Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.4 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: ЧР финанс министерствине ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 10.08.2026 11:13 | 40 хут пӑхнӑ
Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Республикин финас министрӗн пуканне ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ. Вӑл – Мордва Республикинчи Сергей Тюркин. Хальлӗхе Сергей Александрович министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлӗ.

Сергей Тюркин Мордва Республикин финанс министрӗнче 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2026 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен ӗҫленӗ. Хӑй Краснослободск хулинче 1984 ҫулта ҫуралнӑ. 2006-2019 ҫулсенче Саранск администрацийӗнче ӗҫленӗ: тӗп специалистран пуҫласа финанс управленийӗн пайӗн пуҫлӑхӗ таран ҫитнӗ. 2019-2020 ҫулсенче Мордва Республикин финанс министрӗн ҫумӗ пулнӑ, кайран – финанс министрӗ.

Ҫакӑ паллӑ: Мордва Республикин Финанс министерстви ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн тӳлев пама хирӗҫленӗ хыҫҫӑн Сергей Тюркина оставкӑна янӑ.

Аса илтерер: Чӑваш Республикин унчченхи финанс министрӗ Михаил Ноздряков кӑҫал ака уйӑхӗнче хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнӑ. Унӑн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха Ольга Метелева пурнаҫланӑ.

#политика, #ӗҫ вырӑнӗсем, #тӳре-шара

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем