
Чӑваш Енри агропромышленность комплексӗнче туса илекен продукци тӗнчипех ӑсанать.
Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов канашлусенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, ют ҫӗре уйрӑмах анлӑ ӑсанакан продукци шутӗнче — ҫу валли туса илекен йӗтӗн (ку культура экспортӑн пӗтӗмӗшле тӳпин 21,8 процентне йышӑнать); севок-сухан (18,3%); кайӑк-кӗшӗк какайӗ (18,3%); ҫӑкӑр-булка (14,0%); ҫу культурисем (13,7%); шоколад (5,8%).
Севок-сухана экспорта ӑсатасси кӑҫалхи ҫур ҫулта 41,5 хут ӳснӗ, тип ҫӑва — 18,6 хут, ликерпа водка изделийӗсене — 58,3%; сӑрана — 28,5%.
Чӑваш Ен продукцийӗн пысӑк пайӗ Польшӑна (мӗнпур экспортран 33,8%), Китая (24,6%), Германие (9,3%), Сербие (6,8%), Таджикистана (4,3%), Белоруссие (4,3%) каять. Унсӑр пуҫне Монголи, Туркменистан, Израиль, Молдави, АПШ, Таджикистан, Йемен, Канада, Ирак, Азербайджан туянать.
Кӑҫалхи ҫур ҫулта пирӗн патран АПК продукцине 16 пин тонна ытла ӑсатнӑ, укҫа ҫине куҫарсан, 22,9 млн долларлӑх (ку вӑл пӗлтӗрхи ҫур ҫултинчен 0,4% нумайрах).

Китайри Сиань хулинче паян пӗрремӗш хут «Китай — Тӗп Ази» саммит уҫӑлать, унта унччен совет союзне кӗнӗ пилӗк республикӑн лидерӗсем хутшӑнӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускаври Ҫӗнтерӳ парадӗнче тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Казахстан, Киргизи, Таджикистан, Узбекистан тата Туркменистан президенчӗсем КХР председателӗпе Си Цзиньпинпа тепӗр хут тӗл пулусен ярӑмне ирттерӗҫ. Кун пирки «Коммерсант» кӑларӑм пӗлтерет.
Ҫак ҫӗршывсен суту-илӳпе экономика хутшӑнӑвӗсене аталантармалли сӑлтав — вӗсен экономикисем кӑтартакан ӳсӗм хӑвӑртлӑхӗ пысӑк пулни, ҫакна тӗнчери организацисем те ҫирӗплетеҫҫӗ. 2023 ҫулта МВФ Тӗп Азипе Кавказ республикисен экономики 4,2% шайӗнче ӳсӗ тесе шутлать. Пӗлтӗр, МВФ хакланӑ тӑрӑх, ӳсӗм малтанхи прогнозсенчен иртнӗ: кӑтарту 4,8% ӳснӗ.
Пекин совет союзӗнчен юлнӑ уҫлӑхӗн кӑнтӑр пайӗнче пӗртен пӗр ертсе пыракан вӑй пулма тӑрӑшни ку тӑрӑха АПШ тата Европӑри вӗсен партнерӗсем вӑйлӑрах та вӑйлӑрах витӗм кӳме хӑтланнипе сӑлтавлама пулать.

Чӑваш Енре туса илекен выльӑх-чӗрлӗх продукцине ют ҫӗршыва ӑсатасшӑн.
Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта пирӗн тӑрӑхри виҫӗ предприяти хӑйӗн продукцине ют ҫӗршывсене ӑсатма ветеринарипе санитари енчен тӗрӗслеме ыйтнӑ. Вӗсенчен пӗри сӗт-ҫу таварне туса илет, тепри выльӑх-чӗрлӗх апатне хушма апатпа пуянлатакан продукци туса кӑларать, виҫҫӗмӗшӗ — органика удобренийӗ.
Россельознадзор тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫав продукцие Узбекистана, Таджикистана, Азербайджана, Абхазие, Тайван (Китай) тата Пӗрлешӳллӗ Араб Эмирачӗсене ӑсатма юрӑхлине палӑртнӑ.

Чӑваш Енре лифт туса кӑларакан производство уҫӑлӗ. Ӑна Иранти «Asia Lift Group» предприяти йӗркелесе ярӗ. Предприятин представительстви Таджикистанра вырнаҫнӑ.
Лифт хуҫалӑхӗ 70 процент ытла япӑхнӑ. Пирӗн республикӑра 1 800 штукран кая мар лифт кивелсе кайнӑ.
Регионта лифтсене улӑштарассипе ҫыхӑннӑ программа та хута янӑ. 2027 ҫулччен 214 лифта улӑштарасшӑн. Хыснаран ҫав тӗллевпе 100 млн тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ.

Чӑваш Енре Таджикистанри туристсене кӗреҫҫӗ. Нумаях пуомасть Душанбере пирӗн республика делегацийӗ пулнӑ. Вӗсем икӗ ен килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Пирӗн тӑрӑх медицина туризмӗпе усӑ курма сӗнет. Чӑваш Ене, сӑмахран, С.Н. Федоров академик ячӗллӗ куҫ микрохирургине килеҫҫӗ. Вӑл учреждени — Раҫҫейри еррсе пыракан офтальмологи центрӗсенчен пӗри.
Президент перинаталь центрӗнче ЭКО мелӗпе сипленеҫҫӗ. Унти тухтӑрсем ача-пӑчаллӑ пулайман ҫемьесене пулӑшаҫҫӗ.
Республикӑн стоматологи поликлиникинче CAD-CAM мелӗпе шӑл лартаҫҫӗ, нейромышца стоматологийӗпе усӑ кураҫҫӗ.

2020 ҫулта ирттернӗ ҫырав тӑрӑх хакласан, Чӑваш Енре Чулхула облаҫӗнче пурӑннӑ ҫынсем, ҫавӑн пекех Тутарстанпа Мари Элтсем йышлӑн пурӑнаҫҫӗ. Унччен Совет Союзне кӗнӗ республикӑсене илсен, Украинӑпа Казахстанран куҫса килнисем йышлӑ. Инҫет чикӗ леш енчисенчен — Германипе Египетран.
Чулхула облаҫӗнче ҫуралнисем пирӗн тӑрӑхра 9 309 ҫын тӗпленнӗ, Тутарстанрисем — 8 639, Мари Элтисем — 6 531, Чӗмпӗр облаҫӗнчисем — 3 385, Мордва Республикинчен — 2 964.
Украинӑран куҫса килнисем ҫырав вӑхӑтӗнче 3 547-ӗн пулнӑ, Казахстанран — 3 065, Узбекистанран — 1 575, Таджикистанран — 1 371, Туркменистанран — 775, Беларуҫ Республикинчен —722.
Германирен пирӗн тӑрӑха 281 ҫын килсе тӗпленнӗ, Египтран — 222. Балтика тӑрӑхӗнчи ҫӗршывсенчисем те Чӑваш Ене килӗштереҫҫӗ. Латвирен 118-ӑн куҫса килне, Литваран — 98, Эстонирен — 91. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен 19 ҫын Чӑваш Ене килсе тӗпленнӗ, Францирен — 14-ӑн, Великобританирен — 12-ӗн.

Таджикистанра вырӑс чӗлхи вӗрентекен шкулсенче Чӑваш Енри оборудование вырнаҫтарнӑ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫей тата Таджикистан президенчӗсем Владимир Путин тата Эмомали Рахмон видеоҫыхӑну мелӗпе пилӗк шкул уҫнӑ. Вӗсенче вырӑс чӗлхине вӗрентӗҫ. Икӗ ҫӗршывӑн пӗрлехи проекчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫлеттерсе янӑ шкулсем Душанбе, Бохтар, Худжанд, Турсунзаде тата Куляб хулисенче вырнаҫнӑ.
Виҫӗ шкулта столовӑй валли оборудование Шупашкартан ӑсатнӑ. Вӗсене «Чувашторгтехника», «ЭЛИНОКС», «ФРОСТО» тата «Торговая Механика» компанисем туса кӑларнӑ.

Чӑваш Енре туса илекен ҫӑнӑхӑн пӗр партине Таджикстана ӑсатӗҫ. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов хӑйӗн Телеграм-каналӗнче хыпарланӑ.
«Чӑвашхлебопродуктӑн» ҫӑнӑхӗн сӑнавлӑ партийӗ Таджикистана чукун ҫулпа ӑсанӗ. Енчен те тавар туянакана продукци пахалӑхӗ тата логистики тивӗҫтерсен экспорта яланхи мелпе йӗркелӗпӗр», – хыпарланӑ министр.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре туса илекен продукцирен 5,2 проценчӗ Таджикистана ӑсанать. Ҫав вӑхӑтрах Китая – 48,9 процент, Беларуҫ Республикине – 10,4 процент.

Чӑваш Енри «Пике» продукцийӗн ассортименчӗ пуян: пижама, бриджи, шорты, футболка, платье, халат. Нумаях пулмасть вӗсене чикӗ леш енне те ӑсатма тытӑннӑ. Фабрика хӑйӗн таварне «Almando Melado» маркӑпа туса кӑларать. 2020 ҫултанпа продукцие Казахстанра, Беларуҫра тата Таджикистанра туянаҫҫӗ. Европа рынокне те тухас ӗмӗтлӗ.
Предприятин Ҫӗнӗ Шупашкарти производствин гендиректорӗ Аркадий Иванов журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ цех Ҫӗнӗ Шупашкарта ӗҫлет, тепӗр иккӗшӗ — Шупашкарпа Ҫӗрпӳре.
Пӗтӗмпе 70-е яхӑн ҫӗвӗҫ тӑрӑшать. Персоналӑн пӗтӗмӗшле йышӗ вара — 180-а яхӑн ын. Унсӑр пуҫне тепӗр 40 ҫын продукцие Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта ваккӑн сутассипе тимлет.

Франци ҫыннисем Чӑваш Енре шӑл юсаҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиникине Францинче пурӑнакан мӑшӑр – Дафёр тата Елена Шаед – шӑл юсама пынӑ. Ҫавӑн пирки хулари «Грани» хаҫат хыпарланӑ.
Дафёр пародонтологи пӳлӗмне, Светлана Пиюнкина стоматолог-терапевт патне, шӑла профессилле майпа тасаттарма ҫӳренӗ, унтан халӗ Светлана Галкина патӗнче сипленет.
«Сервиспа, ӗҫ пахалӑхӗпе питӗ кӑмаллӑ. Вӑхӑт та нумай иртмерӗ», – хавхаланса калаҫнӑ Дафёр Шаед.
Елена пӗлтернӗ тӑрӑх, упӑшки тухтӑрсенчен хӑрать, пульницӑна кайма ӳкӗте кӗртме йывӑр.
Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиникинче 2021 ҫулта 20 ытла ют ҫӗршыв ҫынни сипленнӗ. Ҫав шутра Азербайджанри, Арменири, Египтри, Иорданири, Казахстанри, Кӑркӑстанри, Сиринчи, Таджикистанри, Тунисри, Украинӑри ҫынсем пулнӑ.
