
Чӑваш Енри спорт гимнастки Елена Герасимова студентсен хушшинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура виҫӗ медаль ҫӗнсе илнӗ.
Пирӗн ентеш Краснодар крайӗнче иртнӗ турнирта чи вӑйлисен хушшинче палӑрнӑ. Ӑмӑртӑва Раҫҫейри 15 аслӑ шкулти 100 яхӑн спортсмен хутшӑннӑ.
Елена тӗрлӗ ҫӳллӗшри бруссем ҫинче чи лайӑх кӑтартупа палӑрса ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех пӗрене ҫинче хӑнӑхтарусем туса тата командӑпа тупӑшса кӗмӗл медальсем ҫӗнсе илнӗ.

Чӑваш Енри спортсменка Вера Крылова Чулхулара ишессипе иртнӗ «Ока-Атӑл» ӑмӑртура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Турнира Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Пирӗн ентеш 2,7 ҫухрӑма пуринчен малтан ишсе тухса пьедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ.
Палӑртса хӑварар: Вера Крылова «Аквайспорт Чӑваш Ен» федерацире ӑсталӑхне туптать.

Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Николай Сазонов Red Fox Elbrus Race фестивале хутшӑнса пысӑк кӑтартупа тӗлӗнтернӗ. Вӑл Эльбрус тӑвӗ ҫине 5 сехет ҫурӑра хӑпарнӑ. Дистанци – 2000 метр.
Ку ӑмӑрту хӑйне евӗрлӗхӗ – ту ҫине нумайран та 6 сехетре хӑпарасси. Ахаль чухне унта 10-12 сехетре хӑпараҫҫӗ.
Николай – 57 ҫулта. Альпинизмпа вӑл 52 ҫулта чухне кӑсӑкланма тытӑннӑ. «Хӑпарса ӗлкӗрессе хам та кӗтменччӗ. 20 градус сивӗ те, вӑйлӑ ҫил те пулчӗ. Часрах сӑн ӳкерӗнтӗмӗр те каялла антӑмӑр», – савӑнӑҫӗпе пайланнӑ Николай.

Шупашкарти Анастасия Красильникова 10 километра чупассипе Хусанти марафонта ылтӑн медале ҫӗнсе илнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑва Чӑваш Енри Мальвина Петрова та хутшӑннӑ.
Хусанта ҫу уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче иртнӗ ӑмӑртӑва 35 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ.
Чӑваш хӗрарӑмӗ 35-39 ҫулсенчи спортсменсем хушшинче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Шупашкарти Анастасия Красильникова 10 километра чупассипе Хусанти марафонта ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура Михаил Кузнецов тренерӑн вӗренекенӗ 10 ҫухрӑма 32 минут та 29 ҫеккунтра чупса тухнӑ.
Анастасия Красильникова 3 пин километра чупассипе — ҫамрӑксем хушшинче Раҫҫейӗн рекордсменки.
«Ирхине ҫумӑр ҫӑватчӗ, кайран вӑл чарӑнчӗ, чупма ҫӑмӑл пулчӗ, ҫил те вӑйлӑ марччӗ», – каласа кӑтартна спорстменка.

Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Савелий Фролов триатлон енӗпе иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнчен ылтӑн медальпе таврӑннӑ.
Вӑл 13-14 ҫулсенчи спортсменсемпе «дуатлон-спринт» дисциплинӑра ӑмӑртнӑ. Вӑл 25:42 кӑтартупа пурне те парӑнтарса пьедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ.
Палӑртса хӑварар: Савелий Фролов Сергей Сусметов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать.

Чӗмпӗр хулинче бодибилдинг енӗпе Раҫҫей Кубокӗ иртнӗ. Унта Раҫҫейри 900 яхӑн атлет вӑй виҫме килнӗ. Чӑваш Ен чысне Анастасия Семенова хӳтӗленӗ.
Вал – 35 ҫулта. Анастасия эстетика фитнесӗн категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл нумайӑшӗнчен ирттерсе пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.

Варвара Николаева 8 ҫулта кӑна-ха. Вӑл вара тӗнче чемпионки пулма ӗлкӗрнӗ те! Нумаях пулмасть вӑл Мускавра каратэ енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатне хутшӑннӑ. Унта 10 ҫӗршыври спортсменсем хутшӑннӑ.
«Ката, 8-9 ҫулсенчи хӗрачасем» категорире Варя ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ушкӑнпа катӑра ӑмӑртса ылӑн медаль илнӗ.
Варьӑн пӗтӗмпе – 43 награда, вӗсенчен 30-шӗ – ылтӑн медаль. Унӑн тренерӗ – Сергей Сергеев.

Куҫӗ курмасан та уншӑн нимӗнле чӑрмав та ҫук. Мария Мамаева нумаях пулмасть Калугӑра ишес енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче тӳрех икӗ пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Мария икӗ дистанцире вӑй виҫнӗ. 23 регионтан килнӗ 100 ытла спортсменран вӑл финиша виҫҫӗмӗш ҫитнӗ. Вӑйлӑ спортсменсене те парӑнтарнӑ вӑл.
Маттур спортсменкӑна ЧР спорт министрӗ Василий Петров та саламланӑ, малашне те ҫитӗнӳсем тума суннӑ.

Чӑваш Енри спортсмен Сергей Смолев «Dagestan Wild Trail» сумлӑ ӑмӑртура ҫӗнтернӗ. Вӑл ту ҫинчи 35 ҫухрӑм дистанцие 3 сехет те 18 минут та 11 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Ҫапла ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗш вырӑна – Свердловск облаҫӗнчи Андрей Солнцев, виҫҫӗмӗш вырӑна Абхазири Денис Поляков йышӑннӑ.
Ӑмӑрту Дагестанра иртнӗ, унта 2 пин ытла спортсмен хутшӑннӑ.
