Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Сӗнтӗрвӑрри

Культура

Шкул ачисен кӗрхи каникулӗ вӑхӑтӗнче Сӗнтӗрвӑрринчи Культура ҫуртӗнче кружокӗсемпе пултарулӑх студийӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, сӑмах май, «БИМ, БАМ, БОМ» пукане театрӗ-студийӗн занятийӗ иртнӗ. Студи ӗҫне 1-мӗш гимназире вӗренекенсем хутшӑннӑ. Вӗсем «Пукане театрӗ валли пуканене епле ӑсталасси» темӑпа йӗркеленӗ хӑтлавпа паллашнӑ. Практика занятийӗ вӑхӑтӗнче ачасем карӑ хыҫӗнче пуканесене выляттарма хӑнӑхнӑ. Ачасем «Кушак, Тилӗ тата Автан» вырӑс халӑх юмахне лартма хӑтланса пӑхнӑ. Заняти тӗлӗнтермӗш концертпа вӗҫленнӗ. Ун вӑхӑтӗнче ачасен пӗр-пӗр пуканепе сӑвӑ-халап калама е ташлама тивнӗ.

Районти культура ҫурчӗ Н.А. Андреева ертсе пыракан халӑх инструменчӗсен ансамбльне те ҫӳреме йыхравлать. Унта ачасемпе ҫамрӑксене чӗнеҫҫӗ. Аслисене те унта хапӑл. Аслисем валли те чун канӑҫӗ татах пур-ха. Тӗслӗхрен, Л.В. Андреев Вырӑс халӑх хорне ҫӳреме чӗнет, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Г.Н. Раков ертсе пыракан Чӑваш халӑх юррисен хорне те ҫӳреме пулать.

 

Хулара Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ
Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ

Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш гимнази ҫумӗнче ҫулсерен иртекен чӗлхесен фестивалӗ пулнӑ. Бразилирен, Холландирен, Австрирен, Словакирен килнӗ хӑнасем шкул ачисем валли ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ.

Ачасемшӗн ку акӑлчан чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине тӗрӗслемелли мел пулнӑ. 10-мӗш «а» класра вӗренекен Дарья Тихонова, Оксана Шишокина, Карина Хачатрян, Ксения Филиппова, Денис Совин тӑлмачӑ тата гид вырӑнӗсенче пулнӑ.

Дарья Тихонова Австрири Кристинӑна пулӑшнӑ. Вӑл 19 ҫулта. Кристина хӑй те Сӗнтӗрвӑрри пек пӗчӗк хулара пурӑнать-мӗн. Хӗр сноуборда юратать. Кристина нимӗҫ алфавичӗпе тата ансат сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе паллашнӑ. Ҫавӑн пекех нимӗҫ тата чӑваш чӗлхисенчи уҫӑ сасӑсене танлаштарнӑ.

Словакири Юрий пурне те килӗшнӗ. Вӑл вырӑсла лайӑх калаҫать, анчах ӑсталӑх класне акӑлчанла ирттернӗ. Юрий Словаки пирки нумай каласа кӑтартнӑ, Словаки чӗлхипе паллаштарнӑ, вӑл вырӑс чӗлхипе пӗр пекрех пулнине палӑртнӑ.

Сӑнсем (15)

 

Культура

Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш наци телекуравӗ 3 ҫул тултарнӑ. Ҫак тапхӑрта республика ҫыннисем патне тележурналистсем тӗрлӗ кӑларӑм илсе ҫитернӗ.

Телекурав пурнӑҫа терлӗ енлӗн ҫутатма тӑрӑшать: экономика, социаллӑ ыйту, спорт, культура… Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче телекурав анлӑрах сарӑлма тытӑннӑ. Халӗ Наци телекуравне Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Сӗнтӗрвӑрринче, Куславккара, Ҫӗрпӳре, Кӳкеҫре, Тӗрлемесре, Сӑнав поселокӗнче курма пултараҫҫӗ.

Ҫитес вӑхӑтра телекурава Улатӑра, Ҫӗмӗрлене, Етӗрнене, Вӑрнара, Йӗпреҫе илсе ҫитересшӗн. Халӗ вара Наци телекуравне пурте тӗнче тетелӗнче курма пултараҫҫӗ.

 

Чӑвашлӑх Туудеровсем Елчӗкри музейра
Туудеровсем Елчӗкри музейра

Елчӗкри историпе таврапӗлӳ музейӗнчен тӗрлӗ наци ҫыннисем татӑлма пӗлмеҫҫӗ тени ӳстеререх калани пулать-тӗр. Ҫапах та унта тӗрлӗ ҫӗртен час-часах килсе ҫӳрени чӑнлӑх.

Нумаях пулмасть унта Эстони ҫыннисем пулнӑ. Вӗсем — Туудеровсен ҫемйи. Настя тата Мадис. Анастасия — Чӑваш Енрен. Сӗнтӗрвӑрринче ҫуралнӑскер Таллинта ӗҫлесе пурӑнать. Мадиспа ҫемье ҫавӑрни вӗсен нумаях мар. Туй ӗҫкине вӗсем наци тумӗ тӑхӑнса уявланӑ. Настя — чӑваш наци тумӗпе, Мадис — эстонсеннипе.

Елчӗкри музея пырса курма вӗсене ҫамрӑксен тӑванӗ, Ираида Захарова, сӗннӗ. Хӑй вӑл Елчӗк районӗнчи Тӳскелте ҫуралса ӳснӗ. Унтан Эстоние тухса кайнӑ. Халӗ вӑл унти чӑвашсен «Volgomaa» диаспорине ертсе пырать иккен. Эстони халӑхӗсен ассоциацине кӗрекен организаци ҫумӗнче «Палан» ансамбль йӗркеленӗ. Вӑл вара тӗрлӗ ҫӗршыва концертпа ҫӳрет. Ираида Захарова тӑван тӑрӑхне ҫулсерен килме тӑрӑшать, Эстонире пурӑнакан чӑвашсене пӗтӗҫтерессипе те тимлет.

Сӑнсем (3)

 

Ҫурт-йӗр Юсаса ҫӗнетнӗ ҫуртра пурӑнакансем
Юсаса ҫӗнетнӗ ҫуртра пурӑнакансем

Сӗнтӗрвӑррихулинчи Чкалов урамӗнчи 55-мӗш ҫуртра пурӑнакансем ҫӗн пӳрт ӗҫкине икӗ хутчен тунӑ.

Нмуай хваттерлӗ ҫав ҫурт кивӗ тата ишӗлекен ҫурт-йӗр программӑна лекнӗ. Ҫавна май ӑна юсаса ҫӗнетме йышӑннӑ. Вырӑнти хуҫасем ӗнентернӗ тӑрӑх, юсанӑ хыҫҫӑн унти хваттерсем «пачах ҫӗнӗ, хӑтлӑ, ирӗклӗ» пулса кайнӑ. Юсанӑ хыҫҫӑн ҫурчӗ хӑй те, хваттерӗсем те хальхи вӑхӑтри йышшине ҫаврӑннӑ имӗш. Ҫурта юсанӑ-юсанах ун патне пырса кӗмелли ҫула та, ҫурт йӗри-тавралли территорие те хӑтлӑх кӳнине пӗлтереҫҫӗ. Юсаса ҫӗнетме пӗтӗмпе 16,7 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ, ҫав шутран 10,7 миллионне — федераци хыснинчен.

Сӑнсем (22)

 

Спорт

Сӗнтӗрвӑрринче Андриян Николаев космоса пӗрремӗш хут ҫӗкленнине халалласа Атӑл урлӑ ишнӗ. Андриян Николаевич Поповичпа орбитӑра «Течет река Волга» юрра юрланӑ. Ҫавна май сӗнтӗрвӑррисем Атӑл урла ишсе каҫассине ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ.

Кӑҫал унта 32 ҫын хутшӑннӑ. Ӑмӑрту пиллӗкмӗш хут иртнӗ. Чылайӑшӗ парне илессишӗн мар, вӑйне тӗрӗслессишӗн ӑмӑртать.

Атӑл Сӗнтӗрвӑрри ҫывӑхӗнче 1 ҫухрӑм сарлакӑш. Анчах юхӑмӗ вӑйлӑ. Ҫавӑнпа ӑмӑртуҫӑсен диагональпе ишме тивет.

Кӑҫал ӑмӑртуна триатлонпа туслӑ ҫамрӑк спортсменсем те хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Евгений Степанов Атӑла 19 минут та 20 ҫеккунтра ишсе каҫнӑ. Ку — чи лайӑх кӑтарту. Михаил Андропов чи паттӑррисен йышне кӗнӗ. Протезпа ҫӳрекенскер Атӑла пӗрре мар ишсе каҫнӑ.

 

Экономика

Чӑваш Енри пилӗк муниципалитет пӗрлешӗвӗ Раҫҫейӗн монохулисен йышне кӗнӗ. Сӑмах май каласан, вӗсене социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне кура виҫӗ ушкӑна пайланӑ. Хӑш хула хӑш ушкӑна кӗрессине ҫулталӑкра пӗрререн кая мар палӑртӗҫ.

Уйрӑмах кӑткӑс лару-тӑруллӑ хуласен шутне 75 монохулана кӗртнӗ. Ку йыша Канаш лекнӗ. Социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗ япӑхланма пултараканнисен ушкӑнӗнчи 149 хулара йышӗнче — Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри. Социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗ тӑнӑҫҫисен шутӗнче — 89 хула. Кунта Ҫӗнӗ Шупашкар кӗнӗ.

Сӑмах май каласан, монохуласене палӑртассин йӗркине ҫӗршыв Правительствин йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн ылмаштарнӑ. Монохула текеннинче виҫӗ пин ҫын ытла пурӑнмалла. Хулан экономикинче тӗп вырӑн йышӑнакан предприятире хулари мӗнпур организацире ӗҫлекенсенчен сахалтан та 20 проценчӗ ӗҫлемелле. Монохулара ҫӗр айӗнчи усӑллӑ япаласем кӑлармалла тата (е) промышленноҫ продукцине тирпейлемелле.

 

Ҫурт-йӗр Сӗнтӗрвӑрринчи ҫӗнӗ ҫурт
Сӗнтӗрвӑрринчи ҫӗнӗ ҫурт

Ҫак вӑхӑтра «Лидерстрой» ТМЯП Сӗнтӗрвӑрринче икӗ нумай хваттерлӗ ҫурта хӑпартать. Пӗрин 3-мӗш хутне хӑпартса ҫитернипе пӗрех, теперинне никӗс валли шӑтӑк алтаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех шыв пӑрӑхӗсене тата ытти инженери тетелӗсене йӗркелеҫҫӗ. Ҫуртсем Ломоносов урамӗ, 8 адреспа вырнаҫнӑ.

Ку ҫуртсене хулари юрӑхсӑра тухнӑ ҫуртсенче пурӑнакан халӑха куҫармалла. Ҫавӑн пекех унта тӑрӑхсем тата ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ ачасем ӑшӑ йӑва тупмалла.

Сӑнсем (11)

 

Пӑтӑрмахсем Композитлӑ арматура
Композитлӑ арматура

Чӑваш Енри икӗ ҫын хӑйсене коммерци фирминчен хӑтарнӑ хыҫҫӑн хӑйсен ӗҫне пуҫарнӑ. Нимӗн те калаймӑн — мухтава тивӗҫ. Анчах хайхисем маларах тӑрӑшнӑ фирма хуҫисем хӑйсен унчченхи ӗҫченӗсемпе хӑпартланас вырӑнне вӗсене кӳренмеллипех кӳреннӗ. Ара пулмасӑр — лешсем фирмӑн коммерци вӑрттӑнлӑхӗпе — техника характеристикипе, материалпа оборудовани пирки пӗлтернисемпе, параметрсемпе тата меслетсемпе — усӑ курса композитлӑ арматура кӑларма тытӑннӑ. Ӗҫе вӗсем Сӗнтӗрвӑрринче пуҫарнӑ.

Коммерци вӑрттӑнлӑхӗпе усӑ курнӑ тесе пӗрремӗш инстанцири суд вӗсене, 34-ри Ҫӗнӗ Шупашкар арҫыннине тата 40-ри Сӗнтӗрвӑрри арҫыннине, РФ Пуҫиле кодексӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарма йышӑннӑ. Вӗсене кашнине 150-шар пин тенкӗлӗх штрафлас тенӗ.

Сӑмах май каласан, усламҫӑсем хӑйсен арматурине 40 туянакана 9 миллион тенкӗлӗх сутма ӗлкӗрнӗ.

 

Республикӑра Туристсене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ
Туристсене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ

Ӗнер Сӗнтӗрвӑрринче чӑннипех те хӗрӳ кун пулнӑ. Ҫук, шӑрӑх ҫанталӑка пула мар. Хула пристаньне каллех «Георгий Жуков» теплоход чарӑннӑ. Пӗтӗмпе 180 ҫулҫӳревҫӗ Сӗрнтӗрвӑрри ҫӗрӗ ҫине аннӑ.

Хӑнасемпе экскурси ирттернӗ. Хусан Турӑ Амӑшӗн чиркӗвне, Ю.А.Зайцев ячӗллӗ ӳнер галерейине, Иван Филиппович Соснин купса ҫуртне ҫитсе курнӑ. Ҫулҫӳревҫӗсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ: Чулхуларан, Кировран, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ытти хуласенчен.

«Экскурсишӗн тав тӑватпӑр. Вӑл Атӑл хӗрринчи ытти хулара ирттернӗ экскурси пек мар. Купсасен ӗлӗкхи ҫурчӗсем, хӑйне евӗр йӑла-йӗркеллӗ хула пирки каласа кӑтртни хӗпӗртеттерет, кунта тепре килес шухӑш та ҫуралать», — ҫапла ҫырса хӑварнӑ «Георгий Жуков» теплохопа килнӗ туристсем.

 

Страницӑсем: 1 ... 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, [17], 18, 19, 20, 21
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем