
ШӖМ ветеранӗ, 77 ҫулти Виктор Семенов, ҫӑмӑл атлетикӑпа иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнчен икӗ ылтӑн медальпе таврӑннӑ.
Ӑмӑрту Челепи хулинче утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пуҫланнӑ та ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Чӑваш Ен чысне спорт ветеранӗсем хӳтӗленӗ: Валентин Харитонов, Людмила Михуткина, Лев Петров, Василий Шоркин, Виктор Семенов, Сергей Мурашов тата Алевтина Судеркина. Виктор Семенов 3000 тата 5000 метра чупса финиша чи малтан ҫитнӗ.
Командӑри ытти спортсмен та кӑтартусемпе палӑрнӑ, медальсем ҫӗнсе илнӗ.
Сӑмах май, иртнӗ ҫул чӳк уйӑхӗнче Виктор Семенов Тунисра ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ уҫӑ Африка чемпионатӗнче икӗ хутчен чемпион пулса тӑнӑ.

Муркашра та земство тренерӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Эпир маларах сире Сӗнтӗрвӑрринче ун пек программӑпа тренер ӗҫе пуҫӑнни пирки хыпарланӑччӗ. Унта йӗлтӗр спорчӗн ӑсти ӗҫе кӳлӗннӗ пулсан, Муркашра — шывра ишме вӗрентекен ҫын.
«Земство тренерӗ» федераци программипе Муркаша Ольга Войтас пынӑ. Вӑл — ҫӑмӑл атлетика енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ. Хӗрарӑм Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче професси пӗлӗвне анлӑлатнӑ хыҫҫӑн сайкл енӗпе Шупашкарта тренерта ӗҫленӗ. Сӑмах май каласан, сайкл тени велотренажерпа чӗрене ҫирӗлетекен хусканусем тунине калаҫҫӗ иккен.
Муркаша 1 миллион тенкӗ укҫалла пынӑ тренер унти «Сывлӑх» спорт шкулӗнче ачасене ишме вӗрентет. Унта вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тимлеме пуҫланӑ. Вӑл 4 ушкӑнпа ӗҫлет.

Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Етӗрне округӗнчи Совхозный поселокӗнче Чӑваш Ен Кубокне ҫӗнсе илессишӗн лаша чупӑвӗ иртӗ. Ӑна йӗркелекенӗ — «Етӗрнесӗт» организаци.
Кӑҫал В.И.Чапаев ячӗллӗ Чӑваш лаша савучӗ уҫӑлнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Ҫавна май чупу питӗ интереслӗ пуласса шантараҫҫӗ. Спортӑн ҫак тӗсне юратакансене хапӑлласа кӗтеҫҫӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Ку кӑна мар. Унта ҫемьепе канма, юрӑ-кӗвӗпе киленме пулать. Пурне те 14 сехетренпе кӗтеҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть унта ЧР Элтеперӗн Пысӑк кубокне ҫӗнсе илессшӗн лаша чупӑвӗ иртнӗ.

Спортра ют регионсенчи тата ҫӗршывсенчи спортсменсене командӑна илнине эпир пурте пӗлетпӗр. Лайӑх услови туса парсан, укҫа аван тӳлесен вӑйлӑ спортсменсенех илӗртме пулать.
Чӑваш Енӗн биатлон командине те вӑйлатма йышӑннӑ. Республикӑн Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн биатлон командине малтанласа 12 спортсменран йӗркеленӗ. Унӑн шӑнӑрӗ — хамӑр тӑрӑхри Даниил Денисов, Дмитрий Павлов, Олег Яковлев спорт мастерӗсем. Унсӑр пуҫне командӑна Петр Пащенко тата Елизавета Старикова тата ытти хӑш-пӗр атлет кӗнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 20-24-мӗшӗсенче Шупашкарта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 15–18 ҫулсенчи ҫамрӑксен ӑмӑртӑвӗ пулӗ. Авӑн уйӑхӗн 24-21-мӗшӗсенче вара пирӗн патра ҫуллахи биатлон енӗпе Раҫҫейӗн чемпионатне ирттерӗҫ. Ун чухне республика командине хаклама май килӗ.

Сӗнтӗрвӑрринче йӗлтӗр спорчӗпе кӑсӑклантарма земство тренерӗ пулӑшать. «Земство тренерӗ» программӑпа унта Марина Латышева ӗҫе кӳлӗннӗ.
Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хула тахӑҫан Чӑваш Енри йӗлтӗр кадрӗсене туптакан вырӑн шутланнӑ. «Матрешка» йӗлтӗр йӗрӗ ҫинче республика шайӗнчи ӑмӑртусем иртнӗ, вырӑнти спортсменсем республика чысне сумлӑн хӳтӗлекенсен йышӗнче пулнӑ. Анчах юлашки ҫулсенче сӗнтӗвӑррисен иртсе кайнӑ ырӑ вӑхӑта аса илсе ассӑн сывласси ҫеҫ юлать.
Халӗ ку йӗлтӗр йӗрӗн ҫӗнӗрен вӑй илес шанчӑк пур. Елена Николаева ячӗллӗ спорт шкулӗнче Марина Латышева тренер-преподаватель ӗҫе кӳллӗннӗ. Хӗрарӑм пуян опытлӑскер, унӑн ӗҫ стажӗ — 32 ҫул. Сӗнтӗрвӑррине вӑл «Земство тренерӗ» федераци программипе ӗҫлет.
Марина Латышева — Чӑваш Енӗн йӗлтӗр спорчӗн пӗрлештернӗ командин тренерӗ, Йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗн федерацийӗн правленийӗн пайташӗ, пӗрремӗш категориллӗ судья.

Мӑнаҫланмалли хыпар: Чӑваш Республикин ялавӗ Эквадорти чупура вӗлкӗшнӗ!
Эквадор тӗп хулинче, Кито хулинче, пулнӑ ку. Унта «Ruta de las Iglesias 10K» ятлӑ каҫхи чупу иртнӗ. Чупӑва 18 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ.
Спорта юратакансем 10 километра парӑнтарнӑ: хулари тӗп архитектура палӑкӗсемпе чиркӳсен ҫывӑхӗнче чупнӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: ӑмӑртӑва пирӗн ентеш Юрий Кротов та хутшӑннӑ. Вӑл малтан Канаш хулинче пурӑннӑ, халӗ вара Эквадорта Раҫҫей посольствинче ӗҫлет. Вӑл чупӑва Чӑваш Ен ялавне вӗлкӗштерсе тухнӑ.

Раҫҫейри фигуристка Камилла Нелюбова Ҫӗнӗ Шупашкар хулине килнӗ, «Сокол» кермене ҫитсе курнӑ.
Вӑл унта ҫамрӑк спортсменсемпе тӗл пулнӑ, вӗсемпе уҫӑ тренировка ирттернӗ, спортри хӑйӗн вӑрттӑнлӑхӗсемпе пайланнӑ.
Спортсменка пӑр ҫинче виҫҫӗллӗ аксель тунӑ, ачасене пӑр тӑрӑх шуса ярӑнмалли техника пирки каласа кӑтартнӑ.
Палӑртмалла: кӑҫалхи сезонран пуҫласа Камилла Нелюбова Чӑваш Ен чысне Раҫҫейри ӑмӑртусенче хӳтӗлет. Нарӑс уйӑхӗнченпе вӑл Олимп резервӗсен 4-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Шкул ӑна экипировкӑпа тата костюмсемпе тивӗҫтерет. Ку уйӑхран спортсменка Чӑваш Республикин Элтеперӗн стипендине илсе тӑма тытӑннӑ.

Чӑваш Енри велочупуҫӑсем тӗнче шайӗнчи ӑмӑртуран ылтӑн тата пӑхӑр медальсемпе килнӗ.
Маунтинбайк енӗпе пулнӑ тупӑшу Челепи облаҫӗнче иртнӗ. Унта спортсменсем «кросс-кантри» дисциплинӑра вӑй виҫнӗ. Старта ҫӗршывари чи вӑйлӑ спортсменсем тухнӑ. Пирӗн спортсменсем те лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ.
Шупашкарти 7-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Элина Семенова 17-19 ҫулсенчи юниоркӑсемпе тупӑшнӑ, чи йывӑр трассӑна парӑнтарса финиша пӗрремӗш ҫитсе пьедесталӑн пӗрремӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Алина Карлова вара хӗрарӑмсен хушшинче ӑмӑртнӑ, виҫҫӗмӗш пулнӑ. Ҫапла вӑл пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.

Шупашкарта Чӑваш Енри чи вӑйлӑ биатлонистсен ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Ӑмӑрту утӑ уйӑхӗн 20-22-мӗшӗсенче 2-мӗш Олимп резервӗн спорт шкулӗнче пулӗ. Вӑл хулари Станци ҫумӗнчи урамри 10-мӗш В ҫуртра вырнаҫнӑ.
Биатлон енӗпе Чӑваш Енӗн чемпионачӗпе ӑмӑртӑвне тӑватӑ категорири спортсменсем хутшӑнӗҫ:
— арҫынсемпе хӗрарӑмсем (2005 ҫулта тата унччен ҫуралнисем);
— 19-20 ҫулсенчи (2006–2007 ҫулсенче ҫуралнисем) юниор хӗрсемпе каччӑсем;
— 17-18 ҫулсенчи (2008–2009 ҫулсенче ҫуралнисем) яшсемпе пикесем;
— 15-16 ҫулсенчи (2010–2011 ҫулсенче ҫуралнисем) арҫын ачасемпе хӗрачасем.
Ӑмӑрту икӗ куна пырӗ. Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче спортстменсен роллер-спринта тухмалла. Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кросс-спринтра ӑмӑртӗҫ.
Ӑмӑрту 10 сехетре пуҫланӗ.

Шупашкар округӗнче «Сыр Кубокӗ» шахмат турнирӗ иртӗ. Унта утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫитсе курма сӗнеҫҫӗ.
Мероприяти Станьял ялӗнчи «Чӑваш Кӗрӗм» этнографи комплексӗнче иртӗ. Унта шахматла вылякансем пухӑнӗҫ. Ӑмӑртӑвӑн хӑйне евӗрлӗхӗ – кубока лайӑх пахалӑхлӑ сыртан хатӗрлӗҫ. Хальхи вӑхӑтра ӑна тума тытӑннӑ ӗнтӗ. Ку ӗҫе Станьялта Алексей Андреев патӗнче ӗҫлекен сыр пӗҫерекен ӑстасем хатӗрлеҫҫӗ. Тупӑшӑва хутшӑнакансем пушӑ алӑпа каймӗҫ. Кашнине сырсем парнелӗҫ.
Ку кӑна мар. Хӑнасемпе экскурси ирттерӗҫ, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе тата культурипе паллаштарӗҫ. Ҫавӑн пекех ӑстасен ярмӑркки иртӗ.
