Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Спорт

Спорт
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Пирӗн республикӑри спортсменка Варвара Зайцева Эренпур хулинче пауэрлифтинг енӗпе иртнӗ ӑмӑртура харӑсах икӗ рекорда ҫӗнетнӗ!

Унта Раҫҫейри 50 регионти 300 ытла атлет хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш 47 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ.

Варвара штангӑна выртса 97,5 килограмм йӑтнӑ. Ҫапла вӑл кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ тата Чӑваш Енри юниоркӑсен хушшинче рекорда ҫӗнетнӗ.

Штангӑна классика мелӗпе йӑтса пирӗн ентеш 70 килограма парӑнтарнӑ. Ку категорире вӑл пӑхӑр медаль илнӗ, хальхинче вара Чӑваш Енри хӗрарӑмсен хушшинчи рекорда ҫӗнетнӗ.

Ҫакӑн пек ҫитӗнӳсем туса Варвара Зайцева Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ тӗп команди йышне кӗнӗ.

Палӑртса хӑварар: спортсменкӑна Дмитрий Соловьев тренер ӑмӑртусене хутшӑнма хатӗрлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_30047
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Иртнӗ канмалли кунсенче республикӑра Пӗтӗм Раҫҫейри профсоюзсен велочупӑвӗ иртнӗ. Вӑл кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут йӗркеленнӗ. Велочупу «100 ҫухрӑм – мӗншӗн тесен эпир пӗрле» ятлӑ пулнӑ.

Велочупӑва Раҫҫейри 20 ытла регионтан хутшӑннӑ. 200 ытла велочупуҫӑ 120 ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Вӗсен маршручӗ Комсомольски, Патӑрьел, Елчӗк патӗнчен иртнӗ. Финиш Комсомольскинчех пулнӑ.

Велочупӑва ҫамрӑкксем те, аслӑ ӳсӗмри ҫынсем те хутшӑннӑ. Пӗрисем пӗрремӗш хут старта тухнӑ, теприсем вара пӗр велочупӑва та сиктермен.

Маршрута лекнӗ ялсенчи ҫынсем вара спорта юратакансене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ. Пӗрле сӑнӳкерчӗк тума та ӗлкӗрнӗ вӗсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_19002
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Анатолийпе Виталий Глазковсене пауэрлифтинг енӗпе «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята панӑ. Хушӑва РФ Спорт министерстви алӑ пуснӑ. Каччӑсем Суздаль хулинче иртнӗ Раҫҫей кубокӗнче пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ.

Анатолипе Виталий — йӗкӗреш. Куславкка каччисем Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнче вӗреннӗ. Халӗ ӗҫлеҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах спорт валли вӑхӑт тупаҫҫӗ: ҫамрӑксем ӑсталӑхне Шупашкарти В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче аталантараҫҫӗ.

Виталий – паурлифтинг енӗпе Ази первенствин ҫӗнтерӳҫи, Анатолий Раҫҫейри ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫи тата призерӗ шутланать.

 

Спорт
 Шупашкарти Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Шупашкарти Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре тинех биатлон енӗпе ӑмарту иртӗ. Хӗллехи биатлон енӗпе мар-ха, ҫуллахи.

Лапсарта биатлон комплексне чылай ҫул нушаланса хута ячӗҫ. Кайран тусан пӗтерсен те унта кӑлтӑк тупӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтернӗччӗ.

Кӑҫалхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Раҫҫейӗн биатлонистсен союзӗпе «МАТЧ» спорт каналӗ унта килнӗччӗ. Курма мар, тӗрӗслевпе. Вӗсем Шупашкарти Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗн Лапсарти биатлон комплексне тӗрӗсленӗ.

Асӑннӑ комплексра малтан Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсен биатлон ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 20-24-мӗшӗсенче пулӗ. Унтан, авӑн уйӑхӗн 14-21-мӗшӗсенче, биатлон енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртӗ.

 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, республикӑра йӑлана кӗнӗ сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансем республикӑна тата муниципалитета пӑхӑнакан спорт обьекчӗсене тӳлевсӗр кӗме пултараҫҫӗ.

Каток, бассейн, транажер тата фитнес залсем, стадион... – пӗтӗмпех тӳлевсӗр пулӗҫ. Акцие пӗтӗмпе 4,6 пин ытла лапам хутшӑнать.

Сывлӑха ҫирӗплетме килекенсем валли программа хатӗрленӗ. Тренерсем ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ, уҫӑ тренировкӑсем пулаҫҫӗ.

Мероприятисен тулли планӗпе ЧР Спорт министерствине пӑхӑнакан организацисен сайтӗнче тата халӑх тетелӗнче паллашма пулать.

 

Спорт
Чӑваш Енӗн Спорт министерствин видеовӗнчен илнӗ скриншот
Чӑваш Енӗн Спорт министерствин видеовӗнчен илнӗ скриншот

Шупашкара ҫӗршыври чи маттур ҫӑмӑл атлетсем пуҫтарӑнӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 18-21-мӗшӗсенче хулари «Олимпийски» стадионта Шупашкара ҫӗршыври ҫӑмӑл атлетсем пуҫтарӑнӗҫ. Унта 72 регионти спортсменсем пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем чупассипе, хӑварт утассипе, сикессипе, ывӑтассипе ӑмӑртӗҫ.

Ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей кубокӗнче наградӑсен 22 пуххине выляттарӗҫ.

Ӑмӑртӑва ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 16 сехетре уҫӗҫ.

 

Спорт
pkgros.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pkgros.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пӑрачкаври шкул директорне Иван Кудявина вырӑнти шкулта тата «Дельфин» физкультура комплексӗнче хальхи вӑхӑтри спорт лапамӗ ҫукки пӑшӑрхантарать. Ҫак ыйтупа вырӑнти хастар республика Элтеперӗ Олег Николаев патне йышӑнӑва кайнӑ.

Вырӑнти шкула 23-мӗш ҫул ертсе пыракан арҫын каланӑ тӑрӑх, асӑннӑ ыйту педагогсене, спортсменсене, ачасене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне чылай ҫул канӑҫсӑрлантарать. «Пур ҫӗрте те лайӑх услови туса панӑ, мӗн тесен те 21-мӗш ӗмӗрте пурӑнатпӑр, пирӗн патра ҫеҫ темӗскерле», — тесе пӑшӑрханаҫҫӗ иккен вырӑнтисем.

Директор каланӑ тӑрӑх, ыйтӑва 2022 ҫултанпах татса пама тӑрӑшаҫҫӗ, анчах ниепле те май килмест. Хуласенчи шкулсенче, ав, футбол уйӗсем, чупмалли ҫулсем, воллейбол, баскетбол, тӗрлӗ снарядлӑ лапамсем пур.

Элтепер пулӑшма шантарнӑ. Тен, килес ҫулах май килӗ.

 

Спорт

Алӑсӑр ҫуралнӑ Кирилл Александров спортра ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тунине, нумаях пулмасть вӑл Японирен виҫӗ медальпе таврӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.

Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 14-ри Кирилпа Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Василий Петров тӗл пулнӑ. Para Swimming World Series параишев енӗпе Шупашкарти яш виҫе медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Фудзи-Сидзуока хулинче иртнӗ.

Кирилл ҫурӑм ҫинче 50 метра ишессипе тата брасс енӗпе 100 метра ишессипе каччӑсем хушшинче ылтӑн медальсене тивӗҫнӗ, брасс енӗпе 100 метра ишессипе арҫынсем хушшинче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.

«Эпӗ тренировкӑсене нумай ҫӳренӗ. Тӗрлӗ ҫӗршыври спортсменсене ҫӗнтерме ҫӑмӑл пулмарӗ», — каласа кӑтартнӑ министра спорстмен.

 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Алӑсӑр ҫуралнӑ Кирилл Александров спортра ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑвать. Нумаях пулмасть вӑл Японирен виҫӗ медальпе таврӑннӑ.

Кирилл ишесси енӗпе палӑрать. Спортӑн ку тӗсӗпе вӑл пӗчӗк чухнех кӑсӑкланма тытӑннӑ, ашшӗ-амӑшӗ ӑна бассейна илсе кайнӑ. Кирилл Японири Фудзи-Сидзуока хулинче иртнӗ ӑмӑртура арҫын спортсменсемпе ӑмӑртса виҫӗ медаль ҫӗнсе илнӗ: икӗ «ылтӑн» тата пӗр «кӗмӗл».

Сӑмах май, нумаях пулмасть Кирилл Александров Калуга хулинче иртнӗ чемпионатра Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ. Палӑртса хӑварар: Кирилл – 14 ҫулта, Шупашкарта пурӑнать.

 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Пирӗн ентешсем, спортсменсем, Раҫҫей чемпионатӗнче пирӗн республика чысне тивӗҫлипе хӳтӗленӗ.

Ӑмӑрту ҫивӗч пулнӑ: 300 ытла спортсмен вӑй виҫнӗ. Вӗсен хушшинче пирӗн ентешсем 3 медаль ҫӗнсе илнӗ. Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Фарход Рахмоналиев (52,2 килограмм таран) финалта выляса ярса кӗмӗл медель илнӗ.

Хӗрарӑмсен хушшинче ӑмӑртса Вера Лоткова (56,7 килограмм таран) тата Ева Митрякова (61,2 килограмм таран) пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.

Палӑртса хӑварар: спортсменсем Шупашкарти 11-мӗш спорт шкулӗнче Антон Григорьев тата Александр Шмелев тренерсем патӗнче ӑсталӑха туптаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_29299
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 163
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 15

1910
116
Стихван Шавли, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1913
113
Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ