
10 тенкӗллӗ укҫасем ҫинче Чӑваш Ен тата Шупашкар гербӗсене ӳкерӗҫ. Ку ыйтупа ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫей Банкӗн Атӑл-Вятка тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗпе тӗл пулсан калаҫнӑ.
Кӑҫал «Раҫҫей Федерацийӗ» серире Чӑваш Республикин гербне ӳкернӗ 10 тенкӗллӗ укҫа тухӗ. Ҫитес ҫул «Ӗҫ мухтавӗн хулисем» серире Шупашкара халалланӑ укҫа кӑларӗҫ. Иккӗшне те хаклах мар тимӗртен шӑратса кӑларӗҫ.
Икӗ ен регионти финанс рынокне сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: 2025 ҫултанпа Чӑваш Ен бюджет процесне цифра укҫине ҫаврӑнӑша кӗртессипе ҫыхӑннӑ сӑнав проектне хутшӑнать.

Ҫитес ҫул Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн 11 кун кантарӗҫ. Раҫҫей Ӗҫлев министерстви 2027 ҫулхи ӗҫ тата уяв календарьне хатӗрленӗ. Анчах хальлӗхе ҫирӗплетмен.
2027 ҫулта ҫак кунсенче канӑпӑр: раштавӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 10-мӗшӗччен; нарӑсӑн 21-23-мӗшӗсенче; пушӑн 6-8-мӗшӗсенче; ҫу уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче тата 8-10-мӗшӗсенче; ҫӗртмен 12-14-мӗшӗсенче; чӳкӗн 4-7-мӗшӗсенче.
2027 ҫулта 6 ӗҫ кунӗллӗ пӗр эрне кӑна пулӗ – нарӑсӑн 15-20-мӗшӗсенче. Виҫӗ кун канмалли 5 хутчен пулӗ: нарӑсра, пушра, ҫу уйӑхӗнче (2 хут), ҫӗртме уйӑхӗнче.

Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн «Вилӗмсӗр полк онлайн» акци старт илнӗ. Аса илтерер: кӑҫал Ҫӗнтерӳ парачӗ тата уяв салючӗ пулмассине, «Вилӗмсӗр полк» акци куҫӑн майпа иртмессине пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 12:00 сехетре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ паттӑрсем онлайн майпа полка тӑрӗҫ. Акцие хутшӑнас тесен ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗччен акци сайтӗнче (2026.polkrf.ru/) е «Вконтакте» (vk.com/polk_app), Одноклассники (ok.ru/app/polk), МАКС (max.ru/polk_app_bot) мини-сарӑмсенче заявка памалла.
Унтан паттӑр пирки информацие тата унӑн сӑнӳкерчӗкне кӗртмелле. Пӗтӗм заявкӑна тӗрӗслӗҫ (унта историксем хутшӑнӗҫ). Ҫакна йӑнӑш тата фальсификаци ан пултӑр тесе тӑваҫҫӗ

Андриян Николаевпа Валентина Терешковӑн хӗрӗн Еленӑн ҫуртне, Мускав ҫывӑхӗнчине, ҫаратнӑ. Кун пирки «Известия» хаҫат пӗлтерет.
Еленӑн мӑшӑрӗ Андрей Родионов пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ мар ҫын ҫурта кӗнӗ те шыв ӑшӑтмалли хатӗре, газ баллонне тата стабилизатора йӑтса тухса кайнӑ. Пӗтӗмпе – 70 пин тенкӗлӗх. Халӗ ку ӗҫе следовательсем тӗпчеҫҫӗ. Елена Терешкова кил-ҫуртне ҫаратнине ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче асӑрханӑ.
Сӑмах май, Андриян Николаевпа Валентина Терешкова 1963 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗнче пӗрлешнӗ, 1964 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗсен Елена ҫуралнӑ.

Тула облаҫӗнчи ӑслӑлӑх вулавӑшӗ «Раҫҫей чӗлхисем 2026» федераллӑ акцие хутшӑнать. Акцие хутшӑнакансене тутар е чӑваш чӗлхипе сӑвӑ вуламалла, унтан вертикаллӑ видео ҫырса халӑх тетелне вырнаҫтармалла. Вуланӑ чухне сӑввӑн куҫарӑвне е унӑн кӗске содержанине ҫырса памалла, тата мӗнле чӗлхепе вуланине палӑртмалла.
Акцие Раҫҫейри наци вулавӑшӗ, ҫав шутра Тутарстан, Дагестан, Мордва тата Чӑваш Республикисен вулавӑшӗсем, хастар хутшӑнаҫҫӗ. Сӑвӑ вуланӑ ролике Тула облаҫӗнчи ӑслӑлӑх вулавӑшӗн «ВКонтакте» халӑх тетелӗнчи страницӑра «ЯзыкиРоссии2026» хештегпа вырнаҫтарса пырӗҫ.
Акцие «Регион 71» информаци агентстви тата «Эпир – Раҫҫей» пӗрлехи информаципе ҫут ӗҫ проектне пурнӑҫлакансем те пулӑшаҫҫӗ. Ку проект пуш уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Акци тӗллевӗ – Раҫҫей халӑхӗсен туслӑхне тата пӗр-пӗрне ӑнланнине ҫирӗплетесси.

Пӗтӗм тӗнче банкӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Раҫҫей тӑварсӑр шыв калӑпӑшӗпе тӗнчере иккӗмӗш вырӑнта тӑрать. Пирӗн ҫӗршывра 4 312 миллиард кубометр шыв упранать. Пӗрремӗш вырӑна Бразили йышӑнать — вӗсен 5 661 миллиард кубометр.
Анчах та нумай шыв пурри кӑна ҫителӗклӗ мар. Раҫҫейри калӑпӑшӑн ытларах пайӗ Ҫӗпӗрте, ҫын сахал пурӑнакан тӑрӑхра, вырнаҫнӑ. Ҫавна май хуласемпе промышленность валли шывпа усӑ курас енӗпе йывӑрлӑх сиксе тухать.
Пӗтӗм тӗнче банкӗ асӑрхаттарнӑ тӑрӑх, 2030 ҫул тӗлне тӗнчере шыв калӑпӑшӑн кирлӗ шайӗпе тивӗҫтерме пултарнин шайӗ 40% таран ҫитме пултарӗ. Халӑх йышӗ ӳсни, хуласем аталанни тата ял хуҫалӑхӗ сарӑлни — шыв ҫитменнин тӗп сӑлтавӗсем. Климат улшӑнӑвӗ те лару-тӑрӑва йывӑрлатать.
Ҫавӑнпа шыв ресурсӗсемпе тӗрӗс усӑ курма вӗренесси, инфраструктурӑна аталантарасси пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать.

Эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсен хальхинче 3 кун канӗҫ: шӑматкун, вырсарникун тата тунтикун. Ку Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунӗ вырсарникуна лекнипе ҫыхӑннӑ.
РФ Ӗҫ кодексӗпе килӗшӳллӗн, уяв канмалли куна лексен вӑл ҫитес ӗҫ кунӗ ҫине куҫать. Ҫапла майпа саккунлӑ канмалли кун хальхинче тунтикун ҫине куҫать.
Ҫитес эрне вара кӗске пулӗ: ытларикун ӗҫе тухмалла, эрнекун – ку эрнери ӗҫлемелли юлашки кун. Ҫитес вӑрӑм канмалли кунсем вара ҫу уйӑхӗнче кӑна пулӗҫ. Ун чухне икӗ хутчен виҫшер кун канӑпӑр. Ку ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗпе тата Ҫӗнтерӳ кунӗпе ҫыхӑннӑ.

Чӑваш Енри актер, Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Владимир Тяптушкин, паян Пӗрремӗш каналти «Доброе утро» кӑларӑма хутшӑннӑ. Вӑл тӳрӗ эфирта пулнӑ.
Владимир кӑларӑмра «Ландыши. Такая, нежная любовь» телесериала мӗнле ӳкерни, хӑйӗн Демьян сӑнарӗ мӗнле ҫурални пирки каласа кӑтартнӑ, кулиса хыҫӗнчи самантсене те аса илнӗ.
Палӑртса хӑварар: пӗлтӗр Владимир Тяптушкин «Кинопоиск» платформӑра «Ландыши. Такая, нежная любовь» сериалта Демьян рольне калӑпланӑшӑн ТОП-10 актерсен йышне кӗнӗ.
Эсир паян ирхине эфира курса ӗлкӗреймен-и? Ҫак каҫӑпа курма пултаратӑр: https://www.1tv.ru/shows/dobroe-utro/nashi-gosti/vladimir-tyaptushkin-o-filme-landyshi-dobroe-utro-fragment-vypuska-ot-02-03-2026.

Кӗҫех Чӑваш Енре пурӑнакансем сайра тӗл пулакан астрономи пулӑмӗпе киленме пултарӗҫ.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, 18 сехет те 40 минутра (Мускав сехечӗпе) тӳпере ултӑ планета пӗр рете тӑрӗҫ: Юпитер, Сатурн, Венера, Меркурий, Уран тата Нептун. Ҫакна асӑннӑ кунран пӗр-икӗ кун маларах е каярах курма пулать.
Ку пулӑма планетӑсен парачӗ теҫҫӗ. Чи ҫутти Венера пулӗ. Вӑл шурӑ тӗслӗ ҫутатӗ. Парада кӑшт кӑна тулса ҫитеймен Уйӑх та хутшанӗ. Вӑл Юпитерпа юнашар тӑрӗ.
Чи кирли – ҫанталӑк кӑна меллӗ пултӑр. Вара хӗвел ансан тепӗр 1-2 сехетренех ҫак илемпе киленӗпӗр!

Чӑваш Енри сиренӑсем мӗнле ӗҫленине каллех тӗрӗслӗҫ. Хальхинче – пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче.
Ҫак кун Раҫҫейри мӗнпур регионта сиренӑсене тӗрӗслӗҫ. Палӑртмалла: ку ӗҫе ҫӗршывра ҫулталӑкне икӗ хут – ҫуркунне тата кӗркунне – тӑваҫҫӗ, халӑха пӗлтермелли тытӑм тата громкоговорительсем мӗнле ӗҫленине тӗрӗслеҫҫӗ.
Пушӑн 4-мӗшӗнче сиренӑсем 10 сехет ҫурӑра тата 11 сехетре янӑрӗҫ. Ҫак сасса илтсен (тӗрӗслев мар пулсан) телевизор е радио ямалла, хыпарсене сӑнамалла. Эфирта кун пек чухне мӗн тумалли пирки пӗлтерме тивӗҫ.
Хальхинче вара – тӗрӗслев кӑна. Ҫавӑнпа лӑпкӑ пулма ыйтаҫҫӗ – ӗҫ вырӑнне пӑрахса каймалла мар.
