
Етӗрне районӗнчи Пӗрремӗш Выҫӑлккӑ ялӗнче ӗнер, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, ДОТран (ДОТ тени вӑрах вӑхӑт хӗҫ-пӑшалтан пемелли вырӑна пӗлтерет) мемориал уҫнӑ. Ӑна Сӑр чиккине тума хутшӑннисене асра тытса йӗркеленӗ.
Бетонран тунӑ бетон калпака икӗ ҫул каялла вӑрманта пӗртӑвансем, Леонидпа Михаил Беловсем, тупнӑ. Историксем вӑл чӑн-чӑн ДОТ пулнине палӑртнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗртӑвансем унран палӑк тума шухӑш тытнӑ.
Мемориала пӗтӗм ялпа тунӑ: чавнӑ, бетон ҫӑрнӑ, йывӑҫ пура копине тимӗр бетонтан ӑсталанӑ.

Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Михаил Сорокин паян 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл травматологи уйрӑмне 51 ҫул ертсе пынӑ.
Михаил Сорокин Вӑрмар районӗнчи Эҫпепе ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл Сӑр юханшывӗ хӗррине окоп чавма кайнӑ. Кайран ӑна фронта илнӗ. Пӗр ҫапӑҫу унӑн шухӑшне тӗпрен улӑштарнӑ – вӑл пурнӑҫне медицинӑпа ҫыхӑнтарма палӑртнӑ. Вӑрҫӑран таврӑнсан Михаил Григорьевич Хусанти мединститутра вӗреннӗ, унтан – Ленинградри аслӑ шкулта.

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Денис Лобастов ача чухнех вӗлле хурчӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Халӗ вара ку унӑн ӗҫӗ те, чун киленӗҫӗ те пулса тӑнӑ.
Паянхи кун Денис 250 вӗлле тытать. Унӑн 6 утарӗ Сӑр юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл Хӗрлӗ Чутайра, Етӗрнере, Шупашкарта лавккасем тытать.
Денис ҫӗнӗ тухнологисемпе усӑ курать. Вӑл вӗлле хурчӗсене ҫӑка пылӗ тума та «вӗрентет», дрессировка тӑвать. Лайӑх сӗнӳ парать вӑл: сахӑра пылпа улӑштармалла, шывра пыл ирӗлтерсе ӗҫмелле.

Улатӑр районӗнче пурӑнакансене шывпа тивӗҫтерме Чӑваш Ен хыснинчен 3,2 миллион тенке укҫа уйӑрса панӑ. Кӗмӗле резерв фондӗнчен уйӑрма йышӑннӑ.
Укҫана уйӑрса парасси ҫинчен калакан документа республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
Стемас яле патӗнче Сӑр юханшывӗнче шыв шайӗ чакнине пула инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухма пултарнӑ. Резерв фондӗнчен уйӑрнӑ уксана шыва уҫласа илме икӗ насус туянма, хӑйӑр насуссне экскаватор-амфибипе тасатма усӑ курӗс. Унсӑр пуҫне укҫа ятарлӑ техникӑна арендӑна илсе вырӑна илсе ҫитернишӗн тӳлеме кайӗ.

Паян каҫхине Сӑр юханшывӗнче 69 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вӑл ӳсӗр пулни паллӑ.
Арҫын Етӗрне округӗнчи Стрелецки ялӗнче пурӑннӑ. Вӑл Етӗрне хулине килсен Сӑр юханшывӗнче шыва кӗме шутланӑ. Анчах, шел те, ку инкекпе вӗҫленнӗ.
Унӑн виллине ҫӑлавҫӑсем тупса ҫыран хӗррине кӑларнӑ.

«Электроприбор» заводра ӗҫлекег Дмитрий Попков Сӑр юханшывӗнче 12-ри хӗрачапа пӗрле чутах путман 4 ачана ҫӑлнӑ.
Нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ: июнӗн 1-мӗшӗнче Сӑрта 12-ри хӗрача путнӑ, унӑн виллине ӗнер кӑна шыраса тупнӑ. Ҫавӑн чухне юлташӗсем путакан тантӑшне хӑйсем ҫӑлма хӑтланнӑ.
Дмитрий ҫав вӑхӑтра кимӗпе ҫыран леш енче пулнӑ. Кӑшкӑрашнине илтсен вӑл часрах пулӑшма васканӑ. Икӗ арҫын ачапа икӗ хӗрачана ҫӑлса ӗлкӗрнӗ. Анчах ишме пӗлмен Катьӑна авӑр туртса кӗрсе юхтарса кайнӑ.

Паян Сӑр юхан шывӗнче 12-ри хӗрачан виллине тупнӑ. Ӑна шырас ӗҫе нимеҫӗсем те хутшӑннӑ. Шӑпах вӗсем тупнӑ ӑна.
Нимеҫӗсем хӗрача виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Аса илтерер: ку инкек ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулнӑ. Ача ун чухне тантӑшӗсемпе шыва кӗме кайнӑ. Анчах вӑл ишме пӗлмен. Хӗрача тӑрук тарӑн ҫӗре лексе шыв айне кайнӑ. Тантӑшӗсем ӑна ҫӑлма хӑтланнӑ, анчах май килмен.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш округӗнчи Сухайкасси пӗвинче 17-ри каччӑ путса вилнӗ.

Улатӑр тӑрӑхӗнче Сӑр юханшывӗнче 12 ҫулти хӗрача путса вилнӗ. Ку инкек ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулнӑ. Унӑн виллине халӗ те тупайман, шыраҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш округӗнчи Сухайкасси пӗвинче 17 ҫулти ҫамрӑк путса вилнӗччӗ. Унччен маларах Атӑлта ГЭС ҫывӑхӗнче 49 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкартан пулнӑ.

Пӗррӗмӗш каналпа пыракан «Непутевые заметки с Дмитрием Крыловым» кӑларӑмра Чӑваш Ен пирки кӑтартӗҫ
Нумаях пулмасть ӳкерӳ ушкӑнӗ Етӗрне округӗнчи Тури Ачакри 19-мӗш ӗмӗрти чӑваш хресченӗн музейӗнче пулнӑ. Федераци каналӗн журналисчӗсене «Вирьял» халӑх ансамбль, музей ӗҫченӗсемпе шкул ачисем пирӗн халӑхӑн йӑли-йӗркипе паллаштарнӑ.
Хӑнасем Сӑр хӗрринче те пулнӑ, вӑрҫӑ ҫулӗсенче унта хӳтӗлев чикки тунӑ вырӑнсене курнӑ. Унтан Етӗрнери ӳнерпе тавра пӗлӳ тата СССР халӑх артисчӗ Н.Д.Мордвинов ячӗллӗ музейсенче кадрсем ӳкернӗ.
Кӑларӑма курмасӑр ан юлӑр! Вӑл ҫӗртмен 8-мӗшӗнче тата 15-мӗшӗнче эфира тухӗ.

Ҫӗмӗрле хули ҫывӑхӗнче Сӑр урлӑ каҫмалли понтон кӗпере уҫнӑ. Ун тӑрӑх машинӑсем ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен каҫса ҫӳреме тытӑннӑ.
Кӗпер Ҫӗмӗрле хулине Чулхула облаҫӗнчи Нават ялӗпе ҫыхӑнтарать. Кӗпер тӑршшӗ – 156 метр.
Сӑмах май, пӗлтӗр понтон кӗпере ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче кӑна уҫнӑ.
