиталлӑ строительство объекчӗсене ертсе пырас енӗпе пуян опытлӑ-мӗн. Унчченхи ӗҫре Вячеслав Юрьевич техника заказчикӗн службине ертсе пынӑ, ҫав шутра объектсене хута яма документ парассишӗн яваплӑ пулнӑ. Мускавра тата ытти хӑш-пӗр регионта ӗҫленӗ. Раҫҫейӗн ҫӗнӗ субъекчӗсенчи инфраструктурӑна хӑпартассишӗн те яваплӑ пулнӑ иккен.

Питӗр хулинче Чӑваш Республикин кунӗ пулассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Мероприятисем авӑн уйӑхӗн 27-28-мӗшӗсенче иртнӗ.
Александр Белов журналист «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатри блогра пӗр самант пирки ҫырса кӑтартнӑ.
Санкт-Петербург хулин кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Беглов хӑйӗн резиденцийӗнче Чӑваш Ен делегацине йышӑннӑ. Сӗтел хушшинче Олег Николаевӑн мӑшӑрӗ Наталья Николаева та пулнӑ. Вӑл ку мероприятие кам пулса хутшӑнни пирки ҫырса пӗлтермен. Наталья Николаева — Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ шутланать.
«Беглов официаллӑ лару сӗтелӗ хушшинче Чӑваш Ен Элтеперӗпе пӗрле унӑн арӑмӗ ларнине курсан, тен, тӗлӗнннӗ те пулӗ. Мӗншӗн тесе протокол тӑрӑх ҫемье рандевувӗ тесе палӑртман», — хыпарланӑ журналист.
Пӗрле сӑн ӳкерӗннӗ ҫӗрте Чӑваш Енрен Питӗре ӗҫлеме тухса кайнӑ Светлана Енилина та пулнӑ. Вӑл унта Финанс комитечӗн председателӗнче тӑрӑшать.

Шупашкарӑн тӗп архитекторӗн пуканӗ пушаннӑ. Ку должноҫре Сергей Стройков ӗҫленӗ. Вӑл ӗҫрен иртнӗ эрнерех кайнӑ иккен. Анчах ку должноҫ пушанни пирки хула администрацийӗн сайтӗнче халь тин курӑнма тытӑннӑ.
Палӑртса хӑварар: Сергей Стройков ку должноҫе 2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче йышӑннӑ. Вӑл тӗп архитекторта унччен те, 2007-2012 ҫулсенче ӗҫленӗ. Ун чухне Шупашкар хулинче Замамья тума тытӑннӑ, хула варринче нумай хутлӑ ҫӳллӗ ҫуртсем курӑнма пуҫланӑ. Тӗслӗхрен, Гайдар урамӗнчи 5-мӗш ҫурт. Вӑл Юханшыв порчӗн планировкине ырлас ҫӗре те хутшӑннӑ. Кайран унта ҫӳллӗ ҫуртсем, Альбатрос тата Ривьера, «ӳссе» ларнӑ.
Шупашкарӑн тӗп архитекторӗ кам пуласси пирки хальлӗхе калама ҫук. Ӑна конкурс ирттерсе суйлӗҫ.

Ҫӗрпӳ муниципалитет округне кам ертсе пырасси паллӑ. Ку хыпара МАХри «Хыпар-Вести Чувашия» каналта паян пӗлтернӗ.
Округ пуҫлӑхне палӑртас тӗллевпе ятарлӑ конкурс ирттернӗ. Ку вӑл пӗтӗмӗшле йышӑннӑ йӑла-йӗрке. Район пуҫлӑхӗ пулма ӗмӗтленекенсен кандидатурисене ятарлӑ ушкӑн пӑхса тухнӑ. Йышра Ҫӗрпӳ районӗн прокурорӗ Евгений Петров, структура подразделенийӗсен ертӳҫисем, администрацин территори уйрӑмӗсен пуҫлӑхӗсем пулнӑ.
Ҫӗрпӳ округне кам ертсе пырассине вара Депутатсен пухӑвӗн черетлӗ ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Конкурс комиссийӗн председателӗ Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пулнӑ. Вӑлах ҫӗнтерӳҫӗ-кандидатпа паллаштарнӑ.
Депутатсен вара икӗ кандидатурӑран пӗрне суйлама тивнӗ. Уҫӑ сасӑлавра Владимир Глухов ҫӗнтернӗ.

Чӑваш Республикин финанс министрӗн пуканне ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ. Вӑл – Мордва Республикинчи Сергей Тюркин. Хальлӗхе Сергей Александрович министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлӗ.
Сергей Тюркин Мордва Республикин финанс министрӗнче 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2026 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен ӗҫленӗ. Хӑй Краснослободск хулинче 1984 ҫулта ҫуралнӑ. 2006-2019 ҫулсенче Саранск администрацийӗнче ӗҫленӗ: тӗп специалистран пуҫласа финанс управленийӗн пайӗн пуҫлӑхӗ таран ҫитнӗ. 2019-2020 ҫулсенче Мордва Республикин финанс министрӗн ҫумӗ пулнӑ, кайран – финанс министрӗ.
Ҫакӑ паллӑ: Мордва Республикин Финанс министерстви ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн тӳлев пама хирӗҫленӗ хыҫҫӑн Сергей Тюркина отставкӑна янӑ.
Аса илтерер: Чӑваш Республикин унчченхи финанс министрӗ Михаил Ноздряков кӑҫал ака уйӑхӗнче хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнӑ. Унӑн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха Ольга Метелева пурнӑҫланӑ.

Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ вара Рудольф Селиванов ӗҫрен пӑрахнӑ.
Аса илтерер: Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ ҫул ҫинчи лекнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари ӗҫ вӑхӑтӗнче пулман.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ ӗҫри кроссоверпа аварие лекнӗ. Машинӑна юсаса тӑкакланас мар тесе шар курнӑ водителе айӑпа хӑйӗн ҫине илме ӳкӗте кӗртнӗ. Кайран инспекторсем киличчен служба машинин водителӗ валли ҫын тупса та хунӑ-мӗн. Ҫапла айӑплӑ мар ҫынна явап тыттарнӑ, округ пуҫлӑхӗ вара хӑйӗн ӗҫченӗсене страхлав тӳлевӗ илмешкӗн документсем тӑратма хушнӑ.

Паян пӗр хайлав вуланӑ май кӑсӑклӑ саспалли куҫа тӑрӑнчӗ. Вӑл ҫакнашкалтарах: «ꈊ». Унпа усӑ курса каомодзи (яппунла 顔文字 — «пит-сӑнар») йӗркеленӗччӗ. Ку мана самай кӑсӑклантарса ячӗ те Дипсикран (вӑл ялан уҫӑ тӑрать, чылай чухне хӑвӑрт хуравлать) мӗнле чӗлхери саспалли пулнине ыйтса пӗлес терӗм. Ҫапла май вара Йи (Yi) текен чӗлхе пирки пӗлтӗм.
Ку чӗлхе тибет-бирман чӗлхисен йышне кӗрет-мӗн, унӑн алфавичӗ ҫавнашкал пиктограммӑсенчен тӑрать. Вӗсен йышӗ питӗ пысӑк, пӗр пин ытла (1164 теҫҫӗ). Халӑхӗ Китайра Сычуань провинцире пурӑнать. Чӑвашсемпе танлаштарсан йышӗ пысӑкрах — йи (yi) ятлӑ халӑхӑн (китайла: 彝族 — Yizú) пӗтӗмӗшле йышӗ 2–3 миллион.
Дипсика, паллах, алфавитне туллирех кӑтартма сӗнтӗм те мӗнле кӑна саспалли ҫук пуль вӗсен. Акӑ хӑш-пӗрисем: ꈍ, ꈎ , ꀨ , ꀕ, ꊛ . Чӑваш карт ҫырӑвӗнчи йышшисем те пур: ꋍ. Питӗ кӑсӑклӑ ҫыруллӑх пек туйӑнчӗ те Дипсика ҫак чӗлхепе текст ҫырса пама ыйтрӑм. ИИ мана мӗн хуравларӗ? Ҫыраймастӑп тет. Саспаллисене пӗлетӗп тет, анчах текст хатӗрлейместӗп тет.
Халӑххи 2-3 миллион йышлӑ, анчах Дипсик унӑн чӗлхине пӗлмест иккен.
