Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсем: Раҫҫейре

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Японири Осако хулинче ҫамрӑк изобретательсен конкурсӗ иртнӗ. Унта Шупашкарти ҫамрӑксем пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ.

Абруков ячӗллӗ Ӑслӑлӑх коллабрацийӗн ҫуртӗнче ӑсталӑхне туптакан Иван Воронцов, Вадим Фесенко тата Виктория Копышева хӑйсен «СМАРТ «ТорфоТрак» проекчӗпе кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.

Вӗсем торф кӑлармалли навигациллӗ пилотсӑр система хатӗрленӗ. Ҫамрӑксем каланӑ тӑрӑх, ку торфяниксенчи ӗҫе хӑрушсӑр, тухӑҫлӑ тата экологи тӗлӗшӗнчен таса пурнӑҫлама май парать.

Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫей команди ӑмӑртуран 8 медаль илсе килнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23114
 

Раҫҫейре

Ҫурлан 10-мӗшӗнче Атӑлҫи тӑрӑхӗнче, ҫав шутра Чӑваш Енре те, хӑйне евӗрлӗ астрономи пулӑмне курма пулать. Ун пеккине темиҫе ҫулта пӗрре кӑна курма май пур.

Ҫав кун Хӗвел системинчи ултӑ планета – Меркурий, Венера, Юпитер, Сатурн, Уран тата Нептун — пӗр линие вырнаҫӗҫ.

Ӑна уйрӑмах ялта, хула ҫутинчен аяккарах, сӑнама меллӗ. Чи лайӑх вӑхӑт – 3:50 сехетрен пуҫласа 4:40 сехет таран.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23071
 

Раҫҫейре

Ҫӗмӗрлери Пӗрремӗш Петӗр юманӗ «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» сасӑлавра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл 25,5 пин ытла сасӑ пухнӑ. Пӗрремӗш вырӑнта – Ростов облаҫӗнчи «Бабушка Ива», уншӑн 37,5 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта – Крымри Суворов юманӗ.

Сӑмах май, 2023 ҫулта сасӑлавра Муркаш округӗнчи Ильинкӑри 372 ҫулти юман ҫӗнтернӗ. Пӗлтӗр вара Ҫӗмӗрлери юман тӑваттӑмӗш вырӑна тухнӑ.

 

Раҫҫейре
pln-pskov.ru сайтри сӑн
pln-pskov.ru сайтри сӑн

Асӑрханӑр: ретроградлӑ Меркурий пуҫланнӑ. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗччен пулӗ. Ҫапла пӗлтерет «Пуринчен малтан» телеграм-канал.

Астрологсем асӑрхаттараҫҫӗ: ҫак тапхӑрта ҫыннӑн кӑмӑл-туйӑмӗ тӑрук улшӑнма, пултарать. Ҫавна пула ӑнланманлӑх, тавлашусем сиксе тухас хӑрушлӑх пур, палӑртни пурнӑҫланмасан та пултарать. Техника та чӑхӑмласан та ан тӗлӗнӗр – йӑлтах ретроградлӑ Меркурие пула.

Астрологсем акӑ мӗн сӗнеҫҫӗ: пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тумалла мар, кил-ҫуртра тирпей-илем кӗртмелле, хӑвӑрпа ӗҫлемелле. Тепӗр тесен, ҫурлан 11-мӗшӗччен килте кӑна ларсан тата лайӑхрах

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑхкунӗнче Мускавра «Раҫҫей» центрта Пӗтӗм Раҫҫейри туй фестивальне ирттересси йӑлана кӗнӗ. Ӑна кӑҫал та йӗркеленӗ. Унта чӑваш ҫамрӑкӗсем те ҫемье чӑмӑртанӑ.

Фестивале Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 200 ытла мӑшӑр килнӗ. Вӗсем пӗр харӑс пӗрлешнӗ. ҪаЧӑваш Енрен унта Шупашкарти Алексей Комлевпа Юлия Молчанова хутшӑннӑ.

Саламлатпӑр ҫамрӑк мӑшӑра!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14012
 

Раҫҫейре

РФ Ӗслев министерстви пӗлтернӗ тарах, кӑҫал Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн 2 эрнене яхӑн канӑпӑр. Канмалли кунсем раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа карлачӑн 11-мӗшӗччен пулӗҫ. Ҫапла 12 кун ӗҫе тухмалла мар.

Ҫулталӑк тӑршшӗпе 3 куна тӑсӑлакан кану кунӗсем 5 хутчен пулӗҫ: кӑрлач уйӑхӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин явӗнче, пуш уйӑхӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче, ҫу уйӑхӗнче Ҫуркуннепе Ӗҫ тата Ҫӗнтерӳ кунӗсенче, ҫӗртме уйӑхӗнче Раҫҫей кунӗнче.

Ку – малтанлӑха палӑртнӑ календарь. Хальлӗхе ӑна ҫирӗплетмен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13833
 

Раҫҫейре
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗмӗрлери ватӑ юмана ҫӗнтерме пулӑшар! Вӑл «Ҫулталӑкри Раҫҫей йывӑҫӗ» конкурса хутшӑнать.

Ҫӗмӗрлери юман – 250 ҫулта. Вӑл 26,5 метр ҫӳллӗш, вуллин диаметрӗ 1,3 метр. Юман Ҫӗмӗрлери паркра ӳсет. Вырӑнти ҫынсемшӗн вӑл ахаль йывӑҫ мар, истори символӗ шутланать, ӑрусен ҫыхӑнӑвне кӑтартать.

Хальлӗхе сасӑлавра пирӗн юман 3-мӗш вырӑнта пырать. Малта – Крымри тата Белгород облаҫӗнчи йывӑҫсем.

Ҫӗмӗрле юманӗшӗн сасӑлӑр. Вӑл – 33-мӗш номерпе. Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ. Юманшӑн ҫак сайтра сасӑламалла: rosdrevo.ru/.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_22229
 

Раҫҫейре
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

«Раҫҫей. Чӗресене пӗрлештерсе» туй фестивалӗнче чӑвашсем те хут уйӑрттарӗҫ.

Фестиваль Мускавра утӑ уйӑхӗн 8-10-мӗшӗсенче иртӗ. Унта 20 регионти 200 ытла мӑшӑр хутшӑнӗ, пурте пӗрлешӗҫ.

Ҫав йышра Чӑваш Енрен Алексей Комлевпа Юлия Молчанова пулӗҫ. ЗАГС ӗҫченӗсем вӗсене «Раҫҫей» наци центрӗнче ҫырӑнтарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13595
 

Раҫҫейре

Ку эрне ӗҫлекенсемшӗн кӗске пулӗ. Виҫӗ кун ӗҫлемелле те тепӗр тӑватӑ кун канмалла.

Ку Раҫҫей кунӗпе ҫыхӑннӑ. Кӑҫал пушӑн 8-мӗшӗ шӑматкуна лекнӗ, ҫавна май канмалли куна эрнекун ҫине куҫарнӑ. Ҫапла Раҫҫей кунӗпе ҫыхӑннӑ канмалли кунсем тӑсӑлӗҫ.

Юнкун, уяв умӗнхи кун, ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскелӗ. Тепӗр уяв Республика кунӗ пулӗ. Ун чухне, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ҫынсем канӗҫ.

 

Раҫҫейре

Ӗнер «Росси 1» кналпа пыракан «Привет, Андрей!» кӑларӑмра Чӑваш Енри хӑна пулнӑ. Вӑл — Надежда Пилипенко.

Надежда Давид Тухманов композиторӑн «Белый танец» юррине шӑрантарнӑ. Ыттисем ҫав вӑхӑтра ташланӑ.

Надежда Чӑваш Енрен сувенирсем илсе килнӗ: кӗҫӗн хӗрӗ ӑсталанӑ икӗ матрешка. Хӑнасем парнесене питӗ кӑсӑкланса сӑнанӑ: Надеждӑн хӗрӗ вӗсене талисман тата сыхчӑ евӗр тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13574
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 114
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 08

1833
193
Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ.
1931
95
Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1940
86
Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
49
Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ.
1990
36
Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2005
21
Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ