Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ авари хыҫҫӑн должноҫӗпе усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари ӗҫ вӑхӑтӗнче пулман.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2025 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов ӗҫри машинӑпа, кроссоверпа, аварие лекнӗ, машинӑна юсаса тӑкакланас мар тесе шар курнӑ водителе айӑпа хӑйӗн ҫине илме ӳкӗте кӗртнӗ. Кайран инспекторсем киличчен служба мшинин водителӗ валли ҫынна тупнӑ. Ҫапла айӑплӑ мар ҫынна явап тыттарнӑ, округ пуҫлӑхӗ вара хӑйӗн ӗҫченӗсене страхлав тӳлевӗ илмешкӗн документсем тӑратма хушнӑ. Ҫапла страхлав организацине 400 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Округ пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
