Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсем: Сӗнтӗрвӑрри

Куллен тенӗ пек пысӑк хуласенче кӗске вӑхӑт хушшинче тимиҫе хутлӑ ҫурт-йӗрсем ӳссе лараҫҫӗ, районсенче те ку енпе ӗҫ тухӑҫлӑ пырать.

Строительсен кунӗ тӗлне ҫурлан 9-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри хулинче Николаев урамӗн 89«В» адреспа АвтоТур ҫӗнӗ бизнес-центр уҫма планланӑ. Ҫурт-йӗре 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче хута янӑ. Виҫӗ хутлӑ ҫуртӑн лаптӑкӗшӗ — 1400 тӑваткал метр. Станцире сехет хушшинче 100 ҫынна тивӗҫтерме йышӑннӑ, ҫапла вара ҫулталӑкра 400–500 пин яхӑн ҫынна тупӑш кӳме май пур. Хальлӗхе станцире муниципалитетсем хушшинче пассажирсен ҫӳревне йӗркелеҫҫӗ, пурӑна киле вара хуласем хушшинче ҫӳреве ирттерме планланӑ.

Ҫӗнӗ виҫӗ хутлӑ ҫурт-йӗрте транспорта кӗтекенсем валли хӑтлӑ пӳлӗм, билетсене сутакан касса, апатланмалли буфет, ҫӳлти хутра хӳтелевҫӗ контори, парикмахерски пур. Унсӑр пуҫне вокзал тарашӗнче суту-илӳ павильонӗ, кафе, гостиница ӗҫлет.

Сӗнтӗрвӑрри ҫурлан 9-мӗшӗнче 9:40 сехет тӗлне пурне те автостанци уҫӑлнӑ ҫӗре йыхравлать.

 

Паян, ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, пирӗн мӑнаҫлӑ ҫӗршыв хӑйӗн уявне — Раҫҫей кунне — паллӑ тӑвать.

Чӑваш Ен тӗп хулинче асӑннӑ уява тӗрлӗрен тӳремсенче тата парксенче ирттереҫҫӗ. Яланхи пекех хула ҫыннисемпе хӑнасем уяв концертне курма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне паян велосипедҫӑсен ӑмӑртӑвӗ иртет, куракансене массӑллӑ флэшмоб савӑнтарма пултарӗ.

Шупашкарсӑр пуҫне Раҫҫей кунне Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗрпӳре, Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта, Сӗнтӗрвӑрринче тата Тӑвай ялӗнче уявлама палӑртнӑ.

ШӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх паян Шупашкарта йӗркене 90 полицай сыхлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63225.html
 

Ӗҫсӗр юлакан рабочисем хӑй вӑхӑтӗнче ҫакӑн пек тухса тӑни те пулнӑ
Ӗҫсӗр юлакан рабочисем хӑй вӑхӑтӗнче ҫакӑн пек тухса тӑни те пулнӑ

Кун пирки «Regnum» информаци агентстви республика Элтеперӗн пресс-служби хыпарлани тӑрӑх пӗлтерет.

Аса илтеретпӗр, федерацин «Росспиртпром» унитарлӑ предприятийӗ акционерсен аллине куҫнӑ хыҫҫӑн унӑн Чӑваш Енри предприятийӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри хупӑнчӗҫ. 2010-мӗш ҫулта Сӗнтӗрвӑрринчи спирт савучӗ хупӑнчӗ, каярах ун пек шӑпа Етӗрнене пырса ҫапрӗ. Пӗр вӑхӑтра Шупашкарти ликёрпа водка завочӗ те хупӑннӑччӗ, анчах 2011 ҫулхи ҫулла вӑл ӗҫлесе кайрӗ.

Маларах асӑннӑ информагентство куҫман пурлӑха унитарлӑ предприятирен «Росспиртпром» акционерсен обществине куҫарасси хӑй вӑхӑтӗнче тӑсӑлса кайнине те пӗлтерет. Ҫӗнӗ харпӑрлӑх хурмине куҫнӑ предприяти Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан влаҫӗсенчен республикӑна юлакан акцизсен ҫуррине субсидилеме ыйтнӑ-мӗн. Вӑл укҫана Етӗрнери филиалта пӑрака кӑларассине юсаса ҫӗнетме ярасшӑн пулнӑ-мӗн, унсӑрӑн завода лицензилеме май килмест тесе ӑнлантарнӑ имӗш.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫейӗн экономика аталанӑвӗн министрӗпе Андрей Белоусовпа тӗл пулсан Етӗрнери спирт савутне ӗҫлеттерсе ярас ыйтӑва хускатнӑ иккен.

Малалла...

 

ҪУ
28

16 пляж уҫӗҫ
 Вера Эверкки | 28.05.2013 17:57 |

Республикӑра официаллӑ майпа 16 пляжпа шыва кӗмелли вырӑн уҫма палӑртнӑ. Вӗсенчен тӑватшарӑшӗ Шупашкар хулинче тата Муркаш районӗнче пулӗҫ. Етӗрне районӗнче икӗ пляж уҫӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Ҫӗмӗрле хулисенче, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар тата Улатӑр районӗсенче — пӗрер.

Ытти ҫӗрте ҫынсем шыва та кӗмӗҫ, хӗвел айӗнче те хӗртӗнмӗҫ темелле мар-ха. Официаллӑ майпа уҫнӑ вырӑнсене хӑрушсӑрлӑх енӗпе тивӗҫтермелле. Тепӗр майлӑ каласан, ҫакӑ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ. Пытармасӑр калас тӑк, «Кунта шыва кӗме юрамасть» тесе ҫырса ҫапни вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемшӗн йӳнне ларать. Тата, хамӑр хушӑра каласан, темрен тем пулсан вӗсем ҫине яваплӑх та тийӗнмест.

 

Ҫӗнтерӳҫӗ хӗрарӑм
Ҫӗнтерӳҫӗ хӗрарӑм

Ҫак кунсенче Атӑл юханшывӗнче сивӗ шывра ишессипе Чӑваш Енӗн чемпионачӗ иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ тӑрӑхри 70 ытла ҫын килсе ҫитнӗ. 25 метра ишессипе хӗрарӑмсен хушшинче шалти службӑн капитанӗ Светлана Ерпылева пӗрремӗш вырӑна тухса ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

Хастар хӗрарӑм Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи шалти ӗҫсен пайӗнче юрисконсульт пулса тӑрӑшать. Триатлонпа тата ишессипе профессилле майпа ҫине тӑраканскер Чӑваш Енри ӑмӑртусенче 10 хут та чемпион ятне тивӗҫнӗ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче вӑл хӑй те кӗтмен-туман ҫӗртен ҫӑлавҫӑ пек те палӑрчӗ. Ун чухне вӑл Сӗнтӗрвӑрри хулинче бассейнра шыва путма пуҫланӑ хӗрачана ҫӑлнӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://21.mvd.ru/news/item/980604/
 

Пӗрле тухсан ӗҫ те каять
Пӗрле тухсан ӗҫ те каять

Тарҫа шанакан хӑрах куҫсӑр, ача-пӑчана шанакан сӗм куҫсӑр юлнӑ теҫҫӗ ваттисем. Сӗнтӗрвӑрри хулинчи Чернышевский тата Шкул урамӗсенче пурӑнакансем те такам пулӑшасса кӗтсе лариччен ӗҫе хӑйсем тытса тума шут тытнӑ.

Ҫакӑн пек шухӑшпа ҫунатланса вӗсем ҫӑвӑн 6-мӗшӗнче хӑйсем пурӑнакан шӑтӑк-путӑклӑ урамсене йӗркене кӗртнӗ. Хастарсенчен пӗри ӳркенмесӗрех шлак тиесе килнӗ, халӑх вара ӗҫе кӳлӗннӗ — тимӗр шӑратнӑ хыҫҫӑн юлакан ҫав материала сарса тухнӑ. Хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ӗҫе арӗ-арӑмӗ, ватти-вӗтти тухнӑ. Ӗҫе пуҫӑннӑ-пуҫӑннах вӗсем тӑван тӑрӑха та хӑтлӑх кӗртнӗ — таврари ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ.

 

Уяври самант
Уяври самант

Паян Сӗнтӗрвӑрринчи культура ҫуртӗнче уяв пулчӗ — ӑна ҫак культура учрежденийӗ ҫумӗнчи чӑваш юррин хорне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалласа ирттерчӗҫ. Чылай номинацисенче ҫӗнтернӗ, кашни уява тенӗ пекех хутшӑнакан ушкӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Геннадий Павлович Раков ертсе пырать. Мӑшӑрӗ те унан ҫак хортах юрлать.

Халӑх хорӗн ҫупҫинче — терлӗ автор юррисем. Ҫав шутра, паллах, чӑваш халӑх юррисем те. Хальхи композиторсен хайлавӗсене те тиркемеҫҫӗ вӗсем — Ф. Лукин, Г. Хирпӳ, Ю. Кудаков кӗвӗленисене шӑрантараҫҫӗ. Ушкӑнра аслисем кӑна мар, ача-пӑча та сахал мар — ҫитӗннӗ ӑрӑвӑн эткерне ӳнер шкулӗн фольклор пайӗнче вӗренекенсем тӑсаҫҫӗ.

Уяв халах хорӗн юррисемпе пуҫланчӗ. «Чӗкеҫ вӗҫет ҫӳлелле», «Юрату юрри», «Итлӗр куккук сассине» тата ытти юрӑ курма килекенсен кӑмӑлне ҫӗклерӗ. Ҫавра ҫул тултарнӑ ушкӑна саламлама ыттисем те килнӗччӗ — вӗсенчен те парне, юрӑ саламӗ, пулчӗ. Чӑваш наци конгресӗ ячӗпе ҫитнӗ Алевтина Соколовӑпа Александр Иванов та ыттисенчен юлмарӗҫ — хисеп хучӗпе чысланисӗр пуҫне пӗрер юрӑ шӑрантарса пачӗҫ.

Малалла...

 

Сурхурипе Мӑнкун хушшинче Ҫӑварни уявне пӗр эрне тӑршшӗпех паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫӑварни уявӗнче ҫамрӑксем сивӗ хӗле хӑвӑртрах хӑваласа, ирттерсе ярас, ӑшӑ ҫуркуннене кӗтсе илес тесе лаша ҫуни ҫине ларса хӗвеле май ярӑнса ҫӳренӗ. Паллах, вӑйҫӑсем те юнашарах пулнӑ. Вӗсем тӗрлӗ кӗвӗ хатӗрӗ каласа ҫамрӑксене Ҫӑварни юрри юрлаттарнӑ, савӑнтарнӑ. Ача-пӑча сӑрт-ту ҫинчен ҫунашкапа ярӑннӑ.

Кӑҫал пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗш кунӗччен ҫӑварни эрни тӑсӑлӗ. Ҫак уява Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш номерлӗ гимназинче те савӑнӑҫлӑ ирттерчӗҫ. Тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем пулса иртрӗҫ. Уява шкул ачисем, ашшӗ-амӑшӗсем пухӑнчӗҫ. Малтанах сӑвӑсем каласа, Ҫӑварни юррисем юрласа Хӗле ӑсатрӗҫ. Мӗн чухлӗ илемлӗ юрӑ шӑранмарӗ-ши Ҫӑварни ҫинчен? Ҫӑварни тӑвайккинчен ҫунашкапа ярӑнмасӑр мӗнле ирттӗр-ха? Пӗчӗкреххисем хаваспах тӑвайккине ҫунашка сӗтӗрсе чупрӗҫ. Пӗрне пӗри ярӑнтарчӗҫ. Эх, кайрӗ вара ача-пӑча сасси урам тӑрӑх…

 

Чӑрӑш тавра ташлаҫҫӗ
Чӑрӑш тавра ташлаҫҫӗ

Ҫӗнӗ ҫул уявӗ ҫитнӗрен шкул ачисем хальхи вӑхӑтра килте канаҫҫӗ. Ҫапах та вӗренме ҫӳремеҫҫӗ пулин те вӗсем тунсӑхласа лармаҫҫӗ. Ав, Сӗнтӗрвӑрри шкулӗн 6–9-мӗш класӗсенче пӗлӳ пухакансем кӑрлачӑн 2–4-мӗшӗсенче чӑрӑш тавра ташланӑ. Ахаль мар тата — ҫитес ташӑ ӑмӑртӑвне хатӗрленнӗ май ҫӗнӗ урам ташшисене вӗреннӗ иккен.

«Зажигай!» (чӑв. «Ҫунтар!») ушкӑна шкул директорӗн ҫумӗ Яковлева М.В. йӗркеленӗ. Ачасем кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче раойнта ирттерме палӑртнӑ ҫамрӑксем хушшинчи ташӑ ӑмӑртӑвне хатӗрленеҫҫӗ — паллашу ташши вӗренеҫҫӗ, видоероликрине та ташлама хӑнӑхаҫҫӗ.

 

Ӑмӑртури самант
Ӑмӑртури самант

Сӗнтӗрвӑрринче нумай пулмасть шкул ачисем хушшинче район шайӗнче вутпа кӗрешекенсен ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта Октябрьски шкулӗнче вӗренекенсем те хутшӑнчӗҫ.

Ачасен хӑйсене тӗрлӗ енлӗ кӑтартма тиврӗ — чӑнкӑ пусмапа хӑвӑрт хӑпарма, йывӑрлӑхсен сукмакӗпе тухма, эстефатӑра вӑй кӑтартма. Теори енчен те тӗрӗслерӗҫ.

Октябрьски ачисем хӑйсене хастаррӑн кӑтартрӗҫ:

• Тимофей Фонариков кӗҫӗн ушкӑнра йывӑрлӑхсен сукмакӗпе ыттисенчен хӑвӑртрах тухса 1-мӗш вырӑна тивӗҫрӗ;

• теори шайӗнче те Октябрьски ачисем малта пулчӗҫ;

• эстафетӑра 2-мӗш вырӑна тивӗҫрӗҫ.

Ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Октябрьски шкулӗн ачисем 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, [22], 23, 24
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын